Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратмалла (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата вӗсене юратмалла та.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ҫар ҫыннин Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенӗн ятне чыслӑн та тивӗҫлӗн илсе ҫӳреме май паракан пахалӑхсем пулмалла: Тӑван ҫӗршыва, унӑн историне, культурине, халӑха юратмалла, ҫар дисциплини пулмалла, ҫар тивӗҫне парӑнмалла, Тӑван Ҫӗршыва кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр тӑмалла, — палӑртать Владислав Георгиевич ҫар ҫыннин профессийӗ ҫинчен.

Помоги переводом

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Вырӑс историкӗ В.О. Ключевский ҫапла ҫырнӑ: «лайӑх преподаватель пулас тесен вӗрентнине юратмалла, вӗрентекенсене юратмалла».

Еще русский историк В.О. Ключевский писал: «Чтобы быть хорошим преподавателем, нужно любить то, что преподаешь, и любить тех, кому преподаешь».

Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451

Эсӗ юратмалла пулнӑ ҫынсене те ыттисем юратаҫҫӗ, эсӗ наказани памалла пулнисене те ыттисем наказани параҫҫӗ.

Помоги переводом

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун шучӗпе, учитель ачасене, хӑйӗн профессине юратмалла, шкул ачисемпе контакт тума пӗлмелле.

Помоги переводом

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Шутсӑр юратмалла!

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Юратмалла пулсан — юратмалла, тавӑрмалла-тӑк — тавӑрмалла, никаких та веле-селе пулмалла мар!

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Этем пуринчен те ӑслӑ, пуринчен те вӑйлӑ тетпӗр пулсан, пуринчен те ӑслӑрах, вӑйлӑрах юратмалла унӑн хӑйпе пӗр ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур чӗрӗлӗхе, пуринчен те ытларах тӑрӑшмалла унӑн ытти чӗрӗ чунсен килеслӗхри пурнӑҫӗшӗн.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ма юратмалла мар!

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юратмалла камӑн та пулин, атту ҫӗр ҫинче тӗппипех пӗтме пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Лайӑх педагог пулас тесессӗн ху вӗрентекен предмета юратмалла», – тесе шутлать педагог.

Помоги переводом

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Ку кӑштах айванрах, ҫемҫе чунлӑрах, пӗр-пӗрне юратмалла тесе кирлинчен те ытларах пакӑлтатать.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн юратмалла ҫав ҫӗтӗк-ҫурӑк хӗре?

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чипер хӗр ача, юратмалла ӑна.

Помоги переводом

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юратмалла сан хӗр ачуна, арӑм тума та юрӑхлӑ Кӗркке!

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑван ҫӗршывӑмӑра юратмалла, уншӑн парӑнса пурӑнма пӗлмелле.

Помоги переводом

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

— Ҫӗр ҫинче ӗҫлекен ҫыннӑн ҫӗре юратмалла.

Помоги переводом

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Пӗчӗккисене хӑвӑн тӗпренчӗкӳ пек юратмалла.

Помоги переводом

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

— Кӑна юратмалла, — шантарса каларӗ Укахви.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шыраса тупнӑ пулсан, иккӗш те юратмалла.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней