Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫултан (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ поляксем ҫине те,Врангель ҫине те эскадрон ертсе кайнӑ, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: пӗрре атакӑна ыткӑнтӑн пулсан — ҫурма ҫултан каялла ан ҫаврӑн!

Я эскадрон водил и на поляков и на Врангеля и знаю: раз пошел в атаку — с полдороги не поворачивай назад!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ мӗн пулнӑ иккен, вӗсем таҫта ҫакӑн пек сӑмах илтнӗ: утмӑл ҫултан иртнӗ, ӗҫлеме пултарайман карчӑксене пурне те колхоз правленийӗ ҫуркунне… — Разметнов, кулса ярас мар тесе, питҫӑмартисене хӑмпу пек карӑнтарчӗ те сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — инкубатӑрсем ҫитмен пирки, карчӑксене ҫӑмарта ҫине пусма лартма хатӗрленетпӗр имӗш.

Оказывается, прослыхали они, будто бы всех старух, какие к труду не способные, каким за шестьдесят перевалило, правление колхоза определит к весне… — Размётнов надулся, удерживая смех, закончил: — Будто бы за недостачей паровых машин, какие насиживают яйца, старух определят на эту работенку.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑнран пӑхма Лушка ҫирӗм пилӗк ҫултан иртмен темелле.

На вид Лушке было не больше двадцати пяти лет.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз ҫулӗ — пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул иккенне, ҫав ҫултан пӑрӑнма ҫук иккенне пурте вӑл туйнӑ пек, вӑл ӑнланнӑ пек ӑнланса илейӗҫ-ши?

Всякий ли почувствует, поймет так, как понял он, что путь в колхоз — единственный, что это — неотвратимо?

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр икӗ ҫултан Андрей Гремячие Польша фронтӗнчен таврӑнчӗ.

Через два года Андрей вернулся в Гремячий с польского фронта.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах та ҫултан пӑрӑнса аташса кайнӑ.

Да вот свихнулась.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫултан сулахай енче темӗнле мӑкӑль-шакӑльсем тӗксӗмленсе сӗмленнӗ: те иртнӗ ҫулхи утӑ куписем вӗсем, те пӗр-пӗр ялти ҫурт-йӗрсем.

Налево от дороги в темнеющем воздухе высились какие-то бугры, не то прошлогодние стоги, не то деревня.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Стожарта та тепӗр икӗ ҫултан утар пулӗ.

Глядишь, в Стожарах через год-другой своя пасека будет.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр темиҫе ҫултан мӗн пулассине курма тӑрӑш-ха.

Представь, что там будет через несколько лет.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Авӑ тулӑ пуҫ кӑларать, йӗтӗн-долгунец ӳссе хӑпарать, сӗлӗ те ҫитӗнме пуҫларӗ, кунта, ав, нимӗҫ, аҫаҫапманскер, пӗтӗмпе таптаса, ҫаратса пӗтерчӗ, тепрер ҫултан мӗн чухлӗ пурлӑх ӳстерсе ҫитӗнтереттӗмӗр эпир!

А вон пшеничка колос нагуливает, лен-долгунец на высоту тянется, овсы в трубку пошли, тут немец, чугунная его башка, повытоптал все, запоганил, а мы через два года столько доброго повыращивали!

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Халӗ ӗнтӗ эсир Якку куккӑр патӗнче турӑ патӗнчи пекех пурӑнӑр, тепрер ҫултан вара тӗлӗнмелле каччӑ пулса колхоза канма таврӑнӑр, юлташӑрсем кӗвӗҫсе ҫурӑлас патнех ҫитӗҫ-ха акӑ», — терӗ Евдокия ачасене, уйрӑлас умӗн.

На прощание Евдокия сказала ребятам, что теперь у дяди Якова они заживут, как у Христа за пазухой, и через годок заявятся в колхоз на побывку такими кавалерами, что приятели лопнут от зависти.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр ҫур ҫултан, Стожарта пурнӑҫ мая кӗрсен, Захар Векшин инҫетри Ташкент хулинчен ҫыру илнӗ.

Только через полгода, когда жизнь в Стожарах немного наладилась, Захар Векшин получил письмо из далекого города Ташкента.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Турӑ храмне ҫичӗ ҫултан, Бул уйӑхӗнче, туса пӗтернӗ, патша керменне — вунвиҫӗ ҫултан.

Через семь лет, в месяце Буле, был завершен храм господень и через тринадцать лет — царский дворец.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тепӗр тӑватӑ ҫултан Обломовка чугун ҫулсен станцийӗ пуласси ҫинчен пӗлтерместӗп ӑна.

Не скажу тебе, что года через четыре она будет станцией дороги,

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кайран, ялтан укҫа килсен, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ, ун патне пырса, ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: тупӑшран укҫа хальтерех пама тытӑнсан, Обломова ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ; пӗр виҫӗ ҫултан вара парӑма татма пулать; анчах пама срок ҫитсен, документ тӑрӑх шыраса илме тытӑнсан, Обломов ялне сутса яма тивет, мӗншӗн тесен Обломовӑн укҫи ҫук, пуласси те курӑнмасть, терӗ.

Потом, когда он получил деньги из деревни, братец пришли к нему и объявили, что ему, Илье Ильичу, легче будет начать уплату немедленно из дохода; что года в три претензия будет покрыта, между тем как с наступлением срока, когда документ будет подан ко взысканию, деревня должна будет поступить в публичную продажу, так как суммы в наличности у Обломова не имеется и не предвидится.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Менельник иртнӗренпе, ӑнсӑртран Штольц апатланура пулнӑранпа ҫур ҫултан Обломов хваттерӗнче мӗн тери салху, кичем.

Как все мрачно, скучно смотрело в квартире Обломова года полтора спустя после именин, когда нечаянно приехал к нему обедать Штольц.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ кайӑп, ҫапах тепӗр ҫултан та, тепӗр икӗ ҫултан та туслах юлӑпӑр.

Я уеду, и через год, через два она все будет моя.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр ик ҫултан ҫырать, — терӗ Тарантьев.

Года через два напишет, — сказал Тарантьев.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ку ӗҫӗ ӑнсан, тепӗр икӗ ҫултан каллех ҫапла тума пулать; саккунлӑ ӗҫ!

— А как удачно пройдет, можно годика через два повторить; законное дело!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Неушлӗ эсӗ тепӗр ҫултан хӑван ӗҫӳсене те, пурнӑҫна та тӳрлетме пултаратӑп, тесе шутлатӑн? — ыйтрӗ Ольга.

— Ужели ты думаешь, что через год ты устроил бы свои дела и жизнь? — спросила она.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней