Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй каланӑ тӑрӑх, куракана унта ҫӳле ахалех хӑпарма сӗнекен ултава Леннон сиснӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ, ҫӳле хӑпарсан чӑн та «Аха» тесе ҫырнине вуласан савӑнсах кайнӑ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Юлашкинчен, Тиллин элчел ҫинчен хунӑ юррине вуласан, кӑштах чун хурланать: ҫын ҫуралать, ҫуралсан — пурӑнать, пурӑнать те, ӗҫлет, ӗҫлет те, вӑхӑчӗ ҫитсен — куҫӗ хупӑнать, тетӗн.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Юрӑсене вуласан, малтан Тиллин ача чухнехи сӑнарӗ курӑнса каять.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
«Тилли юррисене» вуласан, куҫ умне чӑваш чӗлхин хӑвачӗ тухса тӑрать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пулӑ ҫитереҫҫӗ тенине вуласан, шыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ иккен тесе, савӑнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аптранӑ енне хута сӗтел ҫине кӑларса хучӗ, якатма хӑтланчӗ, виҫӗ хут вуласан кукша пуҫне хыҫма пуҫларӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
В. Бурнаевский произведенийӗсене вуласан, унӑн чӗлхи мӗнлереххи ҫинчен те калама пулать.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Ҫак йӗркесене вуласан, пирӗн ума граждан вӑрҫи геройӗн сӑнӗ тухса тӑрать.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Ҫакна эпӗ халӗ, В. Бурнаевский очеркне вуласан, тепӗр хут асилтӗм.
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Вуласан паллӑ пулӗ, — мӑкӑртатса илчӗ те лампа ҫиппине ытларах кӑларчӗ, лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ Тимуш.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ара, «нит» сӑмах вӑрӑмлатса вуласан Никифор Ильич Таранов тенине пӗлтерет-ҫке.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах савӑнӑҫӗ унӑн нумая пымарӗ — калава ҫурри таран вуласан хӑйхискер самантрах вӗриленсе кайрӗ, диван ҫинче лараканскер, ҫамки ҫине шӑрҫаланнӑ тар пӗрчисене аллипе шӑлса типӗтсе ури ҫине сиксе тӑчӗ, журнала урайнелле вӑркӑнтарчӗ:
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫак йӗркесене вуласан, эпӗ пукан ҫинчен сиксе тӑтӑм та пӳртрен тухса тартӑм.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Дневнике малалла вуласан, эпир хамӑрах ҫакна ӑнланатпӑр.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Унта мӗн ҫырнине вуласан вӗриленсе, тарласа кайрӑм: облаҫри хаҫат мана ӗҫе илесшӗн иккен, ҫавӑн пирки малтанласа калаҫса пӑхма редактор хӑй патне чӗнет.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Колхоз председателӗ, мӑн хырӑмлӑ патмар арҫын, ҫырӑва вуласан тарӑхса кайрӗ, йӑшӑл-йӑшӑл хускалса пукана ишӗлтерес пек чӗриклеттерчӗ, ҫине тӑрсах Сардимирова хӳтӗлерӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫырусене вуласан Ульяна тарӑхса кайрӗ:
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Д. Исаев ҫырӑвӗсен хӑш-пӗр вырӑнӗсене вуласан, куҫҫуль тухать; ҫав вӑхӑтрах унӑн оптимизмне, ҫирӗплӗхне куратӑн та: Исаев — эсӗ паттӑр ҫын, чӑн-чӑн коммунист пулнӑ! тетен.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
— Ҫак листовкӑна ҫыпӑҫтарса килсен, ӑна Вилли Драйц хӑй вуласан, Вирнайнена аслашшӗсем патне ӑсатаҫҫех, — тесе ӑнлантарчӗ вӗсене Кузьма Васильч ҫул ҫине ӑсатнӑ чух.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ҫӑнӑх пурри пур та, Варуҫсӑр пама пултараймастӑп, — терӗ Туння аппа, ман аппа ҫырӑвне вуласан.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.