Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Патшасемпе ҫемҫереххӗн калаҫма май ҫук-и кӑштах?
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӑсчахсем хальхи Египет ҫыннисем авалхи патшасемпе ним енчен те ҫыхӑнманни пирки пӗтӗмлетӳ тунӑ.Ученые сделали вывод о том, что современные египтяне с древними правителями не имеют ничего общего.
Германи ӑсчахӗсем Египетри мумисем африкансемпе тӑванлӑ маррине тупса палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32902.html
Патшасемпе министрсен шухӑшӗсем тӗрлӗ пулнӑ пирки пуҫланнӑ вӑрҫӑсенче пайтах юн тӑкӑннӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫӗр ҫинчи ытти патшасемпе танлаштарсан, вӗҫекен утрав ҫинче хуҫа пулса пурӑнни Лапута корольне пысӑк правасем парать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑрушлӑх килсе тухсан ҫеҫ, патшасемпе вӗсен тарҫисем сирсе яма пултарайман хӑрушлӑх ҫитсен ҫеҫ, вӗсем ҫинчен аса илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Астрологи суя науки питӗ нумайччен тытӑнса тӑнӑ: пӗр икҫӗр ҫул каярах астрологсем патшасемпе княҫсемшӗн тата ытти паллӑ ҫынсемшӗн малалла мӗн пуласси ҫинчен юмахласа ҫырса панӑ, хӑшпӗр вӗренмен ҫынсем халӗ те ҫав сӳтӗксене — мӗн пуласси ҫинчен калакансене ӗненеҫҫӗ.
Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Чухӑннисемпе пуянсем те, патшасемпе кӑмрӑк чавакансем те, банкирсемпе урам тасатакансем те пурте пӗрре вилмеллех эпир.Мы все умрём — богатые и бедные, цари и углекопы, банкиры и чистильщики улиц.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Патшасемпе корольсен, султансен сачӗсенче нумай-нумай кӗрен чечек тупать вӑл.Находил он во садах царских, королевских и султановых много аленьких цветочков.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Мӗншӗн тесен республика сахал ҫынсен аллине лекнӗренпе патшасемпе тетрархсем, йӑхсемпе халӑхсем вӗсене ҫеҫ хырҫӑ тӳлесе тараҫҫӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Буржуйсене, патшасемпе кайзерсене хирӗҫ кӗрешме хамӑр килелле саланар, вӗсем пире туслӑ пурӑнма ан чӑрмантарччӑр.Пойдем по домам бить своих буржуев, царей и кайзеров, чтобы они не мешали нашей дружбе.
«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Клеёнкӑн хӑю ярӑмӗллӗ хӗррисенчен леш, ӗлӗкрех вилнӗ патшасемпе патша майрисем чинлӑн пӑхаҫҫӗ, шӑп варринчен — патша килӗнчи хисеплӗ хӗрсем, шурӑ шлепке тӑхӑннӑскерсем, тата шӑнасем вараласа пӗтернӗ II-мӗш Николай патша хӑй те теветленсе пӑхса лараҫҫӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Эпӗ патшасемпе паллашса пӑхман-ҫке-ха.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
9. Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн; 10. хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2. хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3. ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах та унччен маларах сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире синагогӑсене, тӗрмене хупа-хупа хӗсӗрлӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире патшасемпе аслӑ пуҫлӑхсем умне илсе кайӗҫ; 13. сире Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫапла вара эпир патшасемпе халӑхсене вӗсем Иудея халӑхне усал ан туччӑр, вӗсене хирӗҫ, вӗсен хулисемпе вӗсен ҫӗршывне хирӗҫ вӑрҫӑ ан вӑрҫчӑр, вӗсемпе вӑрҫакансене ан пулӑшчӑр тесе ҫырса яни вырӑнлӑ пулӗ терӗмӗр.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн чухне Римран Нуминипе унӑн юлташӗсем патшасемпе ҫӗршывсем валли ҫырусем илсе пынӑ, ҫырӑвӗсенче ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: 16. «Левкий — Рим консулӗ — Птоломей патшана савӑнӑҫ сунать.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа, 25. ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2