Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче аса илӳ пуҫланчӗ те кун тӑршшӗпех тӑсӑлчӗ — тӑхтавсемпе: ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апат хушшинче, ӗҫре, уҫӑлса ҫӳренӗ тапхӑрта.

Однажды начались воспоминания и продолжались, с перерывами, целый день, за завтраком, обедом, прогулкой, между завтраком и обедом и между работой и прогулкой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Апат эрехӗсене (ним хушмасӑр йӳҫӗтнӗ иҫӗм эрехӗ) апат хушшинче ӗҫме юрать, ҫавӑн пекех чаплӑ апатсен вӑхӑтӗнче тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫе ҫинӗ чухне ӗҫеҫҫӗ; апат эрехӗсене чейпе пӗрле те параҫҫӗ.

Их пьют за обеденным столом с различными блюдами, подают столовые вина и к чаю; для поддержания сил больного используются вермуты, портвейны и некоторые другие сорта красных вин.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Моряксем ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат, ҫур кӑнтӑрла апачӗ тата каҫхи апат ҫиетчӗҫ.

Моряки завтракали и обедали, полдничали и ужинали.

Ирхипе кӑнтӑрлахи апат // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Ирхи апат ҫисен эпир пит хаваслӑ кӑмӑлпа манӑн кимӗ ҫине лартӑмӑр та юханшыв леш енне пулӑ тытма кайрӑмӑр, кӑнтӑрла ҫиме апат-ҫимӗҫ хамӑрпа пӗрлех илсе кайрӑмӑр; вӑхӑта пит аван ирттертӗмӗр вара, сулла пырса пӑхрӑмӑр, вӑл тӗрӗс-тӗкелех ларать, киле каҫхи апат тӗлне тин таврӑнтӑмӑр; пӑхатпӑр та — пурте хӑраса ӳкнӗ, шуйханчӑк, анкӑ-минкӗсем пек ҫӳреҫҫӗ; пире каҫхи апат ҫисенех ҫывӑрма выртӑр теҫҫӗ, мӗншӗнне каламаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫыру пирки те пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ; пире кирлӗ те мар-ха вӑл, хамӑрах вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр; Салли аппа пире пусма тӑрӑх хӑпартса ярса хӑй каялла кайсанах, эпир йӑпӑшт ҫеҫ нӳхрепе чӑмрӑмӑр, унти шкапран йӑпӑр-япӑр ыранхи кӑнтӑр апачӗ валли тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме илтӗмӗр те хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫывӑрма выртрӑмӑр, вунпӗр сехет ҫурӑра каллех тӑтӑмӑр.

После завтрака мы, в самом отличном настроении, взяли мой челнок и поехали за реку ловить рыбу, и обед с собой захватили; очень хорошо провели время, осмотрели плот, нашли, что он в полном порядке, и домой вернулись поздно, к самому ужину; смотрим — все ходят такие перепуганные, встревоженные, что совсем ничего не соображают; нам велели, как только мы поужинаем, в ту же минуту идти спать, а почему — не сказали, и про новое письмо — ни слова; да мы и не нуждались, потому что и так все знали не хуже ихнего; а как только мы поднялись на лестницу и тетя Салли повернулась к нам спиной, мы сейчас же юркнули в погреб, к шкафу, нагрузились провизией на целый обед, перенесли все это к себе в комнату и легли, а около половины двенадцатого опять встали.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл ывӑлӗпе пӗрле сӗтел хушшине ирхи апата кӗрсе ларсан (те ирхи апат пулчӗ ӗнтӗ уншӑн, те кӑнтӑр апачӗ) пурне те куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнса майӗпен кӑна ҫапла ыйтрӗ:

Помоги переводом

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Выльӑх-чӗрлӗх тытма ансатах мар, унта сахал ҫынпа ӗҫлес шутпа хуҫалӑхра апат валеҫекен тата хутӑш апат тӑвакан оборудовани, выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлекен комбайн та туяннӑ.

Помоги переводом

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Пӗчӗк ачана ӳкӗтленӗ пек ӳкӗтлесе, йӑпатса апат ҫитеретчӗҫ: «Вӑт, маттур, апат ҫимесен вӑй пулмасть, чире ҫӗнтерейместӗн. Апат ҫисен тухтӑр килет те киле ярать».

Помоги переводом

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

— Пӑхсамӑр, Санди, ҫиес е ӗҫес килсен ак ҫапла: шнура пӗр хутчен туртсан — стенара вырнаҫтарнӑ лифтпа ирхи апат хӑпарать; икӗ хутчен — кӑнтӑрлахи апат, виҫӗ хутчен — каҫхи апат; чей, эрех, кофе, пирус — кирек хӑш вӑхӑтра та; ҫак телефонпа усӑ курмалла.

 — Смотрите, Санди, как вам будет удобно есть и пить: если вы потянете шнур один раз, — по лифту, устроенному в стене, поднимется завтрак; два раза — обед, три раза — ужин; чай, вино, кофе, папиросы вы можете получить когда угодно, пользуясь этим телефоном.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл манран: упӑте ытамӗнче выртнӑ чухне пуҫна мӗнле шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, упӑте хӑналанӑ апат тата вӑл апат ҫитернӗ май кӑмӑла епле кайрӗ, ҫурт ҫинчи уҫӑ сывлӑш апат ытларах анакан турӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Он спрашивал, какие мысли мне приходили в голову, когда я был в лапах обезьяны, как мне понравились ее кушанья и манера угощать, как повлиял на мой аппетит свежий воздух на крыше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пысӑк маршсем тунӑ пирки, таттисӗр бивуаксем туса ҫав тери ывӑнса ҫитнипе вӗсем аран-аран сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ, хӑшпӗр чухне вӗсене талӑкӗ-талӑкӗпе апатсӑр кайма тивет, мӗншӗн тесен апат пӗҫерме тӑрсанах тӑшман хӑваласа ҫитет те, хуранри апата та кӑларса тӑкмалла пулать.

Утомленные усиленными маршами и беспрестанными бивуаками, они едва влекутся, проводя иногда по суткам без пищи, потому что, когда начинают варить ее, бывают настигаемы неприятелем и выбрасывают пищу из котлов.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Талӑк иртнине апат ҫинӗ тӑрӑх кӑна хисеплесе пыма май пулнӑ; анчах каҫхи апат ирхи апатран нимӗнпе те уйрӑлманнипе, Бауман кун шутне хисеплеме те пӑрахнӑ.

Отсчитывать сутки можно было только по еде; но поскольку ужин не отличался ничем от утренней трапезы, гнетущей была монотонность дней, и Бауман бросил считать их.

XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Таганка тӗрминчи пурнӑҫ ҫинчен вӑл Баумана пит те йӗркеллӗ, уҫҫӑн каласа пачӗ: хӑҫан вӗри шыв параҫҫӗ, хӑҫан уҫӑлма илсе тухаҫҫӗ, хӑҫан апат ҫитереҫҫӗ, ытти тӗрмесенчи апатпа танлаштарсан, кунта апат лайӑхрах параҫҫӗ, уйрӑмах французсен тӗрмисенчен; сӑмахран, пӑтӑ кашни кунах ҫуллӑ пулать, — ҫавсем ҫинчен вӑл тӗплӗнех каласа пачӗ.

Очень толково и ясно ввел он Баумана в курс таганской жизни: когда дают кипяток, когда прогулка, обед, и насколько обед лучше по сравнению с другими тюрьмами, особенно французскими; каша, например, каждый день с салом.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Суйлавччен малтан дворянсене кӑнтӑрлахи апат ҫитермелле, суйлавсем иртсен — каҫхи апат тата бал тумалла: апатпа бал ирттерес ӗҫе унсӑр пуҫне никам та лайӑх тӑвас ҫук: тӳрех калас пулать — ку вӑл унӑн юратнӑ ӗҫӗ, турӑ панӑ тивлет темелле.

До начала выборов надо накормить дворян обедом, а после выборов — ждут ужин и бал: никто, кроме нее, не лучше в подготовке бала и ужина; надо прямо сказать, — это ее любимое дело, почти божественная благодать.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тепринче ӑна амӑшӗ пит сайра-хутра пӗҫерекен апат ҫитерӗп-ха тенӗ, «сивви» тенӗ вӑл ӑна, ҫав апат тӳсе тунӑ апатран та тутлӑрах пулмалла пулнӑ.

Тогда же мать рассказала ему об одном диковинном кушанье и пообещала когда-нибудь приготовить его; кушанье называлось «плавучий остров». «Это будет получше заварного крема», — сказала мать.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Хуҫа мана апат ҫиме кунне пилӗк пус парса тӑратчӗ; вӑл ҫитместчӗ, эпӗ пӑртак выҫӑрах ҫӳреттӗм; ҫавна кура рабочисем мана хӑйсемпе пӗрле ирхи апат та каҫхи апат ҫиме чӗнетчӗҫ, хӑш чухне тата подрядчикӗсем те мана трактире чей ӗҫме чӗнетчӗҫ.

Хозяин выдавал мне на хлеб пятачок в день; этого не хватало, я немножко голодал; видя это, рабочие приглашали меня завтракать и поужинать с ними, а иногда и подрядчики звали меня в трактир чай пить.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат тата каҫхи апат ҫинӗ чухне те ҫав темӑна сӳтсе-явнӑ.

Эта тема обсуждалась везде и всюду — за завтраком, обедом или ужином.

XXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Ну юрӗ, Бенедикт мистер; термитсем йӑвара хӑйсен апатне хӑварнӑ пулсан, эпир хамӑр та апат илсе килни ҫинчен аса илер те каҫхи апат тӑвар.

— Ну ладно, мистер Бенедикт; если термиты оставили в муравейнике свои запасы продовольствия, вспомним, что мы принесли свои запасы, и займемся ужином.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кун пек чухне ҫакна та шута илмелле: лартса панӑ апата ҫименни тиркенӗ пек туйӑнма пултарать, апат юлашки нумай пулни савӑт-сапана ҫума кансӗрлет, хатӗрленӗ апата усӑсӑр тӑкаклани пулать.

Во-первых, для того, чтобы не оставлять впечатление, что пища была невкусной; во-вторых, обильные остатки затрудняют сбор и мытье посуды; в-третьих, это перевод пищи.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чаплӑ апат вӑхӑтӗнче хӑнасем ларакан зала тарҫӑсем апата юланутпа илсе кӗнӗ, кӑкшӑмла тирӗксене лаша ҫинчен анмасӑрах хӑнасене тыттарнӑ, апат юлашкисене залрах йытӑсене пӑрахса ҫитернӗ.

Во время торжественных застолиц пажи въезжали верхом на лошадях в зал и подавали гостям миски и кувшины прямо с седла, а остатки бросали собакам.

8. Сӗтел хушшинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ку апат, Исланди апачӗ мар, Дани апачӗ анчах, вӑл нимӗнпех те чаплӑ пулмасан та, пирӗн кил хуҫи Дани ҫыннинчен ытла Исланди ҫынни пулнипе, авалхи йӑлапа пире чи мала хурса хӑна турӗ.

Обед был скорее датский, чем исландский, и сам по себе не представлял ничего замечательного, но наш хозяин, более исландец, чем датчанин, напомнил мне о древнем гостеприимстве: гость был первым лицом в доме.

X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней