Поиск
Шырав ĕçĕ:
Типӗ ҫӗрпе нӳрӗ сакӑрвунӑ миль каймалла, кунне вуншар миль кайсан, лӑпах сакӑр куна ҫитет.Оно равнялось восьмидесяти сухопутным милям, или восьми дневным переходам, по десяти миль каждый.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак кунтан пуҫласа «Дункан» Клайд заливӗнчен тухса кайнӑ куна ҫитиччен мӗн-мӗн пулса иртнисене Паганель пурне те аван пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа вӑл вӗсем ҫинчен тусӗсене пӗр турткаланмасӑр каласа парать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӑна парти кандидатне илес кун ҫывхарса килет, ҫав кун ҫывхарса килет, ҫав куна Тая питӗ тӑрӑшса хатӗрленет.Близился день приема ее в кандидаты партии, Тая готовилась к нему с большим волнением.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун куҫ умӗнче хӑйӗн пӗтӗм пурӑнӑҫӗ, мӗн ачаран пуҫласа юлашки куна ҫитиччен пурӑнни иртсе пырать.Перед его глазами пробежала вся его жизнь, с детства и до последних дней.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах куна тума ҫӑмӑлах мар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Куна паянах тума пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӑҫта ирттерес тетӗр-ха паянхи куна? — ыйтрӗ унтан Бажанова, алӑ панӑ хушӑра.Где же вы проведете сегодняшний день? — спросила Родкина, подавая ему руку.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Куна Файло юлташӗсенчен пӗри, Файлӑпа пӗр шая килекен Грибов ыйтрӗ.Это спрашивал Грибов, один из приятелей Файло, человек под стать ему.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче ҫак куна ҫитиччен мӗн-мӗн купаланса пынине каласа пӗтерес ҫуккине вӑл тин сисрӗ.Только теперь почувствовал, что не передать ему всего накопленного жизнью.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Дубава куна Панкратов каланине пӗлчӗ, анчах вӑл ун енне ҫаврӑнмарӗ, тутине ыраттармаллах ҫыртрӗ те пуҫне чикрӗ.Дубава узнал его голос, но даже не обернулся, только больно закусил губу и опустил голову.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Эпӗ куна хамшӑн тата Димкӑшӑн пӑртак калатӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эпӗ гимназист каланисене аса илсе тата тем япала хушса хутӑм, куна илтсен, пӗтӗм комисси ахӑлтатса кулса ячӗ.Тут я еще кое-что прибавил со слов гимназиста, от чего вся комиссия в хохот.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Мӗн вара эпир, анне, уйӑрӑлас куна кичемлететпӗр капла?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Манӑн упӑшкам куна тӳрлетме илес те ҫук, мӗншӗн тесен майӗ те ҫук, эпӗ сана луччӗ уруна амантасран кивӗ калуш илсе килсе парӑп, пирӗн килте ӑпӑр-тапӑрсем хушшинче выртса ҫӳрекенни пурччӗ пулас.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Куна эпир паҫӑрах илтрӗмӗр, — терӗ слесарь тӑрӑхласа, ҫав хушӑрах кукша пуҫ ҫине сиввӗн пӑхса.— Это мы уже слыхали, — язвительно хмыкнул слесарь, кольнув лысого враждебным взглядом.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Паян ӑна, ҫил пек ҫӳренӗшӗн, никам та икӗ куна арестлесе лартас ҫук.Никому в голову не придет припаять ему две ночи ареста за сумасшедшие виражи.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Мӗнле ӑнланас куна? — тӗлӗнсе ыйтрӗ унран Жаркий.— Как это все понимать надо? — с удивлением спросил ее Жаркий.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Яхтӑна юсас ӗҫ те, тен тата пӗр-икӗ куна тӑсӑлнӑ пулӗ?Может быть ремонт яхты требовал ещё одного-двух дней пребывания в доке?
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван килӗшсен, ҫамрӑк ҫынсем паянхи куна темӗн чухлӗ савӑнӑҫсемпе ирттермелле программӑна хӑнасене пӑхса тухма пачӗҫ, ӑна вара пурте хӗпӗртесех йышӑнчӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫак телейлӗ куна асӑнмалӑх кунта вӗсем Австралин ялавне ҫӗклерӗҫ, экспедицине ертсе пыраканӑн инициалӗсене йывӑҫ ҫинче касса ҫырчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.