Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татрӗ (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗҫченсен ӑсӗпе алли ӗмӗртен, ҫулсерен хушса пынӑ нумай-нумай пурлӑхпа пуянлӑха вутпа ҫунтарса, шывпа юхтарса ячӗ; вӑл мӗльюншар вӑй питти ҫынсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татрӗ, ҫӗр ҫине мӗльюншар тӑлӑхсем хӑварчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кӗтмен ҫӗртен татрӗ унӑн шухӑшне урамран хашкаса ҫитнӗ Укань.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫултан пӑрӑнсанах Ҫимун Эрхип аллисене пӑркӑчласа ҫыхнӑ кантрана ҫӗҫӗпе касса татрӗ, тилхепене ун аллине тыттарчӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук ҫав, — сӑмахне пат татрӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хыҫалти пӗчӗк калинкке уҫӑлни ун шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗрине хуняшшӗ пӑрахса кайни те ҫунтарма чарӑнманччӗ-ха, амӑшӗ тертленни унӑн тӳсӗмне татрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртни вӗсен халапне татрӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье шухӑшне каллех Анук сасси татрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмах чӗнсе, Лукарье шухӑшӗсене татрӗ:

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен кӗрешӳ условийӗсене ӑнлантарав шутпа чӗннӗ сасӑ ун шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах арена ҫинче артистсем выляма пуҫлани ун ӗмӗт-шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюкӑн янӑравлӑ сасси Ҫтаппан шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, ир мар! — касса татрӗ юлташӗ виҫӗ сӑмахпа.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах-халап ҫапса ан лар, — касса татрӗ ӑна Миша кӑшӑлсӑр ҫемҫе карттусне тата пусарах лартнӑ май.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ, ЛП-19 машина ҫатӑртатса пысӑк хыр айне ҫитсе чарӑнчӗ, ӑна «хобочӗпе» явкаласа тытрӗ, унтан вӗҫӗнчи пӑчкӑпа татрӗ, ҫӗклесе илсе майласа хучӗ.

Помоги переводом

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Телефон шӑнкӑртатни калаҫӑва татрӗ.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асаилӗвӗ милиционер сасси татрӗ.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлместӗп, — тинех татрӗ Ваҫиле ытлашшипех тӑсӑлнӑ шӑплӑха.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Атте килмест-и? — куҫҫульлӗ шӑплӑха татрӗ Венька.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк шӑплӑха ача кӑшкӑрни татрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней