Поиск
Шырав ĕçĕ:
Богданов ырхан хӗрарӑм хунӑ япаласем чӑннипе миҫе тенкӗ тӑрасса хакласа пӗлесшӗнччӗ, хӑйне сӗмсӗркке вырӑнне шутласран хӑрарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ? — тӑрук каласа хурать те Завьялов, ҫавӑнтах хӑйӗн ӳпкелемелле пӳлнине ҫынсем хаярлӑх вырӑнне шутласран хӑраса ӳкет.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анук килӗшрӗ, ташӑ пуҫарнӑшӑн ҫӑмӑлттай хӗр тесе шутласран сӑвӑ каларӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтан, халӑх хӑйне хӑравҫӑ тесе шутласран пулас, аллинчи сӑмавара Киргизова тыттарчӗ те, ҫаннине тавӑрса, Энтрей умне пырса тӑчӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Один хӑтартӑр мана ун пек шутласран…
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл тытӑнарах, типпӗн ҫырма тӑрӑшрӗ, хамӑрӑннисем килсен унӑн строкисенче иккӗленӳсем йӗрне тупасран, чуна хӗсекен шухӑшсене ҫухалса кайни вырӑнне шутласран, вӑл мӗншӗн шикленнисенчен кулса пуҫӗсемпе сулкаласран асӑрханчӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Тӑван килне тунсӑхланине хӑйӗн юлташӗсем унӑн начар енне пӗлтерекен паллӑ вырӑнне шутласран хӑранӑ Валерий.Он боялся, чтобы его тоску по дому не сочли признаком слабости.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл хӑйне чӑрсӑр тесе шутласран хӑрарӗ те, тӑруках ҫаврӑнса илсе, каллех хӑйне хӗрӳллӗн тав тӑвакан плантаторпа сӑмахлама пуҫларӗ.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак кунсенче, колхозсенче пурте ывӑнма пӗлмесӗр кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫленӗ вӑхӑтра, хӑйне ыттисем ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрет, тесе шутласран, Саша чылаях вӑтанчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл кӑшт кӑна Павел Петровичпа пулнӑ дуэль ҫинчен каласа паратчӗ, анчах хӑй кун пеккипе интересленет тесе шутласран ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ, вара ку вӑхӑтра эпӗ пӗтӗмпех ӗҫлерӗм тесе ответлерӗ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тепӗр тесен, хӑй виҫине вӑл отставкӑна тухсан та нимӗн чухлӗ те ҫухатман: ытти дворянсем пехотӑра служить тунӑ тесе шутласран ҫар мундирӗ евӗрлӗ ҫӳллӗ пилӗклӗ фракпа тата шпорлӑ атӑсемпе ҫӳренӗ, мӑйӑхне ӳстернӗ; вӑл пехотӑна курайман, пехота тесе калас вырӑнне те пехтура е тепӗр чух пехонтари тенӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Анчах ун иккӗленчӗк шухӑшӗсем пирки Коробин: ку ӗҫе тытӑнма аптраса тӑрать, пӗлмест, пултараймасть, тесе шутласран хӑраса, Ксени чӗнмерӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Нумайӑшӗсем хӑйсем шикленнине, аран-аран чарса, юлташӗсем хӑравҫӑ вырӑнне шутласран хӑраса пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ку пустуя кӑна: ку хӑраса ӳкни пулман, ҫапӑҫу умӗн салтаксен чӗри вӑркани пулнӑ, мӗншӗн тесен ун пек чух вӑхӑт сахаллипе пӗр самантрах мӗнпур ӗмӗр тӑршшӗнче татса памалли ыйтусене нумайӑшне татса памалла.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1