Поиск
Шырав ĕçĕ:
пымасассӑн (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Варак ӑна каланӑ: эсӗ манпа пырсассӑн — каятӑп; манпа пӗрле пымасассӑн — каймастӑп, [мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле хӑш кун Ангел ярасса пӗлместӗп,] тенӗ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене тата кала: Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е урӑх парне кӳрет пулсассӑн, 9. ӑна Ҫӳлхуҫана кӳме пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне илсе пымасассӑн, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те: 3. Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн, 4. ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 5. ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр; 6. юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ: 7. вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1