Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрла вӑхӑчӗ кӑнтӑрӑн вутлӑ ӳпкин тулли хӑвачӗпе ҫунать; океанӑн ытарайми юмартлӑхӗ, сенкер йӑлтӑртатӑвӗ яхтӑна хупӑрласах хунӑ; улӑпӑн сапаланса выртакан кӗпе-йӗмне аса илтерекен парӑссем усӑннӑ, вӗсен айӗнче матроссен хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫара ҫурӑмӗсем пӗкӗрӗлнӗ; ҫапакан хумсен шурӑ ҫиппипе касса татнӑн — сылтӑмра ҫыранӑн чул хысакӗллӗ сакӑлти ҫӗкленнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Палламан кӑнтӑрӑн ҫӳлӗ тӳпеллӗ каҫӗ, унӑн ҫывӑхри кӑвасак шӑрши, асамлӑ им-ҫам пек, пуриншӗн те сиплӗ: кӑнтӑрлахи тавлашусем манӑҫа юлаҫҫӗ, хӗрӳ туйӑмсем пусӑрӑнаҫҫӗ, пурте пӗрне пӗри ҫывӑхланаҫҫӗ, шанаҫҫӗ…
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑрҫӑ Черныша ӑнсӑртран пулакан, яланхи пек мар шӑплӑхпа, кӑнтӑрӑн вӗри тӗлӗрӗвӗпе, ҫеҫенхирти ырра систермен ҫынсӑр ҫулсемпе кӗтсе илчӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл кӑпӑш та кӗмӗл тӗслӗ, инҫетре-инҫетре кӑнтӑрӑн сенкер шевлипе пӗрлӗшсе кайнӑ та; ҫӑлтӑрсен ылтӑн тӗррине те хуплайман, ҫӳхе, хускалми ҫурхах пӗлӗтсен чӗнтӗрне тӗкӗр ҫинчи пек ҫутатса, тутлӑн-тутлӑн ҫывӑрать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Страницы:
- 1