Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каланӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коммунизма, каҫарӑр та тӳртен каланӑшӑн, юратмастӑп.

Помоги переводом

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Светлана, тӗрӗссине каланӑшӑн ан ҫилен, — юлташне алӑран тытрӗ Маша.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хытӑрах каланӑшӑн, каҫарӑр, мучи.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Дубова сӑвӑ каланӑшӑн пӗрремӗш степеньлӗ диплом пачӗҫ.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран, очерк алҫырӑвне бригадӑри строительсене вуласа панӑ хыҫҫӑн, Аликов ман пата пычӗ те: «Эпӗ вӑл Аликов, тавах сире ман пирки ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн», — терӗ, аллӑма тытса хытӑ чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ан ҫиллен, Мавра инке, тӳрӗ каланӑшӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тӳррӗн каланӑшӑн ан пӑшӑрхан та, эс Илюш пек арҫынна качча тухма шутлани мана килӗшмест.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Тепӗр тесен, манӑн питӗрӗнчӗк чун-чӗрене уҫса кӗме, ӑна айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма пултарнӑ чипер ҫынна «тусӑм» тесе каланӑшӑн ним чухлӗ те ҫылӑх пулас ҫук.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Стурзӑна чунтан курайманшӑн, перекличка вӑхӑтӗнче дормиторта ӑна «сюртучник» тесе мӑшкӑлланӑшӑн, шкул дирекцийӗ пирки тарӑхса «хулари вӑрӑ-хурахсем» тесе каланӑшӑн, Ромышкану хӑйне ӗлӗкрех кӳрентернине йӑлтах манчӗ Доруца.

За ненависть Филиппа к Стурзе, вслед которому он во время перекличек в дормиторе кричал «сюртучник», и за дерзкое прозвище, которым Филипп наградил школьное начальство: «городские мошенники», Доруца предал забвению давнюю свою вражду с Ромышкану.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл сан пирки: Ваньӑна коммунистсем каланине итлеменшӗн, унта вӑрттӑнлӑх ҫинчен пурне те каланӑшӑн партирен кӑларнӑ, тесе лӑпӑртатса ҫӳрерӗ… — вӑл ывӑлӗ ҫине пӑхса илчӗ те пӗр хушӑ нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ.

И говорил людям, будто тебя выгнали из коммунистов, потому что ты не хотел слушаться и не сохранил тайну. Вот за это тебя будто и выгнали… — Она умолкла, испытующе глядя на сына.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, чӑнне каланӑшӑн пӗррелӗхе каҫарӑпӑр сана.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳрӗ каланӑшӑн ҫилленмесни?

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах, ытла тискер хӑтланаҫҫӗ, — терӗ Алттыш та Тукай ун шухӑшне каланӑшӑн савӑнса.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӳрӗ каланӑшӑн каҫар та-ха, эп ӗлӗк турхансӑр, мӑрсасӑр пурӑнма майлӑрах пуль тесе шутлаттӑм.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, апла мар, — хӑй вырӑнсӑр сӑмах каланӑшӑн ӳкӗнсе илчӗ Аниккей.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан икӗ хутчен — пӗрре куҫарса панӑшӑн Тукая, тепре ырӑ сӑмах каланӑшӑн воеводӑсене — пуҫ тайса тав тӑваҫҫӗ те ытлашши шавламасӑр килӗсене саланаҫҫӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана та хӑйне хирӗҫ каланӑшӑн ҫакӑнтах вӗлермелле.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӑл ҫапла каланӑшӑн эпӗ кӑмӑлсӑрланатӑп.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӳррипе каланӑшӑн тавтапуҫ.

— Спасибо за откровенность.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Килсе каланӑшӑн тем пекех, Мултиер пичче.

— Дядя Мульдиер, спасибо тебе за вести.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней