Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хам пуҫӑмпа та, ал-урасемпе те, пит-куҫӑмпа та еху евӗрлӗ пулнипе, анчах ехусем лайӑх мар ӗҫсем тӑвас тӗлӗшпе чее пулсан та, вӗсем чи ухмах выльӑхсенчен те каярах шутланса нимӗнле ӗҫ тумашкӑн та вӗренме пултарайманнипе, ман хуҫан эпӗ мӗнле ҫӗршывран килнипе мана ӑслӑ ӗҫсем тума кам вӗрентни ҫинчен питех те пӗлес килнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак лаша-хуҫа хӑйӗн тарҫисенчен пӗрне, тур лашине, ҫак выльӑхсенчен чи пысӑккине кӑкарнӑ ҫӗртен вӗҫертсе картишне илсе тухма хушрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах эпӗ малалла темиҫе утӑм та каяймарӑм, ҫак йӗрӗнмелле выльӑхсенчен сасартӑк пӗри ман умма сиксе тухрӗ.Но не успел я сделать и нескольких шагов, как встретил одно из этих омерзительных животных.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав «характерлӑ» минутсенче Тита хытӑ лекнӗ, — улпут ӑна хӗненӗ те, улпут арӑмӗ патне янӑ: «кай, ӑна хӑвӑн пит-куҫна кӑтарт та, ухмахсене ак мӗнле вӗрентеҫҫӗ, выльӑхсенчен епле ҫын тӑваҫҫӗ, тесе кала», тенӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑраса ӳкнӗ папуассем мӑйракаллӑ выльӑхсенчен пӑрӑнчӗҫ.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӑй кӗтесӗнче хӑй пек выльӑхсенчен уйрӑм пурӑннӑ вӑл, ҫынсене курманпа пӗрех, унӑн пурнӑҫӗнче савӑнӑҫлӑхӑн пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫӗ Катюшка пулнӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1