Поиск
Шырав ĕçĕ:
Укҫа памасан, эсир ыранах тухса таратӑр вӗт…
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хӑвӑр каласа памасан, пирӗн ӑҫтан пурне те пӗлсе пӗтерес-ха?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ӑна кил-йышри вак-тӗвек ӗҫсенчен хӑтармасан, кунран-кун ӳссе пымалли майсем памасан, вӑл искусство ӗҫне пӑрахасси е пултарулӑх тӗлӗшпе кая юласси паллах.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Ҫав тери кирлӗ шухӑш, ӑна чӗрене пымалла, ӑса илмелле каласа памасан, харама каять.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Памасан, халь чун-на кӑларатӑп!
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗрӳшӗ ӑҫта пытаннине каласа памасан Ҫӗпӗре пуҫ ярассипе миҫе хут чӗтретмерӗҫ пуль!
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ну, Калля пичче, паян, клуба пырса, пире ху пурнӑҫу ҫинчен каласа памасан, каҫармастпӑрах, — терӗмӗр эпир пӑртак кулараххӑн.
Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.
Анчах та эпир, амӑшӗсем, вӗсене салтак памасан, пирӗнтен ыйтмасӑрах вӗлерме илсе каякан ача ҫуратма пӑрахсан влаҫ ҫапӑҫаймӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унӑн ҫав тери ачашланас килчӗ, юрӑ юрласа памасан та, амӑшне хӑйне ачашлаттарас килчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Палӑртнӑ ӗҫсем кӑтартусем памасан та пултараҫҫӗ.Запланированные вами дела могут не дать ожидаемых результатов.
27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Ытла та вӑрӑм ҫырнӑ. Чуна пӗтӗмпех уҫса памасан та юратчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ хӑйпе.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Шет, темле Хӗр ҫакланать-ха, ача-пӑча — ватти ӑс памасан — «ватти ҫук та, латти ҫук» тенӗ пек — мӗн пӗлет?..
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ун пек ҫынсене ӗҫ тупса памасан хамӑра намӑс пулас пек туйӑнать.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Хур тукмакӗ памасан ҫавӑнтах татӑлса анать тейӗн ҫав.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кунӗн-ҫӗрӗн амӑшне Чӗкеҫ туйшӑн минкретет; Касаматри ашшӗне Пӗтнӗ, калле килмест, тет; Кӑҫалхи ҫул памасан Килтен тухса тарӑп, тет; Савни — ҫамрӑк утаман, Уйӑрласси пулмӗ, тет…
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анатран е туран кимӗсем курӑнсан — Утрав ҫинче паллӑ тӗтӗм йӑсӑрлансан, Вара виҫӗ ывӑлӗ хайсем пек ушкӑнпа Шур лачака тӑрӑх шӑваҫҫӗ хырӑмпа: Кимӗсем кӑмӑллӑ парнене памасан, Ҫыранпа та ан ут пуҫу хаклӑ пулсан.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Парсан та лайӑх, памасан та макӑрас ҫук.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Унта хӑй ирӗккӗнех каласа памасан, ирӗксӗртен те калаттарӗҫ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Виҫӗ кун хушшинче хӑв ирӗкӳпе илсе килсе памасан, урӑх мерӑсем йышӑнатпӑр терӗҫ.
Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йытти алӑкран кӗме памасан, акӑ, ҫакӑнпа, — Сергей наганне тытса кӑтартрӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.