Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑшӗ мӗнле кӑмпине вӑл вӗсене рюкзакрах ал пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе, сӗртӗнкелесе пӗлчӗ: ку ӑвӑс, ку, нӳлекленни, хурӑн, ку ҫерем кӑмпи, ку сарӑ кӑмпа, ку хура кӑрӑҫ, ку, йӑпӑлкки, ут тути…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗрентмен пулсан, фронтра та эсир: «Ку вӑрҫа хутшӑнмасть, ку хутшӑнать, ку кирлӗ, ку кирлӗ мар, ку мана килӗшет, ку мана килӗшмест», — тесе калама пултаратӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ак ку карт – наянлӑха пӗлтерет, ку – ухмахлӑха, ку – лӳпперлӗхе, ку – сӳтӗклӗхе, ку…Вот эта карта показывает бестолковость, эта – дурость, эта – лень, эта – легкомысленность, эта…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
24. Е тата камӑн та пулин ӳт-тирӗ вутпа пиҫсе кайсассӑн, пиҫни тӳрленнӗ вырӑна хӗрлӗрех е шурӑ пӑнчӑ тухсассӑн, 25. священник пӑнчӑ ҫинчи ҫӑмӗ шуралнине курсассӑн, суранӗ тир айне кайнӑ пулсассӑн, ку вара тилҫе чирӗ, вӑл ӳт пиҫнӗ вырӑнта чӗрӗлсе кайнӑ; священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 26. священник суран ҫинчи ҫӑмӗ шуралманнине, суранӗ те тир айне кайманнине, ҫитменнине тата суранӗ кӑшт ҫеҫ палӑрнине курсассӑн, священник ӑна ҫичӗ куна хупса лартӗ; 27. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те пӑнчӑ ӳт-тир тӑрӑх питӗ сарӑлса пырать пулсассӑн, священник ҫав ҫынна таса мар тейӗ: ку — тилҫе суранӗ; 28. суран пӑнчи хӑй вырӑнӗнчех юлсассӑн, ӳт-тир тӑрӑх сарӑлмасть, ҫитменнине тата палӑрсах каймасть пулсассӑн, ку пӗҫертнипе пулнӑ шыҫӑ; священник ҫав ҫынна таса тейӗ, мӗншӗн тесессӗн ку пӗҫертнипе ҫеҫ пиҫӗхсе тӑрать.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ку анне, кооперативра ӗҫлет, паха сортлӑ тырӑ ӳстерекен участокра вӑй хурать, ку — Наташа, ку — Коля, ку — Алина, чи кӗҫӗнни.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ку мӑйӑхсем ҫапла илемлӗ пулччӑр тесе, вӗсен хуҫисем хӑйсен ӗмӗрӗн чи лайӑх пайне панӑ, — ҫӗрӗпе те кунӗпе мӑйӑхӗсем ҫинчен ҫеҫ шутланӑ; ку мӑйӑхсене ытарма ҫук духисемпе ароматсем сапнӑ, ҫав тери хаклӑ тӑракан тата питӗ сайра тӗл пулакан помадӑсемпе якатнӑ; ку мӑйӑхсене ҫывӑрма выртас умӗн веленевӑй текен ҫӳхе хутсемпе чӗркенӗ; ку мӑйӑхсене хуҫисем чунтан юратаҫҫӗ, хирӗҫ пулакансем вӗсем ҫине ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кунта ӑшӑ пӗтӗм кӑкӑра кӗрсе тулать: ку вара фантази хускатса янӑ чӗре таппи кӑна мар, ҫук, вӑл вӑхӑтра пӗтӗм кӑкӑра уҫӑ, ҫӑмӑл пек туйӑнать; ку вӑл этем сывласа пурӑнакан атмосфера улшӑннӑ чухнехи пек, сывлӑш чылай таса пек, унта кислород питӗ нумайланса кайнӑ пек туйӑнать; ку вӑл хӗвеллӗ ӑшӑ кунта пулакан туйӑм евӗрлӗ, ку вӑл хӗвел питӗнче хӗртӗннӗ чухнехи туйӑм пек; анчах пысӑк уйрӑмлӑх пур, вӑл — сулхӑнпа ӑшӑ нервсенче хӑйсенче аталанни, нервсем хӑйсен пулӑшакан элеменчӗсемпе вӗсен ачашлакан вӑйӗсене пӗр салатмасӑр йышӑнни».
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшӗ картишнелле тухкаласа кӗнӗ чухне, тултан уҫӑ сывлӑш ҫӗклеме йӑтӑна-йӑтӑна кӗнӗ, кантӑк евӗр ҫӳхе лӑрла витӗннӗ кӳлленчӗксен шӑрши пулнӑ ку; ҫӳхе пӑрпа сапӑннӑ тӑпра муклашкисен шӑрши пулнӑ ку; пахчасенчи ӗнерхи кӑвайтсенчен кӗрекен йывӑр та йӗпе, шап-шурӑ кӗл шӑрши пулнӑ ку; ҫуркуннене йӗпенсе тӗссӗрленнӗ, апла пулин те, ура айӗнче хыттӑн шатӑртатса пыракан пӗлтӗрхи ӳкнӗ ҫулҫӑ шӑрши пулнӑ ку.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
17. Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ.17. И убоялся и сказал: как страшно сие место! это не иное что, как дом Божий, это врата небесные.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ку тӑвар, ку котелок, кусем — кашӑксем, ак ку акӑ — эрех.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл тӳррӗн те хӑюллӑн калаҫнӑ: ку сӑвӑсенче пуринче те суялӑх нумай, вӗсенче чун, чӑн-чӑн этем чунӗ ҫук, вӗсене редакторсем ҫине пӑха-пӑха илсе ҫырнӑ, анчах лешсене те ку сӑвӑсем килӗшмеҫҫӗ-ха, ку сӑвӑсене вӗсем те хӑйсенчен ҫӳлтерех тӑракансем ҫине пӑха-пӑха пичетлеҫҫӗ, тенӗ.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ку — чех гарнитурӗ, ку — румын гарнитурӗ, ку — поляк гарнитурӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Акӑ, ме, ку сана ман юратушӑн, ку мана айванлатнӑшӑн, ку — Тамарӑшӑн, — чалт та чалт ҫупа-ҫупа ячӗ Сима Ларисӑна.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ку типӗтнӗ пӑши (лось) какайӗ, ку, шетникри, тӑварланӑ ӗне ашӗ; ку шӑрттанне сурӑх ашӗнчен, ыттисене ӗне ашӗнчен тунӑ терӗ.Тут была и вяленая лосятина, и засоленная говядина, шыртаны из баранины и говядины…
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑль ку савӑнӑҫ кулӑшла, анчах ун чухне мӑнкуна чӑн-чӑн праҫник тесе шутланӑ вӗт-ха, калӑм кунӗ вара тап-таса пуртенккепе вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сыратӑн, анне кӗсъене пӗр-икӗ ывӑҫ хӗвелҫаврӑнӑш ярса парать (ӑна, хаклӑ япала евӗр, арчарах тытатчӗҫ), ку кун тата анне кӑмакана лартнӑ вир пӑтти ҫитеретчӗ (ку ӗнтӗ чӑнах та Маринесен килӗнче ҫеҫ мар, ялти нумай ҫемьере ҫулталӑкне темиҫе ҫеҫ тутанса пӑхмалли апат шутланнӑ).
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку тӑрӑхра пурӑнакан пин ытла халӑхран тата туристсенчен укҫа сӑптӑрас тесе вӗсем ҫак ҫула икке пайланӑ: Конёво–Вознесенски (ку ӗнтӗ А215 ҫултан Афанасовски енне каякан пайӗ) тата Афанасовски–Першлахта–Анатри Устье (ку кӗпер тепӗр енчи пайӗ; Анатри Устье чи инҫетри ял) ҫине.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
«А! Ах, турӑҫӑм, санӑн ирӗк!» тесе хыттӑн каласа пычӗ Калиныч эпӗ каласа панӑ хушӑра; Хорь нимӗн те чӗнмест, ҫӑра куҫхаршисене вылятать, хутран-ситрен ҫеҫ: «Ку пирӗн патӑмӑрта килӗшмен пулӗччӗ, ку вӑт лайӑх — ку йӗркелех», текелесе ҫеҫ сӑмах хушкалать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Мана ҫӗнӗ тум тӑвӑр, ҫаврӑнкалама та чӑрмантарать, ҫапах та эпӗ ӑна пуринчен те пытартӑм, питӗ майлӑ ку мана, ытах ку тумӑн мӗнле те пулин ҫитменлӗх пур тесен, ку вӑл — кӑштах шалпартарах пулни, терӗм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.