Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, пирӗн пурнӑҫра халӗ те-ха ҫавӑн йышшисем пуршӑн, хурланса тарӑхтӑр, вӗсене чунтан питлетӗр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ҫук ҫын ҫукшӑн кулянать те, Пур ҫын пуршӑн кулянать; Пирӗн ни пур мар, ни ҫук мар, Пирӗн мӗншӗн кулянас?
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Йӗксӗк лаши темерӗн, чыхма ҫеҫ! — лашине ҫилленсе мар, ятлаҫма йӑли пуршӑн ҫатракланса илчӗ те Макҫӑм, урапа ҫинчен анса, Ҫтаппанпа юнашар утрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫылӑх пуршӑн кӑна кӗл тумаҫҫӗ, Хӗлип.
Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Манӑн вырӑсла кӗнеке пуршӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл ӗнтӗ кунта, вӑрманта, пӗрле разведчикла е индеецла выляма юлташ пуршӑн хӗпӗртесе кайнӑскер, команча йӑхӗсем пек вичкӗнӗн ҫухӑрса, Витьӑн хӑлхине хуплантарса лартма та хатӗрччӗ, анчах хӑйне шаннӑ ӗҫе аса илсе, сассине ҫавӑнтах ҫӑтса ячӗ: Коля кунта, хӑйсен ҫывӑхӗнчех пурӑннине пӗлсен, Витя ун патне иленме пултарать.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӗр илсе кӗнипе хӑпартланнӑ яш-кӗрӗм, Виталий тусӗсем, ун тӑванӗсем тӑрӑх салтак кӗрсе самаях хӗрӗнкӗленнӗскерсем, халӗ тӳпелемех май пуршӑн хӗпӗртесе, сӗтел ҫине тухса ларнӑ эрехе янк та янк анчах пушатрӗҫ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чунӑм, тӑванӑм, тавтапуҫ сана Сережӑшӑн, тӗнчере эсӗ пуршӑн, санӑн куҫусемшӗн, санӑн чӗрӳшӗн — пуриншӗн те, пуриншӗн те тав тӑватӑп.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
- 1