Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пырӗсем (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпӑрӑҫсем, кӗслеҫсем Вӑй выляҫҫӗ сыпӑксӑр, Вӗсен тӗпсӗр пырӗсем Пӗр тӑмаҫҫӗ сӑрасӑр…

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хулран хула тытнипе Ҫӑтти-ҫатах ҫаннисем, Пӗрне пӗри хӗснипе Хӑшти-хаштах пырӗсем.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ах, эрех пырӗсем, — вӑрҫрӗ вӑл.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасартӑк ун умне куштан Кавӑрле сӑнарӗ тухса тӑчӗ: «Сӗнтӗрвӑрри харам пырӗсем валли ҫук ман тырӑ… Хӑйсем ӗҫлесе тупчӑр!» — кӗрлет унӑн сасси хӑлхара.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сан, ҫут пуҫӑн, пур та пулӗ ытлашши, ман Сӗнтӗрвӑрри харам пырӗсем валли пӗр пӗрчӗ те ҫук.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурин те пырӗсем типсе ларнӑ, выҫӑ пирки пуҫӗсем ҫаврӑннӑ.

У всех пересохло горло и от голода кружилась голова.

Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Вӗсен пырӗсем типсе лараҫҫӗ, аллисем чӗтреҫҫӗ, ура вӑйӗсем пӗтеҫҫӗ.

В горле у них сразу пересохло, руки дрожат, ноги ослабли.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Картишӗнче пысӑк хурансемпе така какайӗ пиҫет, унтах вырӑнти ҫынсем хатӗрлекен йӳҫӗ эрехе тултарнӑ пичкесем лараҫҫӗ, вӗсен тавра пырӗсем типсе ҫитнӗ, куҫӗсем выҫӑхнӑ партизансемпе вырӑнти тутарсем пухӑнса тӑнӑ.

Во дворе в больших котлах варилась баранина, стояли бочонки с местным кислым вином, и вокруг них с жадными глазами и пересохшими глотками толпились партизаны и местные татары.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Автомата пырӗсем патне илсе пыричченех аллисене ҫӗклемеҫҫӗ…

Пока ему автомат к горлу не приставишь, рук не подымет…

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗчӗк карап тинӗссем, океансем, тинӗс пырӗсем тӑрӑх пӗр чарӑнса тӑмасӑр кӑвак хумсем ҫийӗн шурӗ, ачасене вара чӑн-чӑн карап Вутлӑ Ҫӗр патӗнче ҫил-тӑвӑлпа кӗрешнӗн туйӑнчӗ.

Уверенно заскользил кораблик по синим волнам, через проливы, моря и океаны, и ребятам казалось, что они видят, как настоящий корабль борется с бурей возле Огненной Земли.

Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Эпир тӗмӗн пысӑкӑш тӗксӗм чулсем ҫинче утса пыратпӑр: вӑл чулсем сивӗнсе хытнӑ чухне ултӑ кӗтеслӗ призма пек пулса ларнӑ, инҫерех темӗн чухлӗ касса татнӑ конуссем евӗрлӗ, ӗлӗк тахҫанах вут ҫирпӗтсе кӑларса тӑнӑ вулкан пырӗсем пулнӑ тусем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Мы ступали по скалам серого базальта, которые при охлаждении приняли форму призм с шестигранными основаниями, вдали виднелись во множестве усеченные конусы, некогда бывшие жерлами огнедышащих гор.

XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗррехинче, вӑл хресченсене часах ирӗке кӑларасси ҫинчен, прогресс ҫинчен калаҫса ывӑлӗн кӑмӑлне уҫса ярасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, нимӗн пулман пек, ҫапла каласа хучӗ: «Ӗнер эпӗ хӳме ҫумӗпе пынӑ чухне хресчен ачисем, мӗнле те пулин авалхи юрӑ вырӑнне, пырӗсем ҫурӑлас пек: «Вӑхӑт ҫитет пулмалла, чӗрере юрату ҫӗкленет», тесе юрлаҫҫӗ — акӑ сана прогресс».

Заговорив однажды по поводу близкого освобождения крестьян, о прогрессе, он надеялся возбудить сочувствие своего сына; но тот равнодушно промолвил: «Вчера я прохожу мимо забора и слышу, здешние крестьянские мальчики, вместо какой-нибудь старой песни горланят: Время верное приходит, сердце чувствует любовь… вот тебе и прогресс».

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Коридорсенче вӗлермелле тунисен хушамачӗсене кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ, юнпа ӳсӗрӗлсе кайнӑ эсэсовецсем хаяррӑн та тискеррӗн ятлаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрма пултарайманнисен, хӑранипе, пырӗсем пӑчӑртанса лараҫҫӗ.

В коридорах выкрикивали фамилии осужденных на смерть; пьяные от крови эсэсовцы свирепо ругались; горло сжималось от ужаса у тех, кто не мог кричать.

«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вӗсем темӗн пекех тӑрӑшсан та, ҫапах вӗсен пырӗсем тула-тула кайрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара кашни хутӗнчех шутсӑр хӑсас килчӗ.

Заливало даже и в горло, несмотря на все старания, и все время подкатывала тошнота.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней