Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку хуҫалӑх — ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраканнисен йышӗнче.
Уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %ab%d3%97/
Хыҫалта пыраканнисен шавне илтет вӑл: финиш патне ҫывхарнӑ самантра хӑшӗ те пулин хӑйӗнчен иртсе кайма пултарасса та пӗлет вӑл.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хуралласа пыраканнисен пушши вӗсен ҫурӑмӗсене, ытти телейсӗрсен ҫурӑмӗсене лекнӗ пекех, час-часах ява-ява илсе йӗрлет.Бичи надсмотрщиков полосовали их спины так же часто, как спины остальных несчастных.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗрехмай хавильдарсем юнани, тыткӑнрисем ҫухӑра-ҫухӑра яни илтӗнсе тӑрать, хыҫалти ретсенчи чурасем малта пыраканнисен юнӗпе шӑварӑннӑ ҫӗр тӑрӑх утаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сывалса пыраканнисен палати, Буньков выртаканскер, хурт вӗлли пек сӗрлесе тӑрать, картла ҫапаҫҫӗ, шахматла выляҫҫӗ, кулӑшла япаласем кала-кала ахӑраҫҫӗ, хаҫатсем чаштӑртатаҫҫӗ, костыльсем тӳклетеҫҫӗ, краватьсем чӗриклетеҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах чӑваш чӗлхине ЮНЕСКО вилсе пыраканнисен шутне кӗртнӗ.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтсе пыраканнисен шутне кӗртнине ӗненмелле мар, ҫакна шута илмелле ҫеҫ терӗ.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
- 1