Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Карттусу … сирӗн, — пуҫа тӑхӑнмаллине, вырӑн-вырӑн ҫуланса ларнӑскере, арӑм икӗ аллипе малалла тӑсса, асӑрхануллӑн, чи хаклӑ, черченке пуянлӑх пек йӑтса пычӗ.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӗлле шакӑрах шӑнса ларнӑскере, ҫуркунне каялла хресченсене валеҫсе панӑ, акма сӗннӗ.Промерзшую за зиму картошку по весне вновь раздавали крестьянам — сажайте!
Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ютран килнӗ ҫын пулсан ҫеҫ, кунти йӑла-йӗркесене пӗлмесӗр ҫаплах чӑркӑшма пӑрахмасан, ҫамрӑк хуҫа ӑна кула-кулах пӗрре ыталаса чӑмӑртать те, сывлайми пулса ларнӑскере, алӑк патне кайса хурать.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Боцман ыйтуллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Стерс мӗн пирки каланине ӑнланса вун пилӗк баллон кӗрекен юман пичкене сарлака ал лапписемпе ярса тытрӗ, Стерс койки патӗнче каҫхи сӗтел пек ларнӑскере алӑк ҫумнех вырнаҫтарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Ермолов пулнӑ, ӑна ӗлӗк Павел патша хӗсӗрленӗ, Петропавловски крепоҫӗнче ларнӑскере, кайран ӑна Кострома кӗпӗрнине «ӗмӗрлӗхех» янӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫавӑн пек мӗкӗрнине итлесе ларнӑ чух эпӗ «Аван ӗҫе», кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑма Наталие, ҫавӑн пек пит кӳренмелле те ҫӑмӑллӑн пӗтсе ларнӑскере, тата ирсӗр элексем ӑшне пулнӑ Королева Маргона аса илтӗм, — манӑн ӗнтӗ аса илмеллисем пурччӗ…
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗпеннипе страницисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑскере шывран туртса кӑлартӑм.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Уй ҫумӗнчи ҫак вырӑнта, хӗҫпӑшалланнӑ ҫарсемпе тулса ларнӑскере тата ирхи хӗвелпе йӑлтӑртатаканскере, вӑрмансемпе, тип ҫырмасемпе, огневой позицисемпе тата салтаксен окопӗсемпе пӗрле халӗ ҫав гигантла трибуна пекех ҫӗр ҫийӗнчен ҫӳлелле ҫӗклесе хунӑн туйӑнать ӑна.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл, пит-куҫне пӗркелентерсе, аллипе сулчӗ те вӑрҫа, начальствӑна, йӳҫсе кайнӑ сухарие, Черчиле, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пурне те вӑрҫа-вӑрҫа, офицерсен япалисене тиенӗ йывӑр урапана, лапра ӑшне кӗрсе ларнӑскере, туртса кӑларасшӑн тӗрмешекен салтаксем патнелле пӑрӑнса кайрӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Лешсем вара артель пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынсенчен пӗрине, нумай пулмасть Поливановкӑна, Председатель кассине куҫса ларнӑскере, малашне тимлӗрех сӑнама сӑмах панӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ватникпе Дарья Семеновна кӗрнекрех те тачкарах курӑнать, анчах хӑй вӑрт-варт кӑна кускалать: хурӑн пуленкинчен хуппине ҫатӑртаттарса сӳсе илчӗ, ӑна пӗтӗрӗнсе ларнӑскере, кӑмакана хучӗ, малтанах хатӗрленӗ сухӑрлӑ турпассене пӑрахрӗ, шӑрпӑк чӑрлаттарчӗ те, вутӑ тӑрӑх ҫулӑм вӗлтӗртетсе кайрӗ; шурӑ кафель ҫине ӑшӑ кӗрен ҫутӑ ӳкрӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӳкнӗ чухне диван айккине хытах ҫапӑннине пӑхмасӑрах ҫӗкленсе ларнӑскере 3-4 хутчен ҫурӑмӗнчен тапать.
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
14. Пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, Ҫӳлхуҫа умӗнче ларнӑскере, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мал енчен — Ахаз тутарнӑ парне вырӑнӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ хушшинчен — куҫарттарнӑ, вӑл ӑна ҫӗнӗ парне вырӑнӗн айккине, ҫурҫӗр енне, ларттарнӑ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1