Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗри-тавралла йывӑҫ тӗмӗсем йӑсӑрланса мӑкӑрланаҫҫӗ, тӗтӗм куҫа ҫиет.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чансем те янӑрама тытӑнаҫҫӗ: чиркӳсенче кадила тӗтӗмӗсем мӑкӑрланаҫҫӗ, пупсем кӗлӗсем ирттереҫҫӗ.Затрезвонили колокола: в церквах кадили ладаном, служили молебны попы.
Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫӳҫӗсем ҫулӑмпа ҫатӑртатаҫҫӗ, тумтирӗсем мӑкӑрланаҫҫӗ, ну тамӑк тейӗн, чӑн-чӑн тамӑк.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Вӗсен трубисем сивӗре пӑспа сывланӑ пекех мӑкӑрланаҫҫӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫунса пӗтекен ялсем мӑкӑрланаҫҫӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Утӑ капанӗсем нӳрӗпе мӑкӑрланаҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тинӗсре инҫетре горизонт патнелле каякан вӑрҫӑ карапӗсем мӑкӑрланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Коршуновсен ҫунса кайнӑ килӗнче ҫаплах-ха кӑмрӑкланса хуралнӑ юпасем чӑтма ҫук йӳҫӗ тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юртан тасалса ҫитнӗ ту-сӑртсем пӑспа мӑкӑрланаҫҫӗ.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кирпӗчленӗ киҫексем йӳҫек тӗтӗм кӑларса мӑкӑрланаҫҫӗ, кӗл айӗнчен вут ҫути хӗмленсе хӑпарать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрманта пушар тухнӑ пекех, рубеж тӑршшӗпех ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илет, усал сӗрӗмлӗ тӗтӗмсем мӑкӑрланаҫҫӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чӑшӑлтатакан трубасенчен хура хӑрӑм куписем мӑкӑрланаҫҫӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1