Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫнерникун вара финанс тӗлӗшӗнчен ӑнланманлӑх пулӗ – Ухӑҫӑсене тупӑшлӑ тата илӗртӳллӗ ӗҫем сӗнӗҫ, ҫавӑнпа тӗрӗс суйласа илме йывӑр килӗ.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Акӑ мӗн, — терӗ Грэй кулкаласа, — манӑн вӑхӑт сахал, ӗҫем вара васкатать.— Вот что, — сказал, смеясь, Грэй, — у меня мало времени, а дело не терпит.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Вероника, пар-ха мана пӗр хӗрӗх тенкӗ, ҫур литр та пулин илсе ӗҫем.
Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Французла романсене вулани ман ҫуллахи тепӗр ӗҫем пулчӗ, вӗсене Володя хӑйпе пӗрле нумай илсе килнӗччӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Чим-ха, пӑртак канам, шыв ӗҫем, пашалу ҫиер.
5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӑрӑн-ха, эпӗ шыв ӗҫем.
2 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ӗлӗкхи шӑпамшӑн, иртнӗ ҫулсемшӗн ӗҫем!»
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Каҫарӑр, эпӗ тухса кӗрем-ха, шыв ӗҫем.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Атте ӗҫкеленӗ, — анчах чӑтма ҫук нуша персе ҫитсен кӑна ӗҫнӗ, — ку вӑл реальнӑй хуйхӑ ӗнтӗ, е тупӑш чылаях пысӑк пулнӑ чухне ӗҫнӗ; ун чухне вӑл мӗнпур укҫине аннене панӑ та: «Ну, амӑшӗ, халӗ ӗнтӗ, турра мухтав, икӗ уйӑх хушши нуша курмӑн ӗнтӗ; эпӗ хам валли аллӑ пус хӑвартӑм, савӑннипе ӗҫем пӗрре», тенӗ, — ку вӑл реальнӑй савӑнӑҫ пулнӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑсса пар-ха, ӗҫем.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1