Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ ман пирки мӗн каланин чӗрӗкӗн чӗрӗкне те тӑмастӑп эпӗ, — вӑтанарах тавӑрчӗ Санюк.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Владимир Путин каланин тӗп саманчӗсем:
Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl
Вӑл килте пухура илтнӗ кашни сӑмаха аса илчӗ, Ятман хӑйне хыттӑн каланин сӑлтавне пӗлме тӑрӑшрӗ, ҫапах та ниепле те шухӑш вӗҫне тухаймарӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл шӑплансан — Гезӑн пӗр куҫӗнчен теприне ухмаха ертмелӗх ҫак цифрӑна каланин киленӗҫӗн ҫивӗч хӗлхемӗ вӗҫсе куҫнӑн туйӑнчӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мӗн калас тенӗ, ҫавна йӑлтах каланипе хытах савӑнтӑм, анчах хам мӗн каланин пӗртен-пӗр тӗллевӗ тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ ҫитменлӗхӗсене Дмитрие йышӑнтарасси пулнине, анчах ҫак тӗллев халь, вӑл вӗриленсе кайнӑ минутра, пурнӑҫа кӗме пултараймассине шута илмерӗм.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла тума мана кӑмӑл-туйӑма хуйхатакан музыка хистерӗ пулас, эпӗ вӑлах хам мӗн каланин ӑнланса ҫитмелле мар пайне илтӗнми тӑвасса шантӑм.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иван Иваныч княҫӑн дача пурри ҫинчен каланин сӑлтавӗ ак мӗнре: Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни, хам паян ун патӗнче апатланни ҫинчен каласа кӑтартма лайӑхрах май урӑх тупаймарӑм эпӗ; анчах виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, князь патне хам час-часах кайса ҫӳрени пирки мӗншӗн каланине эпӗ хам та пачах тавҫӑрса илейместӗп; эпӗ Иван Иваныч князь патне пӗрре те кайса курман, кайма та пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра е Неапольте кӑна пурӑнать, ҫитменнине тата ҫакна Нехлюдовсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку пӗрпеклех питре те мар, кӗлеткере те мар, темре уйӑрса илме ҫуккинче: алӑсенче епле утассинче, сасӑ уйрӑмлӑхӗнче тата хӑшпӗр сӑмахсенче Люба ҫиленсе: «ӗмӗрех ямаҫҫӗ» тесе каланӑ чух, ҫак «ӗмӗрех» сӑмаха анне пекех тӑсса ӗмӗрех тесе калать те, мана анне сассине илтнӗн туйӑнать; анчах ҫак пӗрпеклӗх вӑл фортепьяно каланӑ вӑхӑтра тата ҫавӑн чухне мӗнле хӑтланкаланисенче уйрӑмах тӗлӗнмелле: вӑл ҫавӑн пекех кӗпине юсать, листасене ҫавӑн пекех сулахай аллипе ҫиел енчен тытса ҫавӑрса хурать, пассаж вӑрах ӑнӑҫманнипе тарӑхсан ҫавӑн пекех чӑмӑрӗпе клавишӑсене ҫапса, «ах, турӑҫӑм!» тет, ҫавӑн пекех палӑри-палӑрми ҫепӗҫлӗхпе уҫӑмлӑн, Фильдла чаплӑн калать, кунашкал каланин, jeu perlé, текен лайӑх ята илнӗскерӗн, хӳхӗмлӗхне хальхи ҫӗнӗ пьянистсен хӑтланкаларӑш-тӗлӗнтермӗшӗсем те мантарма пултараймаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен иккӗшӗ те пӗр-пӗрине ҫав тери хӑрушӑ япаласем каласа пӗтерчӗҫ, тен вӗсем пӗр пӗрине ятласа каланин ҫӗр пайӗнчен пӗр пайӗ анчах чӑн пулнӑ пулсассӑн та саккун тӑрӑх вӗсене иккӗшне те Ҫӗпӗре пуҫ ямалла пулӗччӗ.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Сӑмах майӗпе вӗсем пӗри каланин ҫумне тепри хушса е ҫирӗплетсе пыраҫҫӗ.В разговорах они взаимно дополняли и подтверждали друг друга.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӑл сӑмахсен пӗрремӗш сыпӑкӗсене хыттӑн калать, ҫавӑн пирки тепӗр чухне каланин шухӑшне ӑнланма йывӑр, анчах калаҫӑвӑн хаяр ритмӗ вӑйлӑланать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унсӑр каланин усси те ҫук.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл каланӑ сӑмахсем пирен пата тӗппииех ҫитеймен, анчах мӗн каланин шухӑшӗ нумай ҫын чӗринче упранса юлнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
- 1