Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуканӑма (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ телейсӗр ҫын пулнине тата ҫак айри ҫемҫе пуканӑма эпӗ кирек кама та пама хатӗр иккенне эсир лайӑх пӗлетӗр.

Вы прекрасно знаете, что я несчастный человек и в любую минуту могу уступить кому-нибудь это кресло.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

36. Елам ҫине тӳпен тӑватӑ енчен тӑватӑ ҫил ярӑп та вӗсене ҫав ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вара хӑваласа янӑ Елам ҫыннисем ҫитмен ҫӗршыв та пулмӗ; 37. Елам ҫыннисене хӑйсен тӑшманӗсем умӗнче, хӑйсен чунне шыракансем умӗнче сехӗрленсе тӑмалла тӑвӑп; вӗсем ҫине хӗн-хур, Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, вӗсем хыҫҫӑн пурне те вӗлерсе пӗтеричченех хӗҫ ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; 38. Еламра Эпӗ Хамӑн аслӑ пуканӑма лартӑп, унти патшапа пуҫлӑхсене пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.

36. И наведу на Елам четыре ветра от четырех краев неба и развею их по всем этим ветрам, и не будет народа, к которому не пришли бы изгнанные Еламиты. 37. И поражу Еламитян страхом пред врагами их и пред ищущими души их; и наведу на них бедствие, гнев Мой, говорит Господь, и пошлю вслед их меч, доколе не истреблю их. 38. И поставлю престол Мой в Еламе, и истреблю там царя и князей, говорит Господь.

Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хӑвӑн ӑшӑнта ӗмӗтленеттӗн: «тӳпене улӑхӑп, хамӑн аслӑ пуканӑма Турӑ ҫӑлтӑрӗсенчен те ҫӳлерех лартса хурӑп, ҫурҫӗр хӗрринче, ту ҫинче, йышлӑ турӑ хушшине эпӗ ларӑп; 14. пӗлӗтсен ҫӳллӗшне улӑхӑп, Ҫӳлти Турӑ пекех пулӑп» тееттӗн.

13. А говорил в сердце своем: «взойду на небо, выше звезд Божиих вознесу престол мой и сяду на горе в сонме богов, на краю севера; 14. взойду на высоты облачные, буду подобен Всевышнему».

Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Хула хапхи патне тухсассӑн, уҫӑ вырӑна хамӑн пуканӑма лартсассӑн, 8. яш ачасем мана курсассӑн пытанатчӗҫ, ватӑсем ура ҫине тӑратчӗҫ; 9. ҫулпуҫсем калаҫма хӑяймастчӗҫ, ҫӑварне аллипе хуплатчӗҫ; 10. чаплӑ ҫынсем шӑп пулатчӗҫ, чӗлхи вӗсен ҫӑвар маччине ҫыпӑҫӑнса ларатчӗ.

7. когда я выходил к воротам города и на площади ставил седалище свое, - 8. юноши, увидев меня, прятались, а старцы вставали и стояли; 9. князья удерживались от речи и персты полагали на уста свои; 10. голос знатных умолкал, и язык их прилипал к гортани их.

Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней