Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Антун (тĕпĕ: ант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ умӗнче кашниех ӑна Антун мучи тетчӗ, куҫ хыҫӗнче вара — «Пакӑлти Арлан».

Помоги переводом

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Каласа пар-ха, Антун, вӑл мӗнле кукӑль ҫиме ларнине? — ыйтрӗ бригадиртан.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Антун бригадинчи ачасем нихҫан та шывра путас ҫук, вутра та ҫунас ҫук.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Антун мучи вӗтӗ хӑваран тунӑ карҫинккаран шӑрттан кӑларчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл та, Антун мучи пекех, чӗрӗк ӗмӗр бригадирта ӗҫлет иккен.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Шӑпах вӑхӑт, ларар, — килӗшрӗ Антун мучи.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян унта Антун бригади ӗҫлемелле, ӗнер ҫапла калаҫса татӑлнӑччӗ, — терӗ вӑрман хуралҫи уттине хӑвӑртлатса.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак самантра кукша Антун ашшӗне кӗпипе йӗмне пырса пачӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӑх: — Амӑшӗ валли тутӑр парӑр ӑна, тутӑр! — тесе кӑшкӑрсан, уяв хуҫи Антун мӑйӗнчен чечеклӗ тутӑр ҫакса ячӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑйӑ нумайӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, пӗрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халӑх лахлатсах кулчӗ, кукша Антун пӗр йӑнӑшмасӑр чӳлмеке аллинчи патакӗпе чӑл та пар! салатса пӑрахсан — чӗререн савӑнчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавпа юнашар пыраканӗ — Хӗлип тете, — сиксе тӑчӗ Антун.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, аллинчи туйипе кӑвайт кӗлне сиркелесе, ҫӗрулмисене кустарса кӑларма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Камӑн миҫе ҫӗрулми пулнӑ? — ыйтрӗ Антун.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, хӑрах аллине ҫаплах мӑйракаран вӗҫертмесӗр, така ҫинчен анчӗ, шӗвӗр пӳрнипе карттус хыҫӗнчен кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ (мур илесшӗ, хӑй сисмесӗрех алӑ ҫавӑнта пырать-ҫке!), унтан пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Акӑ мӗн, ачасем. Качакасем йывӑҫ тунисене кӑшланӑшӑн эпир пурте айӑплӑ. Кӑвайт патӗнче айланса, эпир вӗсем пирки мансах кайнӑ. Ҫавӑнпа та кун ҫинчен никама та пӗлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑт, Антун тесе тӑр ӑна.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка ҫинче Антун ларса пынине курсан, Микуль вӗриленсе кайрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах вӑл виҫ-тӑватӑ утӑм та тума ӗлкӗреймерӗ — турат ҫинчи Антун тӳрех ун ҫине сикрӗ, икӗ аллипе те такана мӑйракинчен ҫавӑрса тытрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун выртнӑ ҫӗртех кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ те, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ҫӗтӗк сӑхманӗ ҫинчен ҫыхнӑ пилӗкӗнчи кантрана салтрӗ, вара, така каллех хӑй патнелле килнине асӑрхасан, йӑпӑр-япӑр йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Така малтанхи ҫитӗнӳпе лӑпланмарӗ, Антун урлӑ шак! шак! тутарса каҫрӗ те, ҫине кивӗ вӑрӑм сӑхман уртса янӑ ача хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней