Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

апачӗпе (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Плита ҫинче унӑн апачӗпе ҫатӑртатса ларакан ҫатмана ярса илтӗм те урайне ҫавӑрса ҫапрӑм.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тибет апачӗпе ҫыхӑну пур, сӑмахран, унта лапшапа хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ нумай, тӗслӗхрен, тхукпа (лапшапе пӗҫернӗ яшка), чоумеин, тхантхук, фактху тата гьятхук.

Она имеет много общего с тибетской кухней, в частности, в ней преобладают блюда на основе лапши, такие как тхукпа (суп из лапши), чоумеин, тхантхук, фактху и гьятхук.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Леопард питӗ вӑйлӑ, ярса тытнӑ апата вӑл пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине улӑхтарать, капла вӑл, никам та чӑрмантарман чухне, хӑйӗн апачӗпе киленме пултарать.

Леопард очень силен и без труда может затащить добычу на дерево, где никто не помешает ему насладиться трапезой.

«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251

Хаҫат пур вӑхӑтра та чун апачӗпе пулӑшнине пӗлетпӗр ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

— Хула апачӗпе эп пур пӗрех тӑранаймастӑп.

— Городская еда меня накормить не может.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ара» апачӗпе — кунне пӗр турилкке маис шӳрпипе — пурӑнаймӗ вӑйпитти арҫын, — кайма тӑчӗ Федоров.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб пуҫарнӑ.

Министерство образования и молодежной политики Чувашии инициировало флешмоб «В Новый год с чувашским блюдом».

«Ҫӗнӗ ҫула – чӑваш апачӗпе» флешмоб иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30574.html

Ҫав вӑхӑтрах тата хӑйне майлӑ тӳпе айӗнчи уҫӑ музейре туристсене, район ҫыннисене чӑваш апачӗпе те сӑйлӗҫ.

Помоги переводом

Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Начальство салтаксен апачӗпе тасалӑхшӑн пӗрре те тӑрӑшман.

Начальство почти не заботилось о чистоте и о солдатской пище.

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

Унӑн апачӗпе мӗн тумалла-ха? — тесе ыйтрӗ ватӑ кухарка.

А обед? — спросила старая служанка.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тыткӑнрисене Каи-Куму хӑйсен апачӗпе ҫӗтерме хушрӗ.

Каи-Куму приказал накормить пленников их собственной провизией.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Студент апачӗпе пурӑнса йӑвашланнӑ ӳт-пӳ кӑна вӑхӑтсӑр ан чӑхӑмлатӑрччӗ.

Только бы не сдал отощавший на студенческих харчах организм.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Эсӗ сеялка хыҫҫӑн та утатӑн, плугсене те майлаштаратӑн, калча апачӗпе те иккӗмӗш эрне аппаланатӑн, пӗрре эпӗ витере лашасене тасатнине те куртӑм.

Ты и за сеялкой ходишь, и плуги налаживаешь, и с этой подкормкой вторую неделю возишься, а то раз я видела тебя, как ты на конюшне скребницей коней чистил.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сурхурине йӗркелекенсем хӑнасене Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ календаре парнеленӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн наци апачӗпе — какай шӳрпипе тата ытти ӗҫме-ҫимепе сӑйланӑ.

Организаторы дарили гостям календарь к столетию Чувашской автономии, угощали гостей национальным блюдом — мясным супом «Какай шӳрпи», фруктами, пивом, чаем.

Чӑвашсем Сурхури чыслӑн уявланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24049.html

Апачӗпе эрехне ҫӑткаласа яма та аран кӑна ӗлкӗркелетӗп.

Едва успеешь пожрать и водки выпить.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Хысна апачӗпе самӑрланмарӑн-и?..

— Поправился ты на казенных харчах…

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӗнтӗ, ырӑ ҫынсен апачӗпе самайланса ҫитнӗскер, урама чупса тухрӑм, ӑҫта ҫавӑн пек хаяррӑн авӑтнине, мӗскер ухлатнине пӗлесшӗн пултӑм.

А я, уже оправившаяся на харчах у добрых людей, бегу на улицу, чтобы узнать, где это так гремит и ухает.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗркелӳҫӗсем килнисене йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйланӑ: тӗрлӗ тӗслӗ мӑйӑрпа, чӑваш халӑх апачӗпе Шӳрпепе, ялти чӑваш сӑрипе, вӗри чейпе, улма-ҫырлапа.

Организаторы потчевали участников традиционными угощениями: орехами разных видов, национальным мясным супом Шӳрпе, чувашским деревенским пивом, горячим чаем, фруктами.

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫра» чӑваш уявне Сурхурине уявланӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/20965.html

Нимӗҫ пӑрҫи /бобы/ белок апачӗпе туллин тивӗҫтерме пултарать.

Помоги переводом

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Чӑваш халӑх апачӗпе пурне те хӑналарӗҫ.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней