Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куна ҫеҫ мар, эп тата Смирнов Мускав ҫывӑхӗнче нимӗҫсен пехота дивизийӗн штабне хуҫисемпе пӗрлех сывлӑша епле ҫӗклени ҫинчен те пӗлӗп; Курск патӗнче пынӑ йывӑр ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче вӑл епле фон Шмидт генерал-полковник патӗнче, нимӗҫсен Иккӗмӗш танк ҫарӗн командующийӗн штабӗнче, «ӗҫлени» ҫинчен, унран хӑй аллипе хӑй наступлени планне илни ҫинчен, Киевран фашистсен войскисем тухса тарнӑ чухнехи пӑтрашу вӑхӑтӗнче епле СС-сен аберштурмбанфюрерне хамӑр пата илсе каҫни ҫинчен, Львовра пӗччен бандеровецсен отрядне аркатса тӑкни ҫинчен, Лежайска илессишӗн пынӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче нимӗҫсем хӑйсем пулӑшнипе тӑшман эшелонне епле сирпӗнтерни ҫинчен, ирӗке кӑларнӑ Лежайскрах вара провокатора пула хӑй епле вилни ҫинчен пӗлӗп…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах атака мӗнле пулса пынине: ротӑсем епле кая тӑрса юлса лӑпчӑнса выртнине, танксем епле мала иртсе кайнине, епле эпир артиллери снарячӗсен хумӗсенчен тӑрса юлса хӳтлӗхе ҫухатнине, епле тӑшманӑн асар-писер вут-ҫулӑм чаршавӗ хам пата ҫывхарса пынине тепӗр хут аса илтӗм те шутларӑм:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тарас калать: пӑхасчӗ санӑн, нимӗҫ, вырӑс «нахалӗ» кунта хӑйне хӑй хуҫа пулнӑ чух епле шуровать тунипе, Петр Лиходид йывӑр мӑлатука епле ҫавӑркаланине, епле хӗрӳллӗх вӗресе тӑнӑ кунта, тарланипе кӗпесем епле исленнӗ…
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ӑна капитан пур енчен те курнӑ: унӑн тумланнӑ тата хӗҫпӑшаланнӑ ҫыннисем кашни хӑй вырӑнӗнче епле лӑпкӑн ҫывӑрнинчен те, кирлӗ пулсан пытанмалли шӑтӑксене епле алтнинчен те, пеме патронсем хатӗрленинчен те, оруди ҫине маскировка тумалли сетка епле тирпейлӗн карса хунинчен те, юлашкинчен — инҫетри ҫуртӑн маччинче каҫхи наводка валли ҫакнӑ фонарь епле лайӑх ҫуннинчен те курнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна разведчиксем вӑрманта мӗнле тупнине те, вӑл Биденкоран епле тарнине те, суккӑр лашана ҫавӑтса разведкӑна епле кайнине те, нимӗҫсем патне епле лекнине те, унтан епле хӑтӑлнине те, пурне те, пӗтӗмпех, компас тата «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар» тесе ҫырнӑ букварь ҫинчен те пӗлнӗ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
11. Астӑвӑр-ха, Турра юрӑхлӑ хурлану сире епле тӑрӑшакан, мӗн тери ӳкӗнекен, епле тарӑхакан, епле хытӑ хӑракан, мӗн тери пӑшӑрханакан, епле хыпса ҫунакан турӗ, айӑпшӑн хаса пама хатӗр ҫынсем турӗ! Ҫав ӗҫре эсир хӑвӑр пур тӗлӗшрен те тасине кӑтартрӑр.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян тата бригадирпа пӗрле епле ӗҫленине курас килет, тӗрӗсрех каласан, Турунов хӑй епле ӗҫленине, бригадӑна епле ертсе пынине сӑнаса тӑрас килет.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чи малтанхи каҫ театра кайсан Зиминцев инженер Аньӑна епле кӗтмен ҫӗртен чуптунине те, ӑна хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен епле хӗрӳллӗн каласа панине те, Аня умӗнче хӑйне епле мӗскӗннӗн тыткаланине те, юлашкинчен Аньӑна Ленинградран урӑх хулана куҫса кайма чӗннине те, — пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗлтӗм эпӗ ҫав каҫхине!
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӗсен шӑпи епле пулӗ-ши, епле пире ӑнланӗҫ-ши, епле пире савӑнӑҫ куҫҫулӗ парнелӗҫ-ши?
«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp
Унӑн пуҫӗнче епле шухӑшсем вӗренине, унӑн чӗринче епле туйӑмсем хумханнине, вӑл халӑха, вырӑс ҫарне ҫӑлӑнӑҫ патне епле ҫулпа илсе каяссине ун чухне никам та пӗлмен.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Манран вӑл пирӗн ӗҫӗн пур кукӑр-макӑрӗсем пирки те ыйтса пӗлме тытӑнчӗ; эпир хамӑр ӗҫе епле ӑнтарма пултарнӑ, пирӗн ҫынсем Ровнӑна мӗнле документсемпе кайса ҫӳреҫҫӗ, большевиксен вӑрттӑн ӗҫлекен вырӑнти организацийӗпе епле ҫыхӑнма май тупнӑ, Новак мӗнле ҫын, унпа пӗрле тӑвакан операцисене эпир епле организацилетпӗр — ҫавсене йӑлтах ыйтать.
Ковпакпа тӗл пулнисем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ах, епле оригиналлӑ, епле революциллӗ-демократиллӗ, епле интереслӗ!Такая оригинальная-оригинальная, ни на что не похожая революционно-демократическая изюминка.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Нимӗнрен ытларах Мускава ҫитсен чи малтан епле ӗҫсем тумалли ҫинчен, епле ыйтусем кӑларса тӑратмалли ҫинчен тата епле пулӑшу илме шанчӑк пурри ҫинчен калаҫатпӑр.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Епле ырӑ вӑл, епле хӗрхенет вӑл, епле пархатарлӑ вӑл, ҫав Сенат!
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чикӗ хӗррине ҫитсен, Громада заставӑра ӗҫе епле планланине, хурал тӑрассине, нарядсен службине епле йӗркеленине, занятисен расписанине мӗнле пурнӑҫласа пынине, хӗҫпӑшала епле тытса тӑнине, салтаксен ҫиттийӗсене лайӑх ҫунипе ҫуманнине, каҫхи апата тутлӑ пӗҫернипе пӗҫерменнине, продуктсене нормӑпа кӑтартнӑ чухлӗ янипе яманнине тӗрӗслерӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ ҫак ула лаша хӳрине епле пӑлтӑртаттарнине, пӗр урине тепӗр урипе перӗнтерсе пынине, ямшӑкӑн лаптаклатса явнӑ чӑпӑркки ун патне епле ҫитнине тата урасем харӑссӑн сикме пуҫланине пӑхрӑм, ҫурӑм ҫинчи кутлӑхпа ун ункисем епле сиккелесе пыни ҫине пӑхма тытӑнтӑм та ҫак кутлӑх хӳре ҫывӑхӗнче кӑпӑкпа витӗничченех ун ҫинчен куҫа илмерӗм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эсӗ — эп куратӑп вӗт — эсӗ хутла лайӑх пӗлетӗн, нумай вуланӑ, эсӗ, ав, шифрлӑ ҫырусем ҫыратӑн, хӑвӑн пирки пӗрмай: «Ах, епле ӑслӑ эпӗ, епле никама та пӑхӑнмастӑп, епле манӑн пур ӗҫсем те хитре пулса тухаҫҫӗ!» тесе шухӑшласа ҫӳретӗн.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир Илюшӑпа иксӗмӗр ҫак тӗкмене епле тытнине, епле юман юпасене вут ҫинче ҫунтарса ӑна сӑмалапа сӗрнине, хытӑ тӗкме йывӑҫҫисене пӑта ҫапнӑ чухне алла епле тата-тата янине аса илтӗм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вара вӑл вӗсем патне ҫирӗппӗн, тытӑнарах тӑрса, воин патне воин ҫырнӑ пек ҫырчӗ, вӑл чи паха ҫынсем тӗрмесемпе виселицӑсем ҫинчен тӑшмансене пичӗсенчен сурса вилни ҫинчен, нимӗҫсем умӗнче хӑравҫӑсем епле упаленни ҫинчен, изменниксем вӑрттӑн ӗҫлекенсене епле тӑшмана тыттарни ҫинчен, халӑх епле чӗнмесӗр тӑни ҫинчен ҫырчӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.