Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫӑмӑл таксипе пассажирсем тата багаж турттарассине пурнӑҫлама ирӗк илмелли формӑна, вӑл вӑйра тӑракан срока, заявлени памалли йӗркене, ирӗк панине памалли тата ирӗк панине ҫӗнӗрен ҫырса хатӗрлемелли йӗркене, ирӗк панине, унӑн дубликатне панӑшӑн тӳлев палӑртмалли йӗркене тата ирӗк панисен реестрне тытса пымалли йӗркене палӑртать;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Арҫын хӗрарӑма хӗрарӑм ирӗк парсан ҫеҫ «эсӗ» теме пултарать Анчах «эсӗ» тесе чӗнме ирӗк ыйтиччен шутласа пӑхмалла, мӗншӗн тесен хӗрарӑм хӑйне «эсӗ» теме ирӗк памасан, ирӗк ыйтнӑ арҫын аванмарланма пултарать.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«5. Тӗп плансен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсен проекчӗсем, территорисен планне тумалли проектсем, территорисен чиккисене палӑртмалли проектсем, территорисене тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен проекчӗсем, ҫирӗплетнӗ ҫав документсенчен пӗрне улшӑнусем кӗртме палӑртакан проектсем, ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе ирӗк илсе условлӑ усӑ курма ирӗк пани ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ирӗк панӑ строительствӑн чи пысӑк параметрӗсенчен пӑрӑнса пулнӑ, капиталлӑ строительство объекчӗсене реконструкцилесси ҫинчен калакан йышӑнусен проекчӗсем, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫуртсем лартма ҫирӗплетнӗ правилӑсем ҫук чухне ҫӗр участокӗсемпе тата капиталлӑ строительство объекчӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ пӗр тӗсе ҫакнашкал усӑ курмалли тепӗр тӗспе улӑштарас ыйтусем пирки халӑх итлевӗсем тата обществӑпа сӳтсе явас ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсене йӗркелемелли тата ирттермелли йӗркене хула строительстви ҫинчен калакан саккунсен положенийӗсене шута илсе муниципалитет пӗрлӗхӗн уставӗпе тата (е) муниципалитет пӗрлӗхӗн представительлӗ органӗн нормативлӑ право акчӗпе палӑртаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №9 от 13 февраля 2018 г.
Вӑл пин те тӑхӑрҫӗр пиллӗкмӗш ҫулта, тупнӑ ирӗке патшапа улпутсем халӑхран пусмӑрласа каялла туртса илсен, хӑйӗн юлташӗсене асӑрхаттарса ҫапла каланӑ: «Халӗ тупнӑ ирӗке ҫухатрӑмӑр, вӑл хамӑр пӗлменнипе пулчӗ, анчах тепре ирӗк тупса тата ӑна та пӗтерсен, вара пире халӑх ӗмӗр каҫармӗ», — тенӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ирӗк… ирӗк… ирӗк…
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Уйрӑмлӑх ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: шкулта вӗсене ирӗксӗр пӗрлештерсе тӑнӑ, кунта вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса тӑван килӗсенчен тарса килнӗ; кунти ҫынсен майӗнчен ӗнтӗ пӑяв ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем унтан хӑтӑлса вилӗм вырӑнне пурӑнӑҫ тупнӑ, чӑн-чӑн ирӗк пурнӑҫа тупнӑ, кунти ҫынсем хӑйсен ырӑ кӑмӑллӑ йӑли тӑрӑх кӗсйисенче пӗр пус укҫана та тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, кунти ҫынсем ку таранччен червонеца ҫеҫ пуянлӑх тесе шутланӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кӗсйисене мӗн те пулин кӑларса ӳкересрен хӑрамасӑрах тавӑрса пӑхма пулать: арендатор-жидсем вӗсене такҫанах пушатнӑ ӗнтӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫашӑн этем пуҫлӑхӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: патшана пӑхӑнӑр, вӑл — чи аслӑ пуҫлӑх; 14. аслӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнӑр, вӗсене патша усал тӑвакансене хаса пама, ырӑ тӑвакансене хаваслантарма ярать, 15. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫавӑн пек: ӑссӑр ҫынсенӗн пӗлмесӗр калаҫакан чӗлхине Вӑл пире ырӑ ӗҫ туса чарма хушнӑ; 16. эпир, ирӗке тухнисем, ирӗк пуррипе усала тӳрре кӑларакан ҫынсем мар, эпир — Турӑ чурисем.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эрхип, — терӗ вӑл, — ирӗк пар мана Ҫӗпӗре кайма, хам ирӗкпе.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Ирӗк паратӑп», — тенӗ Путин, трасса тӑрӑх ҫӳреме ирӗк пама хушса.«Разрешаю», — заявил Путин в ответ на просьбу запустить движение по трассе.
Путин Мускавран пуҫласа Арзамаса ҫитиччен М-12 трасса участокне уҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... -n-3426697
— Анчах… ҫамрӑксем ирӗке юратнине курнӑ та вӗсем, ҫамрӑксене ирӗк пултӑр тесе, кунта куҫса килнӗ, пиччӗшӗ патне.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унашкал сӗмсӗрленме ирӗк памастпӑр, ҫук, ирӗк памастпӑр.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пирӗн ирӗк, патька-патша ирӗкӗ пулӗ малашне!
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хамӑн монарх ирӗкӗпе эпӗ вӗсене хӑйсен тӗнне тытса пурӑнма ирӗк парӑп, пусмӑрҫӑсем туртса илнӗ ҫӗрӗсене тавӑрса парӑп, куланай тӳллемесӗр пурӑнмалла тӑвӑп.
Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайӑк-кӗшӗк пит ирӗк, Унта хуҫа та самай, Патша ҫарӗ те сӳрӗк, — Тӗнче касса ҫӳреме Пит те ирӗк кимсене!
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анкарти хысӗнче ҫавра кӳл — Ҫавӑрӑнса юхма ирӗк ҫук; Арӑм пулсан, ах, ҫут кун, Савӑнса пурӑнма ирӗк ҫук…
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Эс апла калатӑн ав, Патирек, эп вилсен ху ирӗкӳ тетӗн, — упӑшкине хӗрхеннипе хӑйӗн те пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ Эрнепин, — анчах Урасмет ирӗк парас ҫук-ҫке мана, аннӳ кӑларса ярас ҫук.
6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ирӗк тесен — вӗсем ахаль те ирӗкре пурӑнаҫҫӗ!
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ его величествӑран хама Европӑран килекен карапсене чарӑнса тӑма ирӗк панӑ Нагасаки ятлӑ пӗртен-пӗр порта хуралпа ҫитерме ирӗк памашкӑн йӑлӑнса ыйтрӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ирӗке тухсан, эпӗ чи малтан патшалӑхӑн тӗп хулине Мильдендӑна пӑхса тухма ирӗк пама ыйтрӑм.Получив свободу, я прежде всего попросил разрешения осмотреть Мильдендо, столицу государства.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.