Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пуссинче кӑн-кӑвак утмӑлтуратсем те, чӑлт шурӑ салтак тӳмисем те пур.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Юнашарах ҫӗлӗк персен те ҫӗре ӳкерми ҫӑра хӑмӑллӑ, тулли ҫурхи тулӑ уйӗ сарӑлса выртать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Сап-сарӑ хӑмӑллӑ хир кунсеренех хуралса пырать: тракторсем ҫаплах кӗрхи ҫӗртме тӑваҫҫӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Хӑмӑллӑ хура тӑпра ҫинче калӑп пек пӗчӗкҫӗ ырхан ача выртнӑ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫак вӑхӑтра сарӑ хӑмӑллӑ уй-хирпе тин шӑтнӑ ешӗл калча пек курӑнакан ҫаран ҫине ҫу каҫиччен пӗр канма-ҫӑр тӑрӑшнӑ ӗҫченсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Марья инке, хут ҫинчи пек каласан Мария Осиповна Ускова, хаяр, хӑмӑллӑ хӗрарӑм.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Сайра хӑмӑллӑ хӳме витӗр эпӗ ҫав ҫын Абдулкӑсен килхушшине ыткӑнса кӗнине, унтан лаптак улсенчен купаланӑ ҫӳлӗ маар стена урлӑ манӑн килхушшине сиксе каҫнине куртӑм.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет…
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Газика» хирӗҫ ик енӗпе те калама ҫук анлӑ вырӑнсем туха-туха выртаҫҫӗ — тем ҫӳллӗш капанлӑ кӗрхи ҫарансем ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрех, тӗссӗртерех хӗрлӗ тӗтрелӗхе, пырса тухаҫҫӗ, сарӑ хӑмӑллӑ хирсем патне, сухаласа пӑрахнӑ хуп-хура бархат пек уйсем еннелле каяҫҫӗ.
Коростелев хӑвачӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫтяпук авӑ, хӑмӑр хӑмӑллӑ анлӑ уй-хир ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа, пуринчен те малта пырать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ак ӗнтӗ уй уҫӑлса, сирӗлсе кайнӑ пекех пулчӗ, — вӗсем хӑмӑллӑ вырӑна сиксе тухрӗҫ.Но вот поле словно раскрылось и раздвинулось — дорога выбежала на жнивьё.
Тӗмсем айӗнче пытанмалла выляни // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Тырӑ кӑҫал ытарма ҫук пулмалла, тулӑ тин ҫеҫ пучаха ларнӑ пулсан та ҫӳлӗ хӑмӑллӑ, хирпе иртекен ҫыннӑн пуҫӗ кӑна курӑнать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑс-тӑн асаилӳсен таткаланчӑк ҫиппине ӗлӗк курнӑ, ӗнтӗ тахҫанах манӑҫнӑ пейзаж ҫине туртса кӗрсе кайрӗ те, Григорий умне ҫеҫенхир анлӑшӗ, ҫуллахи ҫул, урапа, малта ларса пыракан ашшӗ, вӑкӑрсем, ҫулса пӑрахнӑ тыррӑн ылтӑн хӑмӑллӑ уйӗ, ҫул ҫинчи хура курак кӗтӗвӗ куҫа шартармалла уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ…
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӑнах та, санитарӑн сӑнӗ, кӑвакрах тӗслӗскер, сентябрь уйӑхӗнчи хӑмӑллӑ хир пек кичем, хура халӑхран тухнӑ ытти пин-пин салтаксен сӑнӗнчен нимӗнпе те уйрӑм мар.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1