Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вуланипе чӗре лӑпланаймарӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Мана, ача чух ҫерҫие те чулпа персе курманскере, вӑрҫӑ тени (кӗнекесем вуланипе, киносем курнипе) темӗнле романтикӑллӑ япала пек туйӑнатчӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Ашшӗ, ҫывӑх ҫынни ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн кӑранташпа васкаса ҫырнӑ, вӑхӑт иртнӗ май сарӑхса, тӑтӑшах тытса вуланипе ҫуркаланса пӗтнӗ ҫырусӑр пуҫне унран нимӗн те юлман вӗт.
Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.
— Империнче, эпӗ вуланипе е илтнипе пӗлетӗп, — ҫӗр утмӑл тӗрлӗ халӑх, — мӑкӑртатрӗ Доррен, хӑй каллех ҫывӑхри йывӑҫ туратне хуҫса илчӗ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫак хула ҫинчен мӗн вуланипе илтнисене аса илетӗп.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ аҫа ҫуринче «Аван ӗҫӗн», хам нихҫан та манас ҫук ҫынӑн пек енсене шыраса тупма пуҫларӑм, ҫав ҫынна тата Королевӑна эпӗ хама кӗнекесем чи лайӑххи мӗн параҫҫӗ, ҫавӑнпа пуринпе те хитрелетсе хураттӑм, хамӑн чи тасине, вуланипе ҫуралса тухнӑ мӗнпур фантазисене эпӗ вӗсене парса тӑраттӑм.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кӗнекесем вуланипе пирӗн патӑрта ҫуркуннехи пекех, шалти рамӑсене кӑларсан, пирвайхи хут чӳречесем уҫса янӑ пекех пулса тӑчӗ, — терӗ пӗрре Ситанов.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун чӗлхи, ҫав тери тӗрӗс те хитрелетсе хуни-мӗнӗ ҫукскер, малтан мана темле лайӑх мар пекле тӗлӗнтерсе ячӗ, анчах хытса каланӑ сӑмахсем, ҫирӗппӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ фразӑсем чӗрене ҫав тери лайӑх пырса вырнаҫатчӗҫ, акробат-тӑвансен драми ҫинчен ҫав тери ӗненмелле каласа кӑтартатчӗҫ те ҫав кӗнекене килленсе вуланипе ман алӑсем чӗтретчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ тем пысӑкӑш томӑн страницисене уҫнӑ чухне хӑйӑвӑн хӗрлӗ пуҫӗ сӳнсе ларма хӑтланса мӑльт-мӑльт туса илетчӗ, хӑйӑвӗ кашни минутрах шӑршӑ кӗрекен, шӑраннӑ шӗвек ӑшнелле ана-ана каятчӗ, тӗтӗмӗ куҫа ҫиетчӗ, анчах эпӗ иллюстрацисене пит савӑнса пӑхнипе тата вӗсем ҫинчен ӑнлантарса ҫырнисене киленсе вуланипе ҫав кӑлтӑксем пурте таҫта кайса ҫухалатчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вуланипе эпӗ йӑлтах манса кайнӑ: параднӑй крыльцара шӑнкӑрав сассине илтсен те, ҫавна кам, мӗн тума шӑнкӑртаттарнине турех тӑнласа илеймерӗм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепрехинче, вилӗм мана кашни сехетре, кашни минутра кӗтнине сасартӑк аса илтӗм те, паянхи кун ырлӑхӗпе усӑ куракан тата малашнехи ҫинчен шутламан этем кӑна телейлӗ пулма пултарать, текен шухӑш патне пырса тухрӑм, ҫакна ҫынсем епле халиччен те ӑнланманнине ниепле тавҫӑраймарӑм, — вара ҫав шухӑша пула, виҫӗ кун хушши уроксене вӗренмерӗм, юлашки укҫапа туяннӑ мӗнле те пулин романа вырӑн ҫинче выртса вуланипе тата ҫӑка хӑвӑлӗн пылӗпе пӗҫернӗ пӗремӗксем ҫисе реххетлентӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑҫан та пулин кам та пулин… каммине кам пӗлет… ҫакна пӗтӗмпех литература вуланипе хӑй вӑхӑтӗнчи питӗ вӑйлӑ ҫара хирӗҫле вӑрҫӑпа фанатикла тухнӑ ӑрӑвӑн романтики, тейӗ…
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ унӑн ҫыруне вуланипе вуламаннине, ӑна хирӗҫ мӗн тӑвассине пӗлес килни, яланхи пек мар калаҫупа интересленни, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалани, курнӑҫланма хӑтланни — ҫаксем пурте эпӗ кӳрентернине пула пӑчланчӗҫ, таҫта пӗрхӗнсе тухса кайнӑ пек пулчӗҫ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ну, манӑн эсӗ вуланипе вуламаннине тӗрӗслес пулать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ҫак вӑрҫӑ мӗншӗн пынине те вӗсем пӗлнӗ, шикленнӗ, интересленнӗ, тӑрӑшсах радио итленӗ, карттӑ умне пухӑна-пухӑна тӑнӑ, вуланипе илтнисем ҫинчен сӳтсе явнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫаксене вуланипе вӑл пурне те ӑнланма пултарнине, вӗсене ҫывӑх та лайӑх пӗлсе тӑнине ӗненесшӗн пулнӑ.Читая их она хотелось верить, что он все это понимал, знал их близко и хорошо.
Ҫулпуҫ сӑмахӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Зина тахҫанах уроксем хатӗрлесе ларать, Тёма хӑйне кирлӗ тетрадьне ҫаплах ниҫта та тупаймасть-ха: Шӑллӗпе аппӑшӗ яланах пӗчӗк пӳлӗмре, амӑшӗн куҫӗ умӗнче вӗренсе лараҫҫӗ, амӑшӗ вара, вӑл хушӑра, вӗсенчен аяккарах кресла пукан ҫине кайса ларса мӗн те пулин вуланипе вӑхӑтне кӗскетет.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Петя хӑйӗн ответне Пушкинӑн «Няне» ятлӑ сӑввине вуланипе пӗтерчӗ:
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Дежурнӑй кӗлӗ кӗнекине ҫав тери хӑвӑрт вуланипе иклетме пуҫланӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Панталеоне Джемма вуланипе килӗшменнине пӗлтереймесӗр чӑтса тӑраймарӗ.Панталеоне не утерпел, чтобы не выразить своего неудовольствия по поводу Джеммина чтения.
VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
- 1
- 2