Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытма сăмах пирĕн базăра пур.
тытма (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире ку вырӑнта нимӗн те ҫыхса тӑмасть, эпир, ирӗклӗ маневрсем туса, хамӑра епле кирлӗ ҫапла ҫӳреме, ӑҫталла килчӗ унталла ҫул тытма, паян тесен паянах Хинель вӑрманне тавӑрӑнма та пултаратпӑр, анчах хамӑра тӑшман хупӑрласа илме пикенес пулсан, ӑна аркатса тӑкма вӑй ҫитессе пӗлсех тӑратпӑр, ҫавӑнпа та ҫитес ҫапӑҫуран пӑрӑнма шутламарӑмӑр.

Мы ничем не были связаны, имели полную свободу маневра, могли уйти в любом направлении, вернуться в Хинельские леса, но, чувствуя себя достаточно сильными, чтобы разгромить пытающегося окружить нас врага, решили принять бой.

Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавӑнпа та эпир вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес тактикӑна тытма шутларӑмӑр.

Поэтому мы решили придерживаться тактики передвижения с места на место.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах кунта тымар ярса ларсанах тӑшман пире пур енчен те хупӑрласа илнӗ пулӗччӗ те, вара пирӗн ирӗксӗрех вӑрах вӑхӑт хушши оборона тытма тивнӗ пулӗччӗ.

Но зимовать там значило обречь себя на окружение, на продолжительные оборонительные бои.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Присяга тытма вӑхӑчӗ те питӗ меллӗ.

Сейчас время для присяги было как нельзя более подходящее.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем ҫапла шутланӑ: эхер те эпир ҫак ункӑран тухса тарма шутлатпӑр пулсан, ҫак вырӑнтан кӑна хӗсӗнсе тухма пултаратпӑр, вара, юханшыв айлӑмӗ урлӑ каҫса кайса, тӳрех Чие ҫырли ҫӑрчӗсемпе Марицӑпа Кочубейщина еннелле ҫул тытма пултаратпӑр, тенӗ.

Они предполагая, что если мы попытаемся вырваться из окружения, то можем сделать это только здесь, чтобы, проскочив через речную низину, выйти сразу в леса урочищ Вишнёвые горы, Марица, Кочубейщина.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Шкулти хам тантӑшӑмсемпе Пулӑ тытма кайсассӑн, Ытла аван ҫӗрулмипе Караҫ ӑшаласассӑн.

И рыбу я люблю ловить Со школьными друзьями, На берегу уху варить С картошкой, с карасями…

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тепӗр чухне вара ватӑ пулӑҫӑ — Герасименко, асатте тата юлташӗсемпе пӗрле Днепрӑн сулахай енчи ҫыран хӗррине каҫма, вӑрманта, кӑвайтӑ патӗнче ҫӗр каҫма, унта тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра пулӑ тытма кайма Олег ӳкӗтле-ӳкӗтлех калаҫса килӗштеретчӗ.

Иногда ему удавалось подбить старого рыбака дедушку Герасименко и товарищей поехать на левый берег Днепра, провести ночь в лесу, у костра, а на рассвете начать ловить рыбу.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Часах ватӑ пулӑҫсемпе туслашса кайрӗ — вӗсемпе пӗрле вара ӑшӑ каҫсенче, ялтӑртатса ҫунакан кӑвайтӑсем умне ларса, пулӑ тытма вӗренчӗ, халлапсем итлетчӗ, лешсем ӑна хӑйсем курни-илтни ҫинчен те кала-кала паратчӗҫ.

Началась дружба со старыми рыбаками — уроки рыбной ловли, сказки, разные истории по вечерам у костров.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег кашӑкпа вилка тытма пуҫланӑ малтанхи кунтан тытӑнсах эпӗ ӑна вӗсене тӗрӗс тыткалама вӗрентме тӑрӑшрӑм.

С первого же дня, как Олег стал держать ложку и вилку, я старалась приучить его правильно пользоваться ими.

Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫемьи пирки вӑл ҫав тери хытӑ пӑшӑрханать, анчах та хӑй пӑшӑрханнине никама та кӑтартмасть, хӑйне алӑра лайӑх тытма пултарать.

Он очень беспокоился за семью, старался только не показывать своего волнения, а в руках держать себя умел.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Такам «нимӗҫсем Путивле пин ищейка-йытӑ илсе килнӗ, ҫав йытӑсемпе партизансене йӗрлесе тытма хатӗрленеҫҫӗ» тесе хыпар сарса янӑ.

Кто-то пустил слух, что немцы привезли в Путивль тысячу собак-ищеек, будут ловить партизан по лесам.

«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Акӑшсем, упасем, кашкӑрсем тытма ҫӳреттӗм.

Ходил на лебедей, на медведей, на волков.

Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Спартак ҫав кун ҫутӑлас умӗн Региум еннелле кайма тухнӑччӗ, ҫул ҫинче чурасене хӗҫ-пӑшал тытма хушрӗ.

Но Спартак на рассвете того дня передвинулся в Региум, призывая на своем пути к оружию рабов.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ мана серепене тытма килнӗ пулсан, малтанах калатӑп, эсӗ усӑсӑр ҫӳретӗн, мӗншӗн тесен эпӗ Клодий мар, Вариний те мар, Анфидий Орест та мар…

— Если ты пришла поймать меня в сети, я тебя предупреждаю что ты пришла напрасно, потому что я не Клодий, не Вариний, не Анфидий Орест…

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл гладиаторсен ҫарне: япӑх хӗҫпӑшаллӑ, чапсӑр, ӗҫе шанман, дисциплина тытма пӗлмен ҫар, тесе шутланӑ.

Он считал армию гладиаторов плохо вооруженной, без чести, без веры, без дисциплины.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Вӗсем сана ҫӑлма та, мана тытма та ӗлкӗреймӗҫ, ирсӗр ҫын, — тенӗ Арторикс.

И сказал глухим яростным голосом: — Им не удастся спасти тебя и схватить меня, подлый негодяй!

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Паллах, Эвтибида пек хӗрарӑма ҫав чурӑсрах Эномая хӑй танатине тытма йывӑр пулман.

Ясно, что такой женщине, как Эвтибида, нетрудно было завлечь в свои сети грубого и простодушного Эномая.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗҫ-пӑшал тытма хам чӗннӗ ҫынсене хамӑнах пӑрахса каяс-и?

 Неужели я изменю тем, кого я сам призвал к оружию?

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сирӗн те хӑвӑра ҫавӑн пек тытма вӗренмелле.

Нужно, чтобы мы могли вести себя так.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсир мана хӑвӑршӑн ҫулпуҫ тесе шутлатӑр пулсан, эпӗ сире мана пӑхӑнса тӑма хушатӑп, хӑвӑра йӗркеллӗ тытма хушатӑп, мӗншӗн тесен ҫарӑн вӑйӗ — йӗркелӗхре, пӑхӑнса тӑнинче, хӑвӑра хӑвар тыткалама пӗлнинче.

Если вы хотите видеть меня своим вождем, я требую, чтобы вы подчинялись мне и умели сдерживать себя; ибо в порядке, в повиновении, в сдержанности — сила войска.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней