Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратӑп (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисене юратӑп, вӗсем маншӑн тӑван ҫемье вырӑнне пулӗҫ».

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна сана юратнӑ пекех юратӑп.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ сана яланах юратӑп.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чӗре пӗринпе ҫеҫ тулать, эп сана ӗмӗр-ӗмӗр юратӑп

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Чӗре пӗринпе ҫеҫ тулать, эп сана ӗмӗр-ӗмӗр юратӑп.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мӗн виличчен, чӗре тапма чарӑниччен юратӑп эп сана уншӑн…

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп юратӑп ҫеҫ сана, пӑрахмӑп, — ассӑн сывларӗ Сарье.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ ҫухалсан эпӗ сана хыттӑн та хӗрӳллӗн юратӑп; эпӗ сана тав тӑвӑп.

Когда ты исчезнешь, я буду тебя любить сильно и горячо; я буду благодарна тебе.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мана юрат, анчах ахалех, эпӗ те сана пӗтӗм чӗремрен юратӑп.

Люби меня, но просто, и я буду тебя любить всем сердцем.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Виличченех юратӑп.

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эпӗ сана юратнӑ, малашне те юратӑп, анчах паян… ҫук, юратмастӑп.

— Я любила и буду любить тебя, но сегодня я тебя не люблю.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Эсӗ пӑртак тӑхта-ха, эпӗ пӑхкалам сана, сӑнакалам, тен, вара укҫасӑрах юратӑп

Ты подожди, — я присмотрюсь к тебе и, может, полюблю бесплатно…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ытах та хам мӗн ыйтнине парсан, эх, мӗнле эпӗ юратӑп сана!

И если подаришь, что я хочу, — о, как я тебя любить буду!

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ӑна ӗмӗрех юратӑп, — терӗ Валерия, хӗрсе кайса, — эпӗ санран ыйтатӑп: мӗн начарри пур вара кунта?

— Да, я его люблю и буду любить, — сказала Валерия, разгорячившись, — но я спрашиваю тебя: что здесь плохого?

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

«Мӗн тери шел, Варенька мӗншӗн илемсӗр-ха, вӑл мӗншӗн Сонечка мар-ха, — шухӑша путрӑм эпӗ пӳлӗме пӗччен тӑрса юлсан, — университетран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем патне килсе, ӑна качча тухма сӗнесси мӗнешкел лайӑх пулмалла. Эпӗ ҫапла калӑттӑм: «Княжна, эпӗ ҫамрӑк мар ӗнтӗ — хӗрӳллӗ юратма пултараймастӑп, анчах сана савнӑ йӑмӑка юратнӑ пекех ӗмӗрлӗхех юратӑп».

«Как жалко, что Варенька не хорошенькая и вообще не Сонечка, — мечтал я, оставшись один в комнате, — как бы хорошо было, выйдя из университета, приехать к ним и предложить ей руку. Я бы сказал: «Княжна, я уже не молод — не могу любить страстно, но буду постоянно любить вас, как милую сестру».

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн ҫитменлӗхӗсем пур пулин те, эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, малашне те юратӑп.

И я его очень люблю и всегда буду любить, несмотря на его слабости.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл вилнӗ чухне: «Халӗ эпӗ пӗччен пурӑнӑп. Эпӗ пӗртен-пӗр сана юратнӑ, юратрӑм, юратӑп…» тесе ӑна тупа турӑм.

Когда она умерла, я сказал: «Теперь я буду жить один. Я клянусь тебе, что буду любить тебя, любить тебя, любить тебя…»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Юрататӑп, малашне те юратӑп».

— Люблю и буду любить».

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ сана яланах юратӑп.

Я тебя всегда буду любить.

Настя — шкул ачи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 2,4,6,8 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней