Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лармаллаччӗ тата пӑртак.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Мӗншӗн ыйтмасӑрах, чармасӑрах лармаллаччӗ унӑн?
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Санӑн Кирук таврӑниччен унтах кӗтсе лармаллаччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӗненнӗ пулсан, ҫӗрӗк турта пек хуҫӑличчен манпа юнашар пырса лармаллаччӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Апла тесен те юнашар лармаллаччӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Виҫ ача амӑшӗн ӗнтӗ те вӗсене пӑхса лармаллаччӗ, те кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлемелле, те упӑшкине пулӑшмалла.И ей доставалось по самое горло: глядеть за детьми, успевать все делать по дому, помогать мужу…
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Пырса калаҫса лармаллаччӗ ӗнтӗ, курманни нумай пулать, анчах кӗҫӗр вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, сакӑр сехетре пухӑва каймалла, — терӗ Ятман кӳрши Уҫӑп старик.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тем тесен те вӑл каҫ Ахтупайпа Северьянӑн ҫырма леш енне сунара каймалла марччӗ, хапхасене питӗрсе килтех лармаллаччӗ е хаклӑрах япаласене пытарса хурса хире тармаллаччӗ.
14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Паян Альпишӗн телейлӗ кун пулмаллаччӗ ӗнтӗ, унӑн каччӑ ҫураҫма пырасса ҫеҫ кӗтсе лармаллаччӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мускавра Илемпин Ленинград пуйӑсӗ ҫине лармаллаччӗ, анчах Эверкки ҫав тери хытӑ хистенине пула, Илемпи кӗске вӑхӑтлӑха та пулин Шупашкара пыма килӗшрӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Самолета лайӑх лартас тесен, лётчикӑн питӗ тӗл анса лармаллаччӗ.От летчика требовалась большая точность, чтобы хорошо посадить самолет.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унӑн Мозырь таврашӗнчи вӑрманта, Мухоеды ялӗ патӗнче анса лармаллаччӗ, унта вара ытти звеносене кӗтсе илме вырӑн шыраса тупса хумаллаччӗ.
Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Санӑн ним шарламасӑр лармаллаччӗ те эпӗ ҫисе тӑранасса кӗтмеллеччӗ.Тебе нужно было тихонько сидеть и ждать, пока я не наемся досыта!
Шакалпа тӗве ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑхӑтне пула ун чухне хӗл лармаллаччӗ, анчах куҫ курнӑ тӗрлӗ тӗссем те, уҫӑ сывлӑш та пирӗншӗн ҫуркунне пек туйӑнчӗ.
«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Эпӗ, тӳсме ҫук пысӑк хуйхӑллӑскер (манӑн ӗнтӗ талӑкра сакӑршар сехет вӗренсе лармаллаччӗ), тин ҫеҫ сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑччӗ — алӑка ячӗшӗн те пулин шаккамасӑр-тумасӑрах вӑл пӳлӗме вирхӗнсе кӗчӗ.
Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫутӑ чухне ҫӗр ҫине анса лармаллаччӗ, мӗнле те пулин ялта ҫӗр каҫмаллаччӗ, анчах Хабаровск ҫывӑхрах — темле ялта ҫӗр каҫни кӳренмелле пек туйӑнчӗ.
Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Сан килте лармаллаччӗ, — терӗм эпӗ, йӗкӗлтесе.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сан аҫун кайса лармаллаччӗ тӗрмене, наркӑмӑш сутса пуйиччен, — тенӗ вӑл ӑна.
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
— Лармаллаччӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
- 1
- 2