Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Эп ӗнтӗ Василий Борисовича тахҫанах хамӑр пата чӗнсе кӗртесшӗнччӗ, анчах та вӑл ялан ерҫмест… стройки пысӑк, вӑл комсомол комитечӗн секретарӗ», тет.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эпир карчӑкпа иксӗмӗр унта та аяккалла парасшӑн марччӗ ӑна, пӗр-пӗр ӑслӑ ҫын тупса хамӑр пата киле кӗртесшӗнччӗ…
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Брентган хӗрсен хваттерне мӗнле тӗллевпе кайма хатӗрленнине тавҫӑрсан Лей кӑштах шикленчӗ, унта ан кайтӑр тесе кӑсӑкрах вырӑн пуррипе илӗртсе ӳкӗте кӗртесшӗнччӗ, анчах Брентган Лей мӗн каланине ӑнланмарӗпе пӗрех, Брентган икӗ хутчен: «Ҫапла… Паллах… Тӗрӗс калатӑн», — терӗ те Лей патӗнчен хӑрушла сӗлкӗшленсе тухрӗ; халӗ унӑн тӗп-тӗрӗс ҫирӗплетӳ тупмалла.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
— Тахҫан ӗлӗк эпӗ сана илӗртсе моториста кӗртесшӗнччӗ — ӗҫ тухмарӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл унта мечӗке ҫӗр ҫине хучӗ те, ӑна хапхана тапса кӗртесшӗнччӗ, анчах Игорь Грачев ҫавӑнтах мечӗке унран туртса илчӗ те Слава Ведерникова пачӗ, Слава Ведерников — Ваня Пахомова, эпир куҫпа пӑхса илме ӗлкӗриччен мечӗк пирӗн хапха витӗр тухса та кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тытса ӑса кӗртесшӗнччӗ те — тарчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ калани чӑнах та тӗрӗсех ӗнтӗ: парнесем унӑн кӑмӑлне ҫурри таран ҫеҫ ҫавӑрчӗҫ; кӑштах ачашланчӗ вӑл, кӑштах шанакан пулчӗ — ытлашшийӗ нимӗн те ҫук; аптранипе вара Печорин юлашки меслетне ӗҫе кӗртесшӗнччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1