Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калассинчен (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Э, йӑмӑкӑм, пӑрчӑканӑм, пиччӳ миҫерине те маннӑ-ҫке эсӗ, — тӳррипе калассинчен пӑрӑнчӗ Янтул тум-тир витӗрех хӑйӗн айӑкне хӗр кӑкӑрӗ пусса тӑнине туйса, ҫывӑхрах хӗрӗн чӗтревлӗ тутине курса.

— Э-э, сестренка, трясогузочка моя, ты и позабыла, сколько лет твоему дяде? — ушел от прямого ответа Яндул, чувствуя сквозь одежду упругую грудь девушки, прильнувшей к его боку. А ее губы близко-близко…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӗҫсӗр аптранӑ пулӗ, — тӳрӗ калассинчен пӑрӑнчӗ Ятман.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Козуба вара, ҫынсене сивӗтес мар тесе, хирӗҫ тухса калассинчен сыхланарах тӑчӗ.

И Козуба поостерегся выступить против: еще расхолодишь.

XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— …Эсир, юлташсем, Павӑлпа килӗшетӗр пулсан, эпӗ, командир пулса, отряд кун-ҫулӗшӗн хам ҫине ответлӑх илместӗп, — тенипе Уча хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, Вуксан мӗн те пулин кӳрентермелли калассинчен аран-аран тытӑнса тӑчӗ.

И Вуксан еле-еле сдержался, чтобы не сказать что-нибудь оскорбительное, когда Уча закончил свою речь словами: — …Товарищи, если вы согласны с Павле, я, как командир, не беру на себя ответственность за судьбу отряда.

3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мечӗксем перес ӗҫе Таня сӑмахсем тухса калассинчен нумай начартарах пӗлнӗ, вара, пилӗк мечӗкрен пӗрне кӑна лектерсен, йӗри-тавралла тата хаяртарах, тиркерех пӑхрӗ.

Искусством метания мячей Таня владела много хуже, чем ораторским, и, попав в рот мишени только один раз из пяти, стала смотреть вокруг еще более строго и критически.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Пӗлместӗп, — тӗрӗссине калассинчен пӑрӑнса ответлерӗм эпӗ.

— Не знаю, — уклончиво ответил я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унта палламан ҫын ҫине шанмасӑр пӑхаҫҫӗ, вӑл мӗн калассинчен те, вӑл мӗн каламасӑр хӑварнинчен те малтанах хӑраҫҫӗ.

Там глядят на незнакомого человека недоверчиво и заранее боятся и того, что он скажет, и того, о чем он умолчит.

6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Вӑл эсӗ мӗн калассинчен килӗ.

— Это будет зависеть от того, что ты скажешь, мастер Кассий.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫынсем акӑ районти работниксем ҫинчен: вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗнчен хӑранӑ пирки ҫемйисене урӑх ҫӗре илсе каяҫҫӗ, тесе калассинчен шикленни тата ытлашши сӑпайлӑ пулни ӑна хӑйӗн ҫемйине вӑхӑтра куҫарса яма чарса тӑнӑ.

Задержала ненужная скромность: что скажет народ, увидев, как районные работники, поддавшись панике, увозят от опасности свои семьи.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ун пек сӑмах калассинчен ытла — хирӗҫлемӗ пырса кӗнӗшӗн мӑртӑхнӑ пек те курӑнчӗ-ха вӑл.

Мало того, вид у Шерккея был нахохленный, того гляди бросится в ругачку.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Высоцкипе Прохарченко тавлашни ҫинчен вӑл хавхаланса каласа пачӗ; вӑл самантра улшӑнса кайнинчен тӗлӗннӗ Валентина, сӗтел хушшинчен тӑрса, ӑна ыталаса илессинчен, хӑй унра вӑратакан, анчах вӑл ҫак минутра нимӗн чухлӗ те шутламан туйӑмсем ҫинчен калассинчен аран-аран тытанса тӑчӗ.

Он с увлечением рассказывал о споре Высоцкого и Прохарченко, а Валентина, покоренная его мгновенным преображением, с трудом сдерживала желание встать из-за стола, обнять его, говорить ему о чувствах, которые он будил в ней и о которых сам нимало не помышлял в эту минуту.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пакӑлтатаҫҫӗ… — тӳрӗ калассинчен пӑрӑнчӗ Григорий.

— Разговоры… — уклончиво ответил Григорий.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кун пирки пӗтӗм халӑх кӑна калама пултарать, — хуравларӗ вӑл, тӳррӗн калассинчен пӑрӑнса.

Ответил уклончиво: — Это может сказать лишь весь народ.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ пулассине малтанах калама пӗлместӗп, — тӳррӗн калассинчен пӑрӑнса ответлерӗ Штокман, туса пӗтернӗ ҫӗррине тинкерсе пӑхса.

— Я предсказывать не умею, — уклончиво ответил тот, на вытянутой руке сосредоточенно рассматривая отделанное кольцо.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен пурнӑҫӗ те вӗсен пӗртен пӗр ҫар совечӗ татса калассинчен килнине пит лайӑх ӑнланчӗҫ.

Всякий сознавал, что жизнь его теперь зависит от воли военного совета — этого единственного судьи, приговоры которого не подлежат обжалованию.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней