Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутланинчен (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа пӗрлех ҫакна ӑнкарса илтӗм: вӑл эпӗ шутланинчен нумай черченкӗрех.

И я понял, что он еще более хрупок, чем кажется.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тавралӑх пире эпир шутланинчен ытларах витӗм кӳрет.

Окружающее пространство влияет на нас больше, чем мы думаем.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫанталӑк арҫынпа хӗрарӑм шутланинчен чылай япӑхрах пулчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Владимир Путин Раҫҫей экономикипе управлени системисем Анӑҫра шутланинчен чылай ҫирӗпрех пулнине, пӗрлехи ӗҫе пула экономика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерни пирки каларӗ.

Помоги переводом

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Анчах хальхинче ӗҫсем стрелецсем шутланинчен те хӑвӑртрах пулса иртрӗҫ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене хӑйсем шутланинчен 133,6 млн тенкӗ ытларах тӳлеттерме йышӑннӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Ӗҫсем бригадир шутланинчен чылай ӑнӑҫлӑрах пулса пычӗҫ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Марс сийӗнче вырнаҫнӑ ту тӑприпе реголитри аминокислотасем космос пайӑркисене пула малтан шутланинчен хӑвӑртрах арканаҫҫӗ.

Результаты показывают, что аминокислоты разрушаются под действием космических лучей в горных породах и реголите, находящихся на поверхности Марса, со значительно более высокой скоростью, чем считалось ранее.

Марс ҫинче пурнӑҫ йӗрне тупас тесен тарӑнрах чавмалла // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32224.html

Вӑл опиум шутланинчен икӗ хут хаклӑрах кайса ларни, Дагонра хак чакни ҫинчен ӳпкелешме пикенчӗ; систерчӗ темелле: пайта палӑртнинчен сисӗнмеллех сахал пулать…

Он жаловался, что опиум обошелся вдвое дороже, чем он рассчитывал, что он узнал в Дагоне о понижении цен, так что прибыль может оказаться значительно меньше.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл пӗр сехетренех тавӑрӑнчӗ, эпӗ шутланинчен хӑвӑртрах ҫитрӗ.

Вернулся он через час — раньше, чем я ожидал.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Манашкал хевтесӗр, ниме тӑман хурт-кӑпшанкӑ та (вӑл мана ҫапла каларӗ) этем евӗрне яракан ҫав тери усал шухӑшсене пуҫра тытма кӑна мар, вӗсене ӑслӑ, тӑрлавлӑ тесе шутланинчен шалтах тӗлӗнсе кайрӗ.

Он был поражен, что такое бессильное и ничтожное насекомое, как я (это его собственное выражение), не только таит столь бесчеловечные мысли, но и считает их вполне разумными и естественными.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Суворов крепость патне типӗ ҫӗртен тата юханшыв енчен пымалли ҫулсене пурне те хӑй тӗрӗслесе тухса, кунта пулас ҫапӑҫусем, вӑл хӑй малтан шутланинчен нумай йывӑртарах пулассине пӗлнӗ.

Суворов лично разведал все подступы к крепости с реки и суши и убедился, что ему предстоит операция, еще более трудная, чем он предполагал.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Кунта вӑрӑ-хурахсем пирӗн хыҫҫӑн, эпир унччен шутланинчен те тимлӗрех сӑнаса ҫӳрени палӑрчӗ.

Тут обнаружилось, что разбойники следили за нами гораздо внимательнее, чем мы думали раньше.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тӳрех — тен, хӑй маларах шутланинчен те хӑвӑртрах — алӑк еннелле утӑмларӗ.

И он уже шагнул к порогу — возможно, гораздо раньше шагнул, чем намеревался сначала.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пуринчен малтанах мистер Эрроу, ун ҫинчен капитан шутланинчен те начартарах пулни курӑнчӗ.

Раньше всего выяснилось, что мистер Эрроу гораздо хуже, чем думал о нем капитан.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тинӗсе тухса кайма хатӗрленме, сквайр шутланинчен чылай нумай вӑхӑт иртрӗ.

На подготовку к плаванию ушло гораздо больше времени, чем воображал сквайр.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Манӑн сана хам шутланинчен ытларах пӗччен тытмалла пулчӗ… анчах эсӗ те вӑхӑта сая яман пулас.

Я должна была оставить тебя одного дольше, чем хотела… но я вижу, что ты не терял времени.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ӑна Джурдже пит ҫине тӑни ҫеҫ тӗлӗнтерчӗ: ку ӑна хӑй Гвоздена персе пӑрахни партизансене хӑй шутланинчен ытларах пырса тивнине аса илтерчӗ.

Его удивляло только упорное непонимание Джурдже: это свидетельствовало о том, что расстрел Гвоздена произвел на партизан гораздо более тяжелое впечатление, чем он думал.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кларк хӗре хӑй мӗн тери килӗшнине аванах туйрӗ, — ҫителӗклех, малтан шутланинчен те ытларах.

Кларк отлично понимал, какое впечатление произвел на девушку, — не меньшее, чем рассчитывал.

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кларк хӑйне ӑсатса яракан ҫын ҫине пӑхать, Граб «ҫак промысларан» аванах таврӑнатӑп тесе шутланинчен хӑй ӑшӗнче вӑрттӑн кулать.

Глядя сейчас на своего поводыря, Кларк мысленно издевался над его надеждами на благополучный исход своего «отхожего промысла».

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней