Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ара сăмах пирĕн базăра пур.
Ара (тĕпĕ: ара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ара… эпир ара

— Да я… да мы…

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрӗх пӗрмӗш ҫулхи тискер хӗл пулман-им ара, вилекен ачасене турттаракан эшелонсем, тӑван ҫӗршывра нумай хуласенче юри Ленинградран пынӑ чирлӗ ҫынсемшӗн больницӑсем пулман-им ара?

Как будто не было страшной зимы сорок первого года, эшелонов с умирающими мальчиками, специальных больниц для ленинградцев во многих городах Союза.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара, ара, тӗлпуличчен…

Да, да, до скорой встречи…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Арҫынсем лӗх-лӗх кулчӗҫ: ара, кам ҫара алӑпах ярса тытать, кам, ара, ярса та тытаймӗ.

Мужики посмеялись: мол, кто не возьмет, а кто может и взять.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

37. Валак Валаама каланӑ: ара, эпӗ сана чӗнме ямарӑм-и? эсӗ ман патӑма мӗншӗн килесшӗн пулмарӑн? ара, эпӗ сана чыс-хисеп кӑтартаймастӑп-им? тенӗ.

37. И сказал Валак Валааму: не посылал ли я к тебе, звать тебя? почему ты не шел ко мне? неужели я в самом деле не могу почтить тебя?

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ара кам «вӑл»?

— Да кто «он»?

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов сасартӑк аса илчӗ: ара паян, Нагульнов арӑмӗ вӗсене ирхи апат лартса панӑ чухне, ҫав хӗрарӑмӑн куҫхаршинчен ҫӳлерехре тахҫанах юнӑхса ларнӑ лимон манерлӗрех симӗс тӗслӗ ҫапса кӑвакартнӑ паллӑ пуррине курнӑччӗ вӑл; вара, хӑйӗн ҫухи хушшине утӑ ҫӳпписем лекнӗ пек питне-куҫне пӗркелентерсе тата мӑйне хускаткаласа, ҫапла ыйтрӗ:

Давыдов вдруг вспомнил, что ведь сегодня же он видел над бровью жены Нагульнова, когда та подавала им завтракать, лимонно-зеленоватый застарелый синяк; морщась и двигая шеей, словно за воротник ему попала сенная труха, спросил:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, ара, кайран пурпӗрех пӗлетӗн!

Ну, да все равно узнаешь!

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара эсӗ ухмаха ермерӗн пулӗ те?

— Да ты никак одурел?

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, эпӗ хам мӗнлескеррине кур-ха.

— Да я сам-то, глянь-ка, какой.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫаплах ара, ыттисене тунӑ пекех тунӑ.

— Так же, как и других прочих.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унтан йӗме тытӑнчӗ: — Ара, кама кура ҫакнашкал шуйттана ҫуратса ятӑм-ши!

— И переходила на плач: — И в кого такого идола уродила!

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм.

«Верно, говорит, так снять не мог, на морозе одубели ноги-то, я их и пооттяпал шашкой.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шухӑшласа пӑхсан та ара: авланнӑ пиччесем кӑна виҫҫӗ пулнӑ манӑн.

Да ведь вздумать: трое женатых братов у меня было.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара эпир пӗтӗм чунтанах колхоза кӗме хатӗр-ҫке!

— Так мы же с дорогой душой в колхоз!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, эсӗ пире ӑнлантарса ан тӑр-ха!

— Да ты нас не агитируй!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫаплах — ара.

— Да все так же.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, тен, ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса, тутлӑ апат ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ пулӗ, эпӗ вараара, мӗн калаҫмалли пур унта!

Он, может, всю жизню на пече лежал да об сладком куске думал, а я… да что там гутарить!

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, ӑҫтан кӳренес мар-ха капла?..

Да разве же мне-то не обидно?..

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, мӗне кирлӗ вӑл вӗсене?

Да и на что она им?

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней