Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Артистсен (тĕпĕ: артист) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лида вара чӑннипех пултаруллӑскер, сӑнӗ-пуҫӗнчен те, пӗвӗ-сийӗнчен те хитрескер пулнӑ, анчах ҫапах та артистсен шкулне кӗреймен.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сумлӑ жюри малтанлӑха ҫухалсах кайнӑ, ҫамрӑк артистсен таса туйӑмӗсем тата вӗсем актер ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартма тӑрӑшни ӑна хӑпартлантармаллипех хӑпартлантарнӑ.

Компетентное жюри было в растерянности и восторге от искренности юных артистов и их стремления продемонстрировать актерское мастерство.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тата хӑш чух артистсемпе пӗрлех пӗр сӗтел хушшинче ҫӗр грамм ярсан артистсен статусӗпе сцена рабочийӗсен статусӗ пӗр танах пулнӑн туйӑнса каять мар-и…

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Литература каҫне вырӑнти артистсен (Л.Еремеева, В.Леонтьева) номерӗсем илем кӳнине те палӑртмалла.

Помоги переводом

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Вӑл кӑҫал фестиваль пилӗк ҫуллӑх юбилейне паллӑ тунине, пуҫаракан музыкантсемпе артистсен, режиссерсемпе художниксен, ученӑйсемпе волонтерсен, журналистсемпе модельерсен Капсель бухтинче ҫӗнӗрен пӗрлештернине палӑртнӑ.

Он подчеркнул, что фестиваль в этом году отмечает пятилетний юбилей и вновь объединяет в бухте Капсель начинающих музыкантов и артистов, режиссеров и художников, ученых и волонтеров, журналистов и модельеров со всей страны.

Путин "Таврида.АРТ" фестивале хутшӑнакансене тата организаторсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3393500

Ӗмӗр тӑршшӗпех сан юлташусем манран артистсен, кӗнекери геройсен ячӗсене пӗлменнишӗн кулнӑ, мана намӑслантарнӑ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Артистсен, кӗнекесен ячӗсене асӑнчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта Чӑваш Ен, Пушкӑрт, Кӑркӑсстан, Питӗр, Пермь тӑрӑхӗсенчи артистсен пултарулӑхӗпе тата ӑсталӑхӗпе паллашма май пулӗ.

Помоги переводом

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Радикӑн ашшӗпе амӑшӗ малтанхи ҫинчен, паллах, аса та илме пултарайман, вӗсем ывӑлне артистсен институтне кӗртме ҫине тӑрсах хатӗрленнӗ пулнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.

Как отмечается в филармонии, концерт стал прекрасной возможностью не только прикоснуться к творчеству самого коллектива, но и позволил насладиться красотой и неповторимым звучанием чувашского языка.

«Ҫеспӗл» ансамбль гастроле тухса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34862.html

Ҫапла вара артистсен труппи икӗ пайран тӑракан пулчӗ: пӗри — музыка театрӗн артисчӗсем, тепри — драма артисчӗсем.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра артистсен ҫӗнӗ ушкӑнӗ, солистсемпе хор артисчӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Артистсен ушкӑнӗнче «Нае Галацяну хӑй те» пур, имӗш.

«с участием самого Нае Галацяну».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Концертӑн пӗрремӗш пайӗ вӗҫленсен, артистсен пӳлӗмне кӗрсе, Амиго кашни солиста тав турӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Артистсен Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсенче кӑна мар, ялсенче те хутран-ситрен спектакль кӑтартма тивнӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шупашкара тухса кайиччен ман артистсен списокне ҫирӗплетмелле.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку вара артистсен кӑмӑлне чылаях ҫӗклентерчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑмӑл пӑсӑлчӗ артистсен.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Артистсен списокне часрах Чӑваш секцине ҫитерсе памалла.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней