Поиск
Шырав ĕçĕ:
Занзибарӑн революциллӗ правительстви кӗнекене упранӑшӑн айӑплав кӗртет — виҫӗ ҫул тӗрмене хупни тата 2500 $ штраф тӳлеттерни; Малайзире — ҫавӑн пекех виҫӗ ҫул тӗрмене хупни тата 7400 $ штраф тӳлеттерни; Индонезире — уйӑхлӑха тӗрмене хупни е штраф.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Пире хирӗҫле хаяртан та хаяр санкцисем йышӑннине, экономикӑра тата информаци тӗлӗшӗнчен пусарнине пӑхмасӑр, Чӑваш Ен пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле кашни ҫыншӑн шутсӑрах кирлӗ ӗҫсемпе проектсене пурнӑҫа кӗртет.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom
Апуҫ ачасене ӳплене тӗртсе кӗртет, умне шӑналӑк карать.
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Тин ҫеҫ тапса тухнӑ мӑйӑхӗпе сухалӗ ӑна хӑй ҫулӗнчен самаях ҫамрӑк сӑн кӗртет.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тухӑҫлӑ ҫӗр пурнӑҫа тӗшӗ кӗртет, хӑтлать.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Унпа пӗрлех тата вӑл тӗрлӗ саккун йышӑнса хӑйӗн пурнӑҫне йӗркене-карта кӗртет.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Арӑму паян ывӑлӑра авлантарать, кин кӗртет.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Вӑй кӑна мар кӗртет, чуна та темле вылянтарса ярать.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Учитель калани халӑха ӳкӗте кӗртет.
Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Уттине те ҫулать, тавӑрса типӗтет, сип-симӗс курӑка ҫак вите тӑррине кӗртет.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫавна пула кӗртет те кӗтӳҫӗ выльӑха, тӑрантӑр тет.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑл сана хӑйсен хушшине илсе кӗртет, паллаштарать, вара, пӗлетӗн-и, епле арҫын суйласа тупма пулать?..»
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пулас форумӑн анлӑ программи, Пушкӑрт Республикипе ҫак регионӑн медиа секторӗн презентацине кӗртнӗ май, нумай мероприятисем кӗртет.
Пушкӑрт журналисчӗсем Сочире хальхи "Пӗтӗм Раҫҫей-2023" журналистика форумне хутшӑнаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... na-3449913
— Вӑл, епле калас, социаллӑ тӗрӗслӗхе пурнӑҫа кӗртет.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл «планран», виҫерен тухнӑ ӗнесене часах хӑваласа кӗртет.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эсир ҫаксене каланӑ вӑхӑтра мошенник сирӗн даннӑйсене банк сайтӗнче кредит илмелли заявкӑна кӗртет.
Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914
20 пин ытла ҫын тата виҫӗ пин ытла строительство организацийӗ республикӑн хӑйне евӗрлӗ архитектура сӑн-сӑпатне йӗркелет, ҫав хушӑрах унӑн историлле уйрӑмлӑхне сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшать; инженери, социаллӑ пурнӑҫ тата транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсене тумалли, ҫурт-йӗр туса лартмалли тата территорисене тирпей-илем кӗртмелли программӑсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртет.
Олег Николаев Строитель кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/13/ole ... stroitelya
Ҫапла, Ҫӗлене ҫиме хӗр пани ҫинчен, анчах тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫын тупӑнса мӗскӗне вилӗмрен ҫӑлни пирки тӗлӗнмелле хайлавсем шутласа кӑлара пуҫланӑ54. Ку йышши мотивсене тутар тӗпчевҫи (акӑлчан ученӑйӗн Ричард Фрей шухӑшӗ ҫине таянса) йышӑннӑ сюжетсен шутне кӗртет.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Каярах, 1960 ҫулта, Н.В. Никольский хӑй архивӗнчи текстсене «Юмахсем» кӗнекене кӗртет, унта 4 паттӑр юмахӗ пичетленнӗ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн ҫул-йӗрӗпе шанчӑклӑн малалла утать, ку чухнехи малта пыракан цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртет тата паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатать.
Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/09/ole ... skoj-pocht