Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куна (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ ывӑлӗшӗн нихҫан манмалла мар куна чысласа, унӑн ӑна чаплӑн паллӑ тӑвас килнӗ.

Обоим хотелось как-то по-особенному отметить незабываемый для старшего сына день.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

2) муниципалитет служащийӗ ыйтнӑ тӑрӑх ӑна ыйтса ҫырнине илни ҫинчен калакан расписка е ыйтса ҫырнине илнӗ куна тата унӑн регистраци номерне кӑтартнӑ ыйтса ҫырнин копине парать;

2) по требованию муниципального служащего выдает ему расписку в получении ходатайства либо копию указанного ходатайства с указанием даты его получения и регистрационного номера;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи муниципалитет служби ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №70 от 21 сентября 2020 г.

— Пӗр куна та ҫын пек пурӑнса ирттерес пулать, ҫавӑнпа ҫын та эсӗ, вӑрманта пурӑнакан тискер кайӑк мар, — ответлерӗ Яков.

— Хоть день прожить, так надо по-человечески, на то ты и есть человек, а не зверь лесной, — отвечал Яков.

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫак чаплӑ куна паллӑ туса, Сашӑна ашшӗ тепӗр кунне вӗлле парнелерӗ.

На другой день в память о столь значительном событии отец подарил Саше улей с пчелами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫӗнӗ вельветка тата чӗриклетекен ботинка тӑхӑннӑ Саша та хӑй ҫуралнӑ куна паллӑ тунӑ чухнехи пек хӗпӗртесе ҫӳрерӗ.

Саша в новой синей вельветовой курточке и скрипучих ботинках тоже выглядел именинником.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ваҫҫук ӗнерхи куна аса илчӗ те никам та вӑратманнинчен, васкатманнинчен тӗлӗнчӗ.

Васек вспомнил вчерашний день и удивился, что никто их не будит, не торопит.

19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ну, ун вырӑнне ватлӑх куна лайӑх пурӑнса ирттерӗпӗр.

Ну, зато на старости поживем.

13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Куна эсӗ, Трубачев, хыҫала хӑвар.

— Это ты на конец прибереги, Трубачев!

3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫак куна вӗсем пурте сехӗрленсе ирттернӗ.

День прошел в страшном ожидании.

Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.

«Пирӗнтен ҫак куна кам пурӑнса ирттерӗ?» — тесе шухӑшлатӑп эпӗ.

«Кто из нас переживет этот день?» — думаю я.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вӑл тӑхӑр куна пынӑ.

Она продолжалась девять дней.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Ҫапӑҫу икӗ куна пынӑ.

Бой продолжается два дня.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Лешсем пӗр ҫирӗм куна яхӑн шыва кӗмесӗр пурӑнаҫҫӗ — ишме пӗлмеҫҫӗ.

А детеныши дней двадцать совсем не входят в воду: они еще и плавать не умеют.

Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.

Ҫуралнӑ куна уявлакан ҫын ӑна пӗр кун малтан илме пултартӑр.

По возможности накануне вечером.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫуралнӑ куна паллӑ туни ачасене ҫын ҫинче хӑйсене тӗрӗс тытма вӗрентет.

Празднование дня рождения учит детей правильно вести себя в обществе.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫемьере шкул ачи ҫук пулсан, ҫуралнӑ куна уявланӑ ҫӗре ачасемпе кӑмӑлтан выляма, пӗлекен палланӑ арҫын ачана е хӗрачана чӗнмелле.

Если в семье нет такого школьника, нужно пригласить знакомую девочку или мальчика, которые с удовольствием занялись бы с детьми.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ, ача миҫе ҫулта, ҫавӑн чухлӗ ҫурта лартаҫҫӗ, вӗсене ҫуралнӑ куна уявлакан ача хӑй вӗрсе сӳнтерме пултарать.

Накрывают стол, зажигают свечи и потом их разрешают задуть самому герою дня.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр праҫниксене (сӑмахран, Ҫӗнӗ ҫула, Май уявне т. ыт. те) пая кӗрсе пухӑнса ирттерме юрать пулсан, ҫуралнӑ куна вара кашнин хӑй шучӗпе ирттермелле.

Если некоторые вечера (например, встречу Нового года, майские праздники и т. д. ) можно отмечать вскладчину, то расходы по празднованию дня рождения несет сам виновник торжества.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫуралнӑ куна килте кӑна та е юлташсемпе, пӗлӗшсемпе те ирттерме юрать.

День рождения празднуется как в узком семейном кругу, так и вместе со знакомыми и друзьями.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫывӑх ҫынсене чӗнсе ҫуралнӑ куна уявласси — авалтан пыракан йӑла.

Праздновать день рождения в кругу близких — старый обычай.

Ҫуралнӑ кун // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней