Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнатпӑр (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврӑнатпӑр, хӗрарӑмсем!

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврӑнатпӑр пуль, Варук, — ҫилпе тусакан ҫӳҫ пайӑркисене тутӑр айнелле хӗстеркелерӗҫ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла кирек мӗнле чӑрсӑрла ӗҫе те хутшӑнма хатӗр вунике крючник ятне асӑнса: — Паттӑрсем, манпа пӗрле айтӑр! Ыттисем ӗҫӗр, ҫийӗр, савӑнӑр! Эпир нумай тӑмастпӑр, халех таврӑнатпӑр! — терӗ Богданов.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Улатӑртан таврӑнатпӑр, Мишӑсем патӗнчен, — сӑмах май пӗлтерчӗ Раман, — ӗнер кайрӑмӑр та…

Помоги переводом

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Килнӗ чухне ҫумкурӑкне, сайратнӑ кӑшмана тиесех таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ашшӗ ытлашши пӑлханса ӳкесрен кӑна ывӑлӑм ӑна ҫӑмӑл машина туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илсен каялла таврӑнатпӑр тенӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Машина туянмалӑх укҫа пухатпӑр та тӑван ялах таврӑнатпӑр», — ҫапла ҫырать-ха ывӑл, анчах пӗрре ялтан тухсан каялла ҫул шыракан сахал.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виктор Павловичпа инҫетрен таврӑнатпӑр та, ҫерҫи чӗппи пек шӑнса хытрӑмӑр.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Атте-анне ан юл ҫилленсе, Таврӑнатпӑр эпир ҫӗнтерсе!

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпир кунта хӑҫан та пулин патька-патшапа таврӑнатпӑр та ҫав ылханлӑ Хунчар йӑхне тавӑратпӑр, — ӗмӗтленсе илчӗ Укаслу.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Яла эпир ҫырма хӗррипе таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каялла таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Айта каяр, кӗҫӗрхи каҫа та пулин пӗрле ирттерер, ыран хулана таврӑнатпӑр, унта…

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Килӗр кунта, яла таврӑнатпӑр, — ахаль те тапраннӑ чӗресене картах сиктерсе кӗрлесе кайрӗ ҫак самантра ҫамрӑксен сасси.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Эпир, Антоновпа иксӗмӗр, инҫетри уйран таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Миххапа эпир таҫтан таврӑнатпӑр пек.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗн килтӗмӗр ав, иккӗн таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла иртсен иксӗмӗр те таврӑнатпӑр та, лавккана кайса, пан улми, слива, канфетсем илсе ачасем ҫуратакан ҫурта каятпӑр.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ӗнер таврӑнатпӑр ҫапла.

Ну вот вчера возвращаемся с «задания».

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь ҫынсем ним калама та пултараймаҫҫӗ мӗншӗн тесен утӑ ҫулса таврӑнатпӑр.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней