Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

харкашусем (тĕпĕ: харкашу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗшӗнчен тата пирӗн ҫуртра пурӑнакансем час-часах раковинӑсемпе уборнӑйсене ним тиркесе тӑмасӑрах тем тӗрлӗ ҫӳп-ҫап та тӑкатчӗҫ те, ҫавӑн пирки харкашусем нумай пулатчӗҫ.

Помоги переводом

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ӑшӑ пӳртсенче ҫеҫ вӑрттӑн, теплерен кӑна халӑх ҫине шӑвӑнса тухакан харкашусем илтӗнкелеҫҫӗ: килӗштерсех пурӑнмаҫҫӗ курӑнать стариксем фронтовиксемпе.

В куренях лишь шла скрытая, иногда прорывавшаяся наружу семейная междоусобица: старики не ладили с фронтовиками.

I // .

Пирӗн хушӑри харкашусем юлашки вӑхӑтра хӑрушӑ пулса иртетчӗҫ, анчах вӗсем чӑтма ҫук хӗрӳллӗ туйӑмсемпе улшӑнса пыма пултаратчӗҫ.

Ссоры между нами становились в последнее время чем-то страшным, сменяясь тоже напряженной животной страстностью.

XIX // .

— Ҫавӑн пек ирсӗр пурӑнса, эпӗ хама хам йӑла-йӗрке енчен пӑсӑлман ҫын тесе шутланӑ, ҫемье пурнӑҫӗ енчен илсен те тирпейле пурӑнатӑп тенӗ, мӗншӗн тесен урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑнман; хама эпӗ айӑпсӑр вырӑнне хунӑ, харкашусем пулнишӗн арӑм, унӑн кӑмӑлӗ айӑплӑ тенӗ.

— Хуже же всего было то, что, живя этой скверной жизнью, я воображал, что потому, что я не соблазняюсь другими женщинами, что поэтому я живу честной семейной жизнью, что я нравственный человек и что я ни в чем не виноват, а что если у нас происходят ссоры, то виновата она, ее характер.

XIV // .

Харкашусем мӗнрен пуҫланнине кайран пӗлме те ҫукчӗ, — хамӑн чӑн-чӑн лару-тӑру мӗнле пулнине манӑн ҫакӑнтанах курма май пулнӑ.

Его можно бы уже видеть потому, что ссоры начинались из таких поводов, что невозможно бывало после, когда они кончались, вспомнить из-за чего.

XII // .

Офицерсен пуххинче кӑнтӑрлахипе каҫхи апатсем вӑхӑтӗнче часран-часах ниме тӑман айванла тавлашусем, сӑлтавсӑр кӳрентерӳсемпе харкашусем хыпа-хыпа илеҫҫӗ.

В офицерском собрании во время обедов и ужинов все чаще и чаще вспыхивали нелепые споры, беспричинные обиды, ссоры.

XV // .

Ҫакӑн пек харкашусем кашни кун тенӗ пекех пулса иртетчӗҫ.

Такие сцены разыгрывались почти ежедневно.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней