Поиск
Шырав ĕçĕ:
Старикӗн мӗнпур тумӗнчен камфарӑпа мускус шӑрши кӗрет; ун ҫав тери тӑрӑшса тумланнӑ кӗлетки питӗ хытӑ чӗреллӗ ҫынна та тӗлӗнтернӗ пӳлӗччӗ!
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ватӑ йытӑ итлерӗ, хӑйӗн пуҫӗнчен кайӑк шӑммин шӑрши тухмарӗ пулин те, вырӑнтан тапранмарӗ, Таня ҫывӑхӗнче тата кӑшт ларчӗ, тен, вӑл ҫакӑн пек йывӑр лару-тӑрура манӑн мӗн тумалла-ши тесе шухӑшларӗ пуль, вара хӑйӗн тӗп ӗҫне аса илчӗ пулас та, ачасене хӑйсем тӗллӗнех хӑварса, тӑкӑрлӑка каялла чупрӗ.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫак сухӑр шӑрши вара пӳртре нумайччен пурӑнать.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пустав шӑрши кӗрет унран — пуставпа чӗн пиҫиххи шӑрши.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пултӑрах, ҫак чирлӗ арҫын ача ҫурҫӗрти чечексен шӑрши ҫуккине пурпӗрех пӗлмест.Но что может знать этот больной мальчик о запахе северных цветов?
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Амӑшӗн аллипе пит-куҫӗн шӑршийӗ-ши вӑл е амӑшӗ тӑхӑнакан ҫипуҫ шӑрши?
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пуринчен те эрех шӑрши кӗрет, нимӗн те тӑваймастӑн, историре те ҫаплах каланӑ.От всех королей разит, с этим ничего не поделаешь, так и в истории говорится.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Пирӗннинчен ялан эрех шӑрши кӗрет, Гек.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Часах пӑсӑк ҫӑмартапа ҫӗрӗк купӑста шӑрши тапса тухрӗ; вӗсем ҫакӑнтах купаланса выртаҫҫӗ, тейӗн; эпӗ кушак виллинчен мӗнле шӑршӑ кӗнине аван пӗлетӗп — ман умран утмӑл тӑватӑ кушак вилли йӑтса кӗчӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ вӗсене курмастӑп, анчах хӑш тӗлте тӑнине туятӑп, мӗншӗн тесен вӗсем виски ӗҫнӗ, спирт шӑрши кӗрет.Я их не видел, но знал, где они стоят, потому что они пили виски и от них пахло.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫапла, — терӗ вӑл, — хӗр пӗрре те шӳтлемест, вилӗм шӑрши кӗрет кунта.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах Елена тухса кайнӑ хыҫҫӑн унӑн чухӑн, тӗттӗм пӳлӗмӗнче юлнӑ резеда шӑрши вӑл кунта пулнине астутарать.Но тонкий запах резеды, оставленный Еленой в его бедной, темной комнатке, напоминал ее посещение.
XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Карета хӑвӑрттӑн чупать, вӑл е пулса ҫитнӗ тырӑ пусси хӗррипе, е анлӑ ҫаран ҫумӗпе пырать; тырӑ пуссинче сывлӑш пӑчӑ та ырӑ шӑршлӑ; тырӑ шӑрши ҫапать, ҫаран енчен вӗрекен сулхӑн ҫил вара сасартӑк ачашшӑн питӗ сӗртӗнсе илет.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫанталӑк аван; утӑ шӑрши те, типӗ ҫырла шӑрши те кӗрет… ҫырла чейӗ ӗҫнӗ чухнехи пекех.Погода славная; сеном и сухою земляникой пахнет так… словно грудной чай пьешь.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пичӗ хӗрелсе кайнӑ, хӗл шӑрши кӗрет.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сывлӑш, толпа ҫунӑк, бензинпа виле шӑрши кӗрет пулин те, уҫӑ, пуҫ ҫаврӑнса каймалла ырӑ…И воздух, несмотря на запах тола и гари, бензина и трупов, был свежий, весенний, дурманящий.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сывлӑшра ҫунӑк, ешӗл курӑк, бензин, ҫуркунне, чечек, юн, хурҫӑ шӑрши пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайнӑ…В воздухе перемешаны все запахи: весны, гари, зелени, бензина, крови, цветов, металла…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сывлӑш уҫӑ, кӑштах йывӑҫ папкипе ҫӗрӗшнӗ курӑк шӑрши ҫеҫ кӗрет.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сывлӑшра, Лежайскри пекех, чӑрӑшпа хыр шӑрши, Ҫӗнӗ ҫул валли аран-аран туяннӑ, пӳлӗме тин кӗртсе лартнӑ ёлка шӑрши кӗрет.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.