Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапла ӗнтӗ эпир Иудея халӑхӗн ҫӗрӗ халӗ мӗн чухлӗ, ҫавӑн чухлех пултӑр тетпӗр, Самарирен уйӑрса Иудея ҫумне хушнӑ виҫӗ ҫӗр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вӗсенех пултӑр; вӗсенӗн Иерусалимри священникӗсен мӗн пурри пӗтӗмпех хӑйсенех пултӑр, вӗсемшӗн, ӗлӗкхи пек, ҫулсерен патшана тӳлесе тӑмалла ан пултӑр, тырӑ-пулӑран та, йывӑҫ ҫимӗҫӗнчен те, 35. урӑх япаларан та вуннӑмӗш пайне илесси, ытти йышши хырҫӑ пухасси, тӑвар кӳллисемшӗн, хаклӑ парнесемшӗн тӳлев илесси ан пултӑр, халиччен эпир илсе тӑни пӗтӗмпе хӑйсенех пултӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35. ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36. улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗн путекӗр айӑпсӑр пултӑр, така пултӑр, пӗр ҫулхискер пултӑр; вӑл сурӑх путекки е качака путекки пултӑр, 6. вӑл путек сирӗн ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗччен сыхӑ тӑтӑр; вара Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ ӑна каҫпала пустӑр, 7. унӑн юнне илсе, ӑна ҫиме пуҫтарӑннӑ килӗрсенче алӑксен икӗ янахӗпе урлавне сӗрсе тухчӑр; 8. унӑн ашне, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗскере, ҫав каҫах ҫисе яччӑр; ӑна тутлӑлла ҫӑкӑрпа, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 9. ӑна пиҫнӗ-пиҫмен е шывпа пӗҫерсе ан ҫийӗр, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе пуҫӗпе урисене тата ӑшне-чиккине ҫийӗр; 10. ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр, [унӑн шӑммисене ан ватӑр,] унран ирччен мӗн юлнине вутра ҫунтарса ярӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.
Тунӑ кӗллӗм хапӑллӑ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗм вырӑнлӑ пултӑр, тытни-туни ушлӑхлӑ пултӑр!
Кил пуҫӗн кӗлли (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.
Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр; 44. сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пуҫлӑхсем хушшинче ларнӑ чухне аҫупа аннӳне асра тыт: 18. пуҫлӑхсем умӗнче санӑн манӑҫмалла ан пултӑр, хӑнӑхнӑ йӑлапа айванла туса хумалла ан пултӑр, кайран, манӑн ҫуралмалла та пулман тесе, ҫуралнӑ кунна ылханмалла ан пултӑр санӑн.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ Санран икӗ япала ыйтатӑп, хам виличчен эпӗ ыйтнине тивӗҫтерсемччӗ: 8. хӗвӗшӳрен, суя-ултавран хӑтар мана, чухӑнлӑх та, пуянлӑх та ан пар мана — паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар мана: 9. мӑнтӑра тухса, манӑн Сана пӑрахмалла, «Ҫӳлхуҫа кам вӑл?» тесе каламалла ан пултӑр, ҫука юлса, вӑрламалла ан пултӑр, Туррӑмӑн ятне вырӑнсӑр асӑнмалла ан пултӑр.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Амасая, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхне, сывлӑш хупӑрласа илнӗ те, вӑл ҫапла каланӑ: Давид, сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, Иессей ывӑлӗ, эпир санпала; сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, сана пулӑшакансене те тӑнӑҫлӑх пултӑр: сана Турру пулӑшать!
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ; 16. хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ; 17. анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр; 18. пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр; 9. Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Астӑвӑр, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнӑ пек тӑвӑр; сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр; 33. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра ҫӳреме хушнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла пултӑр, сире ырӑ пултӑр, хӑвӑр аллӑра илекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.