Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

явӑнать (тĕпĕ: явӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫинче пирус тӗтӗмӗ кӑвакарса явӑнать.

Над ними голубел папиросный дымок.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирсерен ура айӗнче шӑн юр кӑчӑртатать, кӑнтӑр тӗлнелле вара ҫӗр пӗтӗмпех йӑшса каять, вара йӗри-таврах март шӑрши, чие йывӑҫҫисен шӑннӑ хупписемпе пирчӗк улӑм шӑрши явӑнать.

По утрам легкие ледозвонили заморозки, а к полудню земля отходила и пахло мартом, примороженной корой вишневых деревьев, прелой соломой.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мур пӗлет-и ӑна, темле сӑн-сӑпатлӑ пулнӑ, пичӗ ҫинче ҫулӑм явӑнать, тейӗн.

Чума его знает, что за виски, кубыть, аж полымем схваченные.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалта, уҫӑлса хупӑнакан алӑк умӗнче пӑс явӑнать.

Позади, у хлопающей двери, — пар.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кустӑрмасем тавра ҫӑра хура тӑпра смала пек явӑнать.

Густой чернозем смолою крутился на колесах.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗт айӗнче, ҫунаттисене сарса пӑрахса, хӑлат явӑнать, ун хыҫҫӑн хура кураксем ҫуйӑхашса хӑвалаҫҫӗ.

Под тучей, раскрылатившись, колесил коршун, его с криком преследовали вороны.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗҫӗ унӑн, хӑвӑр та куратӑр, йывӑр — е явӑнать, е сӳтӗлет, пӗтерӗнет… тата ҫунать.

Работа у нее, сами видите, тяжелая — то вьется, то разматывается, свивается... и горит.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Табак тӗтӗмӗ кунта пуриншӗн те тата пылакрах пек туйӑнчӗ — пуҫ ҫинче кӑвак тӗтӗм явӑнать.

Тут табачный дым всем показался еще слаще — над головами вился сизый туман.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫывӑхрах снарядсем уласа та шӑхӑрса илеҫҫӗ, шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ, пӗрмай кӗрленӗ те кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнсе тӑрать, йӗри-таврах тӗтӗм явӑнать.

Поблизости раздавались вой и свист снарядов, они с грохотом разрывались, постоянно слышались визг и лязг, кругом стоял дым.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Порт тӗлӗнче аялтан ҫулӑм ҫутти ӳкнипе юнпа пӗвӗннӗ пек курӑнакан тӗтӗм явӑнать.

Над портом клубился черный, обагренный снизу отсветами пламени, словно кровью подтекавший, дым.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Цинь И-тан каллех туртать, кантурта кальян тӗтӗмӗ явӑнать.

В канцелярии уже висело облако дыма от кальяна Цинь И-тана.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Ҫав тӗтӗм, тӗтрепе хутшӑнса кайса, станица ҫийӗнче явӑнать.

Этот дым, сливаясь с туманом, стлался над станицею.

XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пур ҫӗрте те мӑрьесенчен тӗтӗм явӑнать.

Дым везде валил из труб.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Выльӑх-чӗрлӗх ҫинче выльӑхсем хӑйсем ҫеҫенхиртен илсе килнӗ вӑрӑмтуна пӗлӗчӗ явӑнать.

Скотина толпится в облаке пыли и комаров, приведенных ею за собой из степи.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке!

Сколько молодых парней всегда возле тебя вертится, а ты на меня смотришь, эх ты, слепушка!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫунат чылаях ҫӗклесе хӑпартрӗ ӗнтӗ мана, пӑхатӑп, — хӑлат хур чӗпписем тӗлӗнчех явӑнать; кӗҫ-вӗҫех пӗрне ҫаклатса каять.

Подымает меня крыло, да только глядь я, а над гусятами коршун, вот-вот ухватит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил арман ҫунаттисем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах манӑн хур чӗпписем ҫисе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнче ҫӳлте хӑлат явӑнать.

Ветряк работает, гусятки мои поблизу пасутся, а над ними коршун кружит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑлхана ҫурса каякан ҫинҫе сасӑ урамри ытти сасӑсем хушшине ҫивӗччӗн пырса кӗрет, вӑл татти-сыпписӗр чӑсӑлса тӑрать, куҫа шартса яракан шурӑ та сивӗ ҫип пек, мӑй тавра явӑнать, пуҫри шухӑшсене пӑтраштарса ярать, уртарать, таҫта хӑвалать; вӑл, пӗр самантлӑха та чарӑнмасӑр, ҫӗрӗк шӑрши тулнӑ пӑнтӑхнӑ сывлӑшра, ҫак таса мар пурнӑҫран усаллӑн витлесе кулнӑ пек, чӗтренсе тӑрать.

Тонкий, режущий ухо свист прорывает своим дрожащим острием все звуки улиц, он тянется бесконечно, как ослепительно белая, холодная нить, он закручивается вокруг горла, путает мысли в голове, бесит, гонит куда-то и, не смолкая ни на секунду, дрожит в гнилом запахе, пожравшем воздух, дрожит насмешливо, злобно пронизывая эту жизнь в грязи.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Сӳннӗ майӑн вут-ҫӗленӗн ҫиҫӗм хумӗ явӑнать.

Точно огненные змеи, вьются в море, исчезая, отраженья этих молний.

Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.

Йӗри-тавра ҫӳп-ҫап куписем сӑрт-ту пек курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн курак-ҫӑхан явӑнать.

и оказались в окружении гигантских мусорных куч, над которыми в полной темноте кружились тучи галок и воронья.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней