Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулаймастӑп (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паркра пулаймастӑп

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пулаймастӑп та.

И никогда им не буду.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ хам кунта пулаймастӑп, ман вырӑна, акӑ, агроном Нагасова юлать.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аттене пӗлместӗп, килте час пулаймастӑп тесех тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ку кунсенче эпӗ килте пулаймастӑп, Сергей, килте ху пӗлсе йӗрке тытса пыр.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сана эпӗ урӑх тӗл пулаймастӑп пуль тесе хурланаттӑм, тӗл пултӑм ҫапах.

А я уж думал, не встречу тебя больше, ан удалось вот свидеться!

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Питӗ шел, эпӗ хам пулаймастӑп.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах ав ҫынсем кӗрешнӗ ҫӗрте пулаймастӑп

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шел те, Эльзи, хамӑн «суясӑрлӑхӑмпа» эпӗ паян саншӑн усӑллӑ хирӗҫлев пулаймастӑп.

— Жаль, Эльзи, что не могу сегодня составить вам выгодный контраст с моей «безыскусственностью».

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хаклӑскерӗм, эпӗ санӑн упӑшку пулаймастӑп.

Я тебе мужем быть не могу, дорогая.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Ялйыш умӗнче, уйрӑмах Ольга Матвеевна умӗнче эпӗ, вӑхӑтлӑха кӑна тесен те, Давида вилӗмрен ҫӑлас вырӑнне пӑрахса хӑпарнӑ ҫын пулаймастӑп.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ ватӑ Сунь, сана ӑшу пиҫиччен пӗҫертмесен, ялти ятлӑ лавҫӑ та пулаймастӑп.

Если не отстегаю тебя как следует, не быть мне, старику Суню, лучшим на деревне возчиком.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Малашне эпӗ ҫапӑҫура пулаймастӑп, ҫапӑҫу хисепӗ ҫак цифрӑсемпе вӗҫленет: пурӗ 330 хут вӗҫевре пулнӑ, 160 хут сывлӑшра ҫапӑҫнӑ, хам пӗччен тӑшманӑн 62 самолетне ӳкернӗ.

А сейчас я закрываю свой боевой счёт, и на нём 330 боевых вылетов, 120 воздушных боёв, 62 лично сбитых самолёта.

1. Савӑнӑҫлӑ Мускавра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Кунта эпӗ хуҫа пулаймастӑп, — терӗ вӑл, аялалла пӑхса.

— Я не имею права распоряжаться в этом саду, — ответила она, потупив глаза.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Мӗншӗн пулаймастӑп?

— Почему — не выйдет?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

«Манӑн урасемпе алӑсене ҫичӗ кун та ҫичӗ ҫӗр мӑка пуртӑпа касӑр. Чӗре юлсан та эпӗ пурпӗрех ҫын пулаймастӑп».

«Бейте мне семь дней и семь ночей тупым топором руки и ноги. Если жив буду, все равно что не человек».

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

Эпӗ Ленина пӗлнӗ ватӑ социал-демократсене, анархистсене, коммунистсене, вырӑс шурӑгвардеецӗсене, Грузи меньшевикӗсене тата Армени дашнакӗсене куртӑм, анчах фашистсемпе вара ниепле те тӗл пулаймастӑп, — ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерет.

Я встречала старых социал-демократов, знавших Ленина, коммунистов, анархистов, русских белогвардейцев, грузинских меньшевиков и армянских дашнаков, но я, к моему великому удивлению, не встречаю только фашистов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Пуриншӗн те лайӑх мар пуль, урӑхла пулаймастӑп, ҫулсем иртсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ, хӗрӗм.

 — Может, и не всем хороша, да на другое обличье не переродишься, года, дочка, уже не те…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ пулаймастӑп

Меня не будет.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тем тесен те, каҫарӑр мана, паллах, ку ыйтура эпӗ сирӗнпе пӗр кӑмӑллӑ пулаймастӑп.

Так что вы извините меня, конечно, но я тут не могу с вами иметь в данном вопросе полную солидарность.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней