Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атту пулсан, тен, майне тупаттӑмӑрччӗ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Майне пӗлейместӗп…
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Анук хӗрарӑмсене ним шутламан пек пӑхрӗ те: — Ҫынсен пурнӑҫ майне пӗлеҫҫӗ, сирӗн йышшисем мар. Юмахри пекех, ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре кил хушшинче лаша тулхӑрса ҫӳрет. Тата лашине курасчӗ сирӗн! — терӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунта та майне тупрӗ Михха мучи.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫил майне флюгер тӑрӑх пӗлнӗ.
Эпир хамӑр шкулта ҫанталӑка епле сӑнаса пыни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Кашни вӗренекен патне хӑйӗн майне тупма тӑрӑшнӑ.
Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313
— Майне тупас пулать.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Малтанах аманнӑ куҫӗнчи куҫҫульне асӑрхануллӑн шӑлса илтӗм, вара анчӑка, майне кӳтерсе, пӗтӗмӗшпе ҫума пуҫларӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл профессиллӗ мелпе, майне пӗлсе, лазерпа е ятарлӑ лампӑпа усӑ курса ӗҫлет.
Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/
Полина та пултарнӑ таран ун майне килтерме тӑрӑшрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Майне килтернӗ пекки тусан кабинӑна кӗрсе ларчӗ те машинине тапратса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Майне тупнӑ-ха вӑл, хӗрсен чӗпписене вӑрласа айӑпне пытарасшӑн пулнӑ, намӑссӑр, — унтан та кунтан илтӗнме пуҫларӗҫ сасӑсем.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ял территорийӗсене мӗнпур министерствӑсем тимлӗх уйӑрнине шута илсе ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе пӗрлехи тӗллеве пурнӑҫлама мӗнпур пулӑшу майне синхронизацилемелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче ҫавӑн пекех тахҫанах сӳтсе явакан пулӑшу майне - тин ҫуралнӑ пепкене наци символикиллӗ парне парассине - ӗҫе кӗртмелле тесе шутлатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
— Ҫав майне ҫав, майне.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Япалан майне пӗлме пулать.
Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Майне тупасчӗ сана хӑтарма, пирӗн телейӗмӗр, пирӗн шанчӑкӑмӑр Сююнбике.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Хамӑр темскер майне тупаймарӑмӑр-ха, — терӗ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
Майне шухӑшласа тупрӑмӑр.
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Эс, Елюк, ан кулян, эпир майне тупӑпӑр, — йӑпатрӗ вӑл хӗрарӑма.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.