Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тата нумай шухӑшласа пычӗ Озеров, шухӑшланӑ хушшӑра вӑл хӑй пӗрмай ҫаптарса пыракан ӑйӑрӗ шап-шур кӑпӑка ӳкнине те, кӑпӑкӗ сирпӗнсех пынине те асӑрхамарӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп; 30. тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн, 13. пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, 8. ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир Эпӗ панӑ йӗркесем тӑрӑх пурӑнсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене астуса, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, 4. Эпӗ сире вӑхӑтлӑ ҫумӑр парӑп, ҫӗр хӑй ҫимӗҫне ӳстерсе парӗ, хирти йывӑҫсем те хӑйсен ҫимӗҫне кӳрӗҫ; 5. сирӗн авӑн ҫапасси иҫӗм ҫырли пухас вӑхӑтах ҫитӗ, иҫӗм ҫырли пухасси тырӑ акас вӑхӑта ҫитӗ, хӑвӑр ҫӑкӑрӑра тӑраничченех ҫиетӗр, [хӑвӑр] ҫӗрӗр ҫинче пӗр шикленмесӗр пурӑнатӑр; 6. [сирӗн] ҫӗрӗр ҫине тӑнӑҫлӑх ярӑп, выртӑр та — сире никам та кансӗрлемӗ, хаяр тискер кайӑксене [сирӗн] ҫӗрӗртен хӑваласа ярӑп, сирӗн ҫӗрӗр урлӑ хӗҫ каҫмӗ; 7. хӑвӑр тӑшманӑрсене хӑвала-хӑвала яратӑр, вӗсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 8. сирӗн пилӗк ҫыннӑр ҫӗр ҫынна хӑваласа ярӗ, сирӗн ҫӗр ҫыннӑр вунӑ пин ҫынна хӑваласа ярӗ; тӑшманӑрсем сирӗн умӑрта хӗҫпе касӑлса тӑкӑнӗҫ; 9. сирӗн ҫине хӗрхенсе пӑхӑп, [сире пиллӗп,] сире хунавлӑ тӑвӑп, сире йышлӑлантарӑп, сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ҫирӗп тытса тӑрӑп; 10. эсир киввине, иртнӗ ҫулхине, ҫиетӗр, ҫӗннине пула киввине кӑларса пӑрахатӑр; 11. Хамӑн килӗме сирӗн хушшӑра лартӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнмӗ; 12. сирӗн хушшӑрта ҫӳрӗп, сирӗн Туррӑр пулӑп, эсир вара Манӑн халӑхӑм пулатӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ютран килнӗ ҫын сирӗн ҫӗрӗре вырӑнаҫсан, ӑна ан хӗсӗрлӗр: 34. сирӗн хушшӑра вырӑнаҫнӑ ютран килнӗ ҫын сирӗншӗн ҫак ҫӗрти ҫын пекех пултӑр; ӑна хӑвна юратнӑ пекех юрат, мӗншӗн тесессӗн эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49. ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1