Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Патшасен (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи паллӑ кӗнекисенчен пӗри — патшасен кун-ҫулне официаллӑ майпа ҫутатакан Сара Брэдфордӑн «The Reluctant King: The Life and Reign of George VI, 1895-1952» ятлӑ кӗнеке.

Одна из самых известных книг «The Reluctant King: The Life and Reign of George VI, 1895-1952» официального королевского биографа Сары Брэдфорд.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

1918 ҫулхи ҫуркунне пуҫламӑшӗнче Патшасен сывлӑш ҫар вӑйӗсен тинӗс авиацине хӗсмете тӑнӑ.

В начале весны 1918 года начал служить в морской авиации Королевских военно-воздушных сил.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Пулас патша Осборнра вӗреннӗ, Дортмутри патшасен тинӗс ҫар училищинче пӗлӳ илнӗ.

Будущий король получил образование в Осборне, учился в Королевском военно-морском училище в Дортмуте.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Тӗнчере тӗрлӗ корольсен, патшасен, хансен, полководецсен, фараонсен мавзолейӗсемпе пирамидисем сахал мар, вӗсен архитектури те пуян, анчах вӗсен умӗнче нихӑҫан та черет пулса курман, нумай ҫынсем вӗсен ӑшӗнче камӑн ӳчӗ выртнине те пӗлмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Ҫакна та пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ: вырӑс патшинчен хан ятне илсе, аслӑ князь «шӑллӗ» пулса Хусана килнӗ чухне ҫав тери хаваслӑ вӑл, вӗҫӗмсӗр шӳт тума юратать, хан ятне ҫухатса Мускава патшасен хӳттине каялла таврӑннӑ чухне нӑйкӑш этем кӑна, аллах ҫак ҫут тӗнчере хӑйне телей паманшӑн тулашса та пӑшӑрханса пыракан мӗскӗн ҫын.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Патшасен йӑлине тытса пымастчӗ сан аҫу; ку таранччен никам та ун пек хӑтланман: пирӗн ҫынсем Мускава пырсан аҫу вӗсене вӗлеретчӗ.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сторож Семен стена ҫинчен патшасен портречӗсене иличченех кӑшкӑрашу чарӑнмарӗ.

Визг и крики не умолкали до тех пор, пока сторож Семен не снял царские портреты.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Патшасен тӑванлӑхӗ мӗн чухлӗ ҫывӑхрах, ҫавӑн чухлӗ вӗсем пӗрне-пӗри хытӑрах курайми пулаҫҫӗ.

И чем ближе это родство, тем сильнее они ненавидят друг друга.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунти ҫынсем пурте патшасен еркӗнӗсем мӗн-мӗн каласа панисене часах манса каяҫҫӗ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ.

Все жалуются, что фавориты государей страдают короткой и слабой памятью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунсӑр пуҫне тата эпӗ патшасен ҫуртӗнче калама тӗлсӗр тесе шутланакан ахаль халӑх чӗлхинчи сӑмахсене каларӑм, — вӗсене эпӗ фермер ҫемйинче час-часах илтнӗччӗ.

Кроме того, я употребил несколько неуместных при дворе простонародных выражений, которые часто слышал в семье фермера.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лилипути ҫӗрне лекиччен эпӗ, чухӑн та сӑпӑ ҫын, нихҫан та патшасен ҫуртӗнче пулса курман.

До того как я попал в Лилипутию, мне, скромному и бедному человеку, никогда не случалось бывать при королевских дворах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн чухне тин эпӗ министрсем тата патшасен таврашӗнчи пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланса иле пуҫларӑм.

Тут-то я впервые — хотя еще смутно — начал понимать, что такое министры и придворная жизнь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, Лилипутин хӑватлӑран хӑватлӑ императорӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхне савӑнтарса тата хӑрушлӑх кӳрсе тӑраканӗ, пилӗк пин блестрег (йӗри-тавра вуник миля яхӑн) йышӑнса ҫӗр чӑмӑрӗ хӗррине ҫитех сарӑлса выртакан ҫӗре тытса тӑраканӗ; монархсен монархӗ, этем ывӑлӗсенчен чи асли, урипе ҫӗр кӑвапи ҫине пусса, пуҫӗпе хӗвеле тӗкӗнтерсе тӑракан, аллине пӗрре сулнипе ҫӗр ҫинчи патшасен чӗркуҫҫине тӑр-тӑр чӗтретсе тӑракан; ҫур кунӗ пек кӑмӑллӑскер, ҫу кунӗ пек ырлӑхлӑскер, кӗр кунӗ пек иксӗлми пурлӑхлӑскер, хӗл кунӗ пек хаярскер.

«Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, могущественнейший император Лилнпутии, отрада и ужас вселенной, чьи владения, занимая пять тысяч блестрегов (около двенадцати миль в окружности), распространяются до крайних пределов земного шара; монарх над монархами, величайший из сынов человеческих, ногами своими упирающийся в центр земли, а головой касающийся солнца, при одном мановении которого трясутся колени у земных царей; приятный, как весна, благодетельный, как лето, обильный, как осень, и суровый, как зима.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Магеллан Филиппин утравӗсенчи вак-тӗвек патшасен хушшинчи хирӗҫӗве ҫыхланнӑ, утрав ҫыннисене вӑл Европа хӗҫпӑшалӗн вӑйне кӑтартасшӑн пулнӑ; тимӗр тумтир тӑхӑннӑ утмӑл салтакпа вӑл Матан утравне аннӑ, ухӑпа та сӑнӑпа кӑна хӗҫпӑшалланнӑ йышлӑ утрав халӑхне хирӗҫ ҫапӑҫу хускатса янӑ.

Магеллан вмешался в раздоры мелких царьков на Филиппинских островах: он хотел показать им могущество европейского оружия. С шестью десятками воинов, закованных в латы, Магеллан выступил против тысячи туземцев острова Матан, вооруженных только луками и копьями.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Эпӗ калатӑп: вӗҫмелли аппарат пӗр-пӗр илемлӗ кун Царское селори Александровски дворец тӗлӗнче, патшасен ҫурчӗсем тӗлӗнче ярӑнса ҫӳре, тетӗп, вара вӑл миллиард бацилл тултарнӑ колбӑсене ҫӳлтен пӑрахӗ…

Я говорю, что летательный аппарат в какой-нибудь прекрасный день будет кружить над Александровским дворцом в Царском Селе, и он сбросит сверху колбы с миллиардом бацилл…

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хӑвӑрах лайӑх шутлӑр-ха ӗнтӗ: Арсентий Петрович ӗлӗк мӗншӗн хулӑ пӗтӗрнӗ ҫӗрте ӗҫленӗ мӗншӗн вӑл аллисене хӑпартса кӑларнӑ, ӑна, ыйхӑпа суптӑрканӑскере, ыраш пучахӗсем питрен мӗншӗн ҫапа-ҫапа илнӗ, мӗншӗн тата халӗ Леня Голиков авалхи патшасен керменӗсене ирӗклӗнех кӗрсе курма пултарать?

Подумайте как следует сами, почему Арсентий Петрович работал прутомятом, набивал кровяные мозоли, почему его сонного хлестали ржаные колосья, а Голиков Леня в таком же возрасте ходит запросто в бывший царский дворец, почему?

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Леня вырӑнне Саша та, Ваня та кайма пултарнӑ, — патшасен авалхи керменне сирӗнтен кашниех, никамран шикленмесӗр, кӗрсе курма пултарать.

Вместо Лени мог поехать и Саша, и Ваня — любой из вас; они бы так же свободно зашли в царский дворец.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Директор гимнази советне пухнӑ та Дурова пӗр сӑмахсӑрах «закон божипе экзамен тунӑ вӑхӑтра патшасен портречӗсем умӗнчех хӑйне тӑрлавсӑр тытнӑшӑн» гимназирен кӑларнӑ.

Директор созвал совет гимназии и без лишних слов исключил Дурова из гимназии «за бестолковое поведение при портретах царей во время экзамена по закону божию».

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Курия — Римра патшасен вӑхӑтӗнчен пуҫласа пур патрицисем те разрядсене, е курисем ҫине пайланнӑ; кашни вунӑ ӑру пӗр курия пулнӑ.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Король кортежӗ ҫийӗн ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ, унран та ҫӳлерех вӑрӑм шӗвӗр патак тӑрринче Муани-Лунга ҫӗнтернӗ кӳршӗри патшасен пуҫ купташкисем шуррӑн курӑнаҫҫӗ.

Над королевским кортежем развевались знамена и флажки, а еще выше на остриях пик белели черепа нескольких соседних негритянских царьков, которых Муани-Лунга победил.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней