Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӳ Хӗветӗр хӑйне пӳлнине юратмасть пулас, тӑсланка кӑнн пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑрса калаҫма тытӑнчӗ:
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ? — тӑрук каласа хурать те Завьялов, ҫавӑнтах хӑйӗн ӳпкелемелле пӳлнине ҫынсем хаярлӑх вырӑнне шутласран хӑраса ӳкет.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ахӑртнех, вӑл канашлура хӑй Пруткина тивӗҫсӗр пӳлнине ӑнланать те ҫавӑнпа халь аванмарланса кайрӗ, тӳрех ним те калаймарӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пурте тенӗ пекех кайрӗҫ — пӑтӑрмаха хутшӑнма е ӑна курса йӑпанма; юлнисем: эпӗ, ӳсӗр симӗс домино, — унӑн чавси сӗтел хӗррине хума хӑтланнӑ чухне вӗҫӗмсӗр шӑва-шӑва анать, — тата пуплеме юратакан, хӑйне пӳлнине чаракан калаҫташӑм.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫул ҫинче пирӗн отряд вӗсене пӳлнине курса, ҫав тери хӑвӑрт чупма пултаракан Бен Ганна мала янӑ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эй, турӑ! — шиклӗн пӑшӑлтатса хашлатнӑ Игнат, пыра капланнӑ сехӗрленӳ сывлӑша пӳлнине туйса.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мӗншӗн ҫавӑн пек пӳлнине тавҫӑрса илме йывӑрах пулман: Петька ҫав горна хӑйне парасси ҫинчен шухӑшлама та пултарайман, анчах та ҫав янӑравлӑ кӗмӗл ӗмӗте пӑрахма та вӑй ҫитереймен вӑл.
16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Манӑн кашни характерӑн тӗшши мӗнле пӳлнине кӑна мар, вӑл мӗнле ӳссе аталанса пырассине те пӗлмелле пулнӑ.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗррехинче Валя Владимира шӑп та шай ҫапла пӳлнине аса илтӗм…Вспомнилось, как однажды точно так же остановила Владимира Валя…
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл ҫӗлен пек чаштӑртатнине систерсе хӑрлатнине текех илтес ҫук, сӗм ҫӗрлесенче пӗлмен сукмакпа пынӑ чух вӑл хамран мала сиксе тухса, тӗпсӗр шырлана анса каясран ҫула пӳлнине кураймӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мазин, хӑйне хумханса кайнӑ Петька пӳлнине пӑхмасӑрах, каласа кӑтартма пуҫларӗ:Мазин, прерываемый взволнованным Петькой, начал рассказывать:
16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ленинграда тӑшмансем пур енчен те ҫавӑрса илнине, пур ҫулсене татса пӳлнине, хуларан пӗр сывлӑшпа ҫеҫ тухса кайма май килнине ачасем пӗлнӗ.
4. Вӑрлани // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Кам пӗлет, — тенӗ Матвей, ӗнсине хыҫа-хыҫа, — тӗрӗссипе каласан, ҫынна хӑлха чикки парасси нимех те мар, анчах ун пек тунипе мӗн те пулин усӑ пӳлнине эпӗ пурнӑҫра нихҫан та курман.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вӑл хӑйне шухӑшланӑ вӑхӑтра пӳлнине юратман.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1