Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсенче (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш юррисенче, ӑслӑ сӑмахӗсенче пурӑнӗ, ҫӗнӗ ӑрусене иртнӗ саманасем ҫинчен каласа ҫӳре, чӑваш халӑх пултарулӑхӗн, поэзийӗн, чӗлхин вӑйӗ ҫинчен систерсе тӑрӗ, чӗресене, ӑссене хускатса пурӑнӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Никита Сергеевич Хрущев тунӑ докладсенче те, партипе правительствӑ руководителӗсем тухса каланисенче те, съезд делегачӗсем пулма суйланӑ писательсен сӑмахӗсенче те пирӗн литературӑпа искусствӑн малашнехи аталанӑвӗпе парти тимлӗн интересленни, уншӑн тӑрӑшни вӑйлан палӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Денисӑн сӑмахӗсенче чӑнни те пуррине ӑнланчӗ-ха вӑл, анчах ашшӗн вӑрламалла пулнӑ тенипе килӗшсе килмерӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑйӗн сӑмахӗсенче ҫӗнӗ мӑшӑра та телей сунчӗ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Трактористӑн хӑш-пӗр сӑмахӗсенче тӗрӗсси те пур пек туйӑннӑран Таранов ӑна хирӗҫ тӳрех ним калама та пӗлмерӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Студенткӑн ҫак сӑмахӗсенче темӗнле хӑрушӑ пӗлтерӗш пур пекех, унӑн сӑнӗ тӑруках улшӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кӳренерех калаҫакан ватӑрах хӗрарӑм сӑмахӗсенче маншӑн ырриех ҫуккине туйнӑран эпӗ унпа сывпуллашма васкарӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эпир те, комисси членӗсем, асӑрхасах ҫитереймерӗмӗр пулас ҫакна, — Магаев экзаменра шпаргалкӑпа усӑ курнишӗн хама та айӑп туса, Татьяна Николаевна сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх пуррине ҫирӗплетме васкарӑм эпӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл та, ытти учительсем те хӑйсен хавхаллӑ сӑмахӗсенче пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тухакан, хӑйсем вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑксене сывлӑх та сӑваплӑ шӑпа, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама чӑтӑмлӑх та тӑрӑшулӑх сунчӗҫ, пурнӑҫ вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрешӳ пулнине те, телее ӑспа та ӗҫпе ҫеҫ туптама май пурри ҫинчен те аса илтерчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫӗ-пуҫӗ кунта вак-тӗвексем кӑна пулин те, унӑн сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх пурах.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Леонард Васильевич хӑйӗн сӑмахӗсенче ҫул-йӗрсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрас ыйтӑва ҫивӗч ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Унӑн сӑмахӗсенче мӗн тери вӑрттӑн вӑй палӑрса тӑрать! йӗкӗте вӑл халь ҫав тери пысӑк ҫын пек курӑнса кайрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата та тӑванрах, тата та ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ.

Столько скрытой силы было в его словах! Он как-то сразу вырос в глазах юноши и в то же время стал еще роднее, ближе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах вӑл, Микула сӑмахӗсенче темле вӑй-хӑват пуррине туйса, пӗр сӑмах калаймарӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, «йывӑҫ пӗрре кассах йӑванмасть» тенине асра тытса, Сантӑр сӑмахӗсенче качча парас мар шухӑш пуррине сисмерӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӑмахӗсенче Миххана чунтан курайманнине ҫеҫ мар, тӗн пирки иккӗленнине те сисрӗ пуп.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашмарина ун сӑмахӗсенче каллех хӑйне тӑрӑхласа каланине туять — машина е ирех таҫта тухса кайнӑ ӗнтӗ е ҫӗмрӗк ларать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей сӑмахӗсенче кӑшт тӗрӗслӗх те пур: пирӗн эртел халлӗхе ытла мирлӗ.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хускатнӑ ӑшӑ кӑмӑл ыттисен сӑмахӗсенче те лайӑх туйӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мурманск облаҫӗн Губернаторӗ Андрей Чибис тата Карели Республикин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ – Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Карели Республикин яланхи представителӗ Владимир Тимофеев хӑйсен сӑмахӗсенче тӑван республикӑпа тачӑ ҫыхӑнса, ӑна май пур таран пулӑшса пырассине каланӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней