Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл салтак пурӑнӑҫӗн каторгӑри пек условисене тӳсеймесӗр тарнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ромаҫ ҫакна ӑнланатчӗ пулмалла та, ман умра хӑйӗн пурӑнӑҫӗн алӑкне чӑн-чӑн этемле, ним пытармасӑр уҫса кӑтартрӗ те — мана тӳрлетрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Пулчӗ», «пулать», «пулнӑччӗ», — тенине итлетӗп те эпӗ, мана ҫак ҫынсем кӗҫӗр хӑйсен пурӑнӑҫӗн юлашки сехечӗсем умне пырса ҫитнӗ пек туйӑнать, — пӗтӗмпех, пурте пулнӑ ӗнтӗ, урӑх нимӗн те пулмасть!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫапах та унӑн пӗтӗм пурӑнӑҫӗ куҫӗ умне шӑвӑнса тухать пулӗ, мӗншӗн тесен, тӑван хула куҫ уйӗнче ҫеҫ те мар, чӗре ҫумӗнче, вӑл хулара ун пурӑнӑҫӗн чи хаклӑ тивӗҫӗ, Совет влаҫӗ уҫса панӑ ырлӑхпа пархатарлӑх…
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кивӗ, патша ҫарӗн офицерӗ пулнӑскер, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗн пысӑк пайне вӑрҫӑра ирттернӗ, ку шутран виҫӗ ҫула яхӑн Совет Российӗшӗн кӗрешсе иртнӗ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Мастерсем харлаттараҫҫӗ, тӗлӗкре йӑнӑшса илеҫҫӗ, тахӑшӗ сӑмахӗсемпе антӑха-антӑха кайса, тӗлӗкре аташса выртать, пулат ҫинчен Давидов хӑй пурӑнӑҫӗн юлашкисене сура-сура кӑларса пӑрахать.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Авланнӑ пулсан, хӑвӑн ӳплӳ патӗнче хуҫа пулса лар, салтак вӑл — хӑй пурӑнӑҫӗн хуҫи мар.Женился — значит, сиди около своей конуры хозяином, а солдат — не хозяин своей жизни.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакӑнта виҫӗ тӑваткал миль талккӑшӗнче авалхи чӗрчунсен пурӑнӑҫӗн историйӗ курӑнса тӑрать, каярах пулса тӑнӑ тӑпрасен стенинче тӗрлӗ чӗрчунсем пурӑннӑ паллӑсем питех те сахал упранса юлнӑ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл никам куҫӗнчен те пӑхмасӑр хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫлесе пурӑнни, унӑн хӑйӗн пурӑнӑҫӗн философине никам та урӑх енне ҫавӑрса яма пултарайманни сисӗнет.
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах Каи-Кумуран хӑтӑлнин хаваслӑхӗ вӗсен пулас пурӑнӑҫӗн телейне кӑтартса тӑрать.Но радость избавления от Каи-Куму заставляла видеть будущее в розовом свете.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Полентовский мучи, итлекенсене хӑйӗн пурӑнӑҫӗн историне каланӑ чухне, хумханмасӑр тӑма пултараймарӗ.Старик Политовский не мог не волноваться, рассказывая слушающим его историю своей жизни:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Матвей Ильич Гизо ҫинчен питӗ чысласа калаҫнӑ, пурне те, кашни ҫыннах эпӗ рутинёрсен, кая юлнӑ бюрократсен шутне кӗместӗп, общество пурӑнӑҫӗн пӗр паха палӑрӑмне те асӑрхамасӑр ирттерместӗп, тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Николай Петровичӑн тӗрӗс пурӑнса ирттернӗ пурӑнӑҫ туйӑмӗ юлнӑ, унӑн куҫӗ умӗнчех ывӑлӗ ӳссе пынӑ; Павел туйӑмӗ пачах урӑхла пулнӑ, — пӗччен хусах, вӑл хӑй пурӑнӑҫӗн пӑтравлӑ ӗнтрӗк хыпнӑ вӑхӑтне — шанчӑк евӗрлӗ пӑшӑрхану, пӑшӑрхану евӗрлӗ шанчӑк пуснӑ вӑхӑтне, ҫамрӑклӑх иртсе ватӑлӑх ҫитмен вӑхӑта ҫитсе тӑнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
32. Иудейсем, хапхаран тухнӑ сӑлансене, вӗсемпе пӗрле пыракан кӑрал тытнӑ ҫара тата йышлӑ халӑх ҫӗкленӗ тусана курсассӑн, хыттӑн кӑшкӑрашнине илтсессӗн, хӑйсен пурӑнӑҫӗн юлашки саманчӗ ҫитрӗ, мӗскӗнленсе кӗтсе тӑни вӗҫленсе килчӗ тесе шухӑшланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ача вӗлерсе чӳк чӳклесе е вӑрттӑн аскӑнса, е асар-писер ӗҫкӗпе иртӗхсе, 24. вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗн тасалӑхне те, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ тасалӑхне те упрамаҫҫӗ, ӗнтӗ пӗри тепӗрне е ултавлӑн вӗлерет, е унӑн арӑмне асӑхтарса мӑшкӑллать.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ этеме вилмешкӗн пултарман, ӑна Хӑйӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫӗн сӑнарне панӑ; 24. анчах шуйттан кӗвӗҫнине пула тӗнчене вилӗм килнӗ, ҫавӑнпа ӑна шуйттан майлӑ ҫынсем тӳсеҫҫӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун пурӑнӑҫӗн ҫулне-йӗрне пӗлессӳ килсессӗн те пӗлсе ҫитереймӗн — унӑн ҫулӗсем вылянчӑк.6. Если бы ты захотел постигнуть стезю жизни ее, то пути ее непостоянны, и ты не узнаешь их.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫулӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ кушӑхнӑ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12. вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1